Хулара
![]() Шупашкарта 38 ҫулти арҫынна, хӗрарӑмсен капӑрлӑх япалисене вӑрлаканскере, тытса чарнӑ. Вӑл таксире ӗҫленӗ, ҫакӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ – пассажирсен алки-вӑчӑрисене йӑкӑртнӑ. Арҫын хӗр-хӗрарӑм машинӑна ларасса каҫхи клубсемпе ресторансен умӗнче кӗтсе ларнӑ. Хайхискере полицейскисем тытса чарни пирки телевизорпа репортаж кӑтартнӑ. Унӑн сӑнне курсан татах хӗрарӑмсем полицие пынӑ, ҫакскер вӗсен алка-вӑчӑрине вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Пӗри ав ҫапларах каласа кӑтартнӑ: арҫын кӗпе ҫухавинчен туртнине ҫеҫ туйса юлнӑ. Хайхискер чеен хӑтланнӑ: салона ларнӑ хӗр-хӗрарӑма ыталама пикеннӗ, пуҫне вӗсен кӑкӑрӗ ҫине хунӑ. Лешсем хирӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтра ку хӑвӑрт кӑна капӑрлӑх япалине хывса илнӗ. Арҫын коллекци пуҫтарнӑ-ши – унӑн хваттерӗнче темиҫе тӗрлӗ капӑрлӑх тупнӑ. Халӗ полици вӑл тата кама шар кӑтартма пултарнине уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ирина Иванова тата Елена Репина. «Советская Чувашия» сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫей почтисен ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн регионсен хушшинчи тапхӑрӗ иртнӗ. Тӗп хулана Чулхула, Киров облаҫӗсенчен Пермь крайӗнчен, Мари Элтан, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчен ҫитнӗ. Почта ӗҫченӗсем тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр тухнӑ. Ҫыхӑну уйрӑмӗн чи лайӑх пуҫлӑхӗ Ирина Иванова пулса тӑнӑ. Вӑл Шупашкарти 26-мӗш уйрӑмра вӑй хурать. Мари Элти Маргарита Мочалова – чи лайӑх оператор. Ҫак номинацирех Чӑваш Енри Елена Репина иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен Мускавра иртекен финала хутшӑнма тивӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарти Диана Илеменова Раҫҫей шайӗнчи конкурсра ҫӗнтернӗ, ӑна «Лада Веста» машина парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ыран, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн 150 ҫулхине халалласа ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна Чӑваш Енри Ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗ, ЧР Наци вулавӑшӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ йӗркелеӗҫ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулне 1868 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас ӗҫре капашсӑр пысӑк вырӑн уҫнӑ. Наци шкулӗсенче ӗҫлеме унта 1000 ытла вӗрентекене туптанӑ. Унта Николай Шупуҫҫынни, Марфа Трубина, Михаил Акимов ҫыравҫӑсем, Федор Павлов, Степан Максимов композиторсем, чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский тата ытти паллӑ нумай ҫын вӗреннӗ, вӗсем пурнӑҫра тарӑн йӗр хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ӗҫ сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен чи лайӑх специалистсене чысланӑ. Вӗсене республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрне пухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Сергей Димитриев министр саламланӑ. Конкурса ҫулсерен 70 ытла специалист хутшӑнать. Кӑҫалхинче финала 13-ӗн тухнӑ. Вӗсем пурте — район-хула шайӗнчи конкурссенче ҫӗнтернисем. Ӗҫ сыхлавӗпе тӑрӑшакан чи лайӑх специалист ята Комсомольски районӗнчи Тукай Мишер шкулӗнчи Рушания Зинатуллина тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Республикӑн офтальмологи пульницинчи Владимир Алентьев тата «КЕТРА» савутри Анатолий Михайлов; виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкарти «Мостотряд» фирмӑри Сергей Белов тата Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнчи Оксана Василенко. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн тӗп редакторне Константин Малышева Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Еткер» фончӗ Иван Яковлев орденӗпе наградӑланӑ. Ӗҫтешӗмӗре ӗнер, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чысланӑ. «Сувар» хаҫатра Ирина Трифонова ҫырнӑ тӑрӑх, ҫак хисепе Константин Малышев «чӑваш культурине аталантарас, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс ӑс-хакӑл парас ӗҫре нумай ҫул тӑрӑшса» тимленӗшӗн тивӗҫнӗ. Орден ҫине Иван Яковлев сӑмахне ҫырса хунӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Эпӗ туса пӗтереймен ӗҫсене эсир туса пӗтерӗр». Константин Малышев ҫавна асра тытать темелле-тӗр. Тутарстанри «Сувар» хаҫат чӑвашлӑха упраса хӑварас тӗлӗшпе нумай ӗҫлет. Ҫак пичет кӑларӑмне Раҫҫейри регионсенчи почта уйрӑмӗсенче те ҫырӑнса илме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче халӑха ҫичӗ теҫетке ҫул ытла килентерекен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина паян 95 ҫул тултарать. Тӗлӗнмелле те, хӑпартланмалла та, Турра та тав тумалла — чӑваш сценин ҫутӑран та ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ юбилей каҫне сцена ҫинче халӑхпа уявлӗ. Программа, сӑмах май, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Унта Вера Кузьмина вылянӑ спектакльсенчи сыпӑксем, саламсем пулӗҫ. «Актрисӑн сасси питӗ хӳхӗм музыка инструменчӗ тейӗн, кашни сасса, хусканӑва туять. Юлашки ҫулсенче Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн, Вильям Шекспирӑн, Игорь Северянинӑн сӑввисенчен хатӗрленӗ композицисемпе куракансене тӗлӗнтерчӗ. Сцена калаҫӑвӗн маҫтӑрӗ пулнӑ май Вера Кузьминична хӑй те вӑхӑтран-вӑхӑт педагог тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Вӑл Шупашкарти музыка училищин театр уйрӑмӗнче вӗренекенсен, Щепкин ячӗллӗ театр училищине пӗтернисен сассисене «лартнӑ». Кирек мӗнле аудиторире, кирек кам умӗнче, халӑх йышлӑ-и унта е пачах ҫукпа пӗрех-и — янраттарнӑ пӗрремӗш сӑмахӗпех зала тыткӑнлать сасси унӑн, актриса пӑшӑлтатса кӑна калаҫать пулсан та — кашни кӗтесрех илтӗнет, хутлӑха хӑйпе тултарать, туйӑмсен хумне, «тӗрлӗ темпераментӑн хӗрӳлӗхне» — е савӑнӑҫлине, е хуйхӑллине, илсе килет. |
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм, хула администрацийӗнче ӗҫлекенскер, хӑйне сӑлтавсӑрах преми панӑ. Пӗтӗмпе - 100 пин тенкӗ ытла. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, администрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗ 2012 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи ака уйӑхӗччен администраци пуҫлӑхӗ хушмасӑра хӑйне преми памалли пирки 39 хушу кӑларнӑ. Ҫапла вӑл 108 пин тенкӗ ытла преми илнӗ. Ку кӑна мар-ха, хӗрарӑм муниципалитет службин канащҫин ятне саккуна пӑсса илнӗ. Ҫакнашкал хӑтланни ырӑпа вӗҫленмен. Ҫак кунсенче суд пулнӑ. Хӗрарӑма 40 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Любовь и ненависть» (чӑв. Юрату тата курайманлӑх) спектакль кӑтартнӑ. Илемлӗ хусканусенчен йӗркеленӗ спектакле Мускаври Владимир Беляйкин режиссер (вӑл пластика енӗпе паллӑ специалист шутланать) лартнӑ. Чӑваш артисчӗсем шалти кӑмӑл-туйӑма ал-ура тата пит-куҫ вылявӗ, ташӑ урлӑ кӑтартма пултарнӑ. Спектакль режиссёрӗ Владимир Беляйкин ун пек пуласса кӗтменнине пытарман. Ултӑ автор ӗҫне тӗрлӗ хулара лартнӑ вӑл. Анчах кун пек таса, илем тӗлӗшенчен килӗшӳллӗ пулса тухман иккен. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсемпе вӑл тата та ӗҫлес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Театрӑн балетмейстерӗ Алина Михайлова вара артистсен ӑсталӑхӗ ӳснине асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Паян Чӑваш Енри вунӑ ҫамрӑка Мускав Кремльне, Президент полкне, хӗсмете ӑсатнӑ. Ҫав ятпа Канашри сбор пунктӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ. Сумлӑ ҫӗре кайма тивӗҫ пулнӑ яшсене тӗрлӗ тӳре-шара саламланӑ. Ҫав шутра федерацин тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, республикӑн ҫар комиссарӗ Алкксандр Мокрушин пулнӑ. Тата, паллах, ашшӗ-амӑшӗ пынӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫара каякансене ырӑ сунса салам ҫитернӗ. Кун пирки Юрий Васильев пӗлтернӗ. Савӑнӑҫлӑ пухӑва Президент полкӗнчен кӑҫал таврӑннисене те йыхравланӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев Чӑваш Ен Элтеперӗн сехетне парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче ӗҫленӗ икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ. Вӗсене сӗтев илнӗшӗн айӑпласшӑн. Улатӑр районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗнче тӑрӑшнӑ икӗ инспектор кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн пӗр каҫхине руль умӗнчи ӳсӗр ҫынна тытса чарнӑ. Лешӗн транспорта тытса пыма ирӗк те пулман. Правӑна административлӑ майпа пӑсни ҫинчен калакан протокола ҫырмассине пӗлтернӗ пакунлисем. Анчах хӗрхеннипе мар. Укҫалла. 20 пин тенкӗ ыйтнӑ вӗсем. Укҫана водителӗн ҫурла уйӑхӗн 18-19-мӗшӗсенче парса татмалла пулнӑ. Каланӑ вӑхӑт ҫитнӗ, укҫапа арҫын татӑлма васкаман. Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пакунлисем водитель килне ӗҫри машинӑпа персе ҫитнӗ. Ӑна вӗсем парӑм пирки аса илтернӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗсем хӑйсен паллаканнине водитель патне укҫа илме ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |