Республикӑра
![]() Анна Ямброськина тунӑ сӑн Ҫӗмӗрле хулинче темиҫе кун ӗнтӗ тӗтӗм йӑсӑрланать, ҫынсене ку шӑршӑ йӑлӑхтарнӑ. Хӑшӗ-пӗри палӑртнӑ тӑрӑх, Ленин урамӗнчи кивӗ свалка раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнчех ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑмпах ялкӑшмасть-мӗн, ҫӗр айӗнчи ҫӳп-ҫап тӗтӗм кӑларса йӑсӑрланать. Ҫӗмӗрлесем кӑмӑлсӑр, сывлама кислород ҫителӗксӗр теҫҫӗ. Хула администрацийӗ свалка ҫунни пирки пӗлет, ӑна сӳнтерес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Администрацири тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, свалка хӑйне хӑй ҫунма пуҫланӑ. Унта пушарнӑйсем те ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе ҫулӑма йӑлтах сӳнтереймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енре кӑҫал пуҫтарса кӗртнӗ ҫӗр улмин пысӑк пайне республикӑри виҫӗ районта туса илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗ пӗлтерет. Ҫӗр улми туса илессипе тӑван республикӑмӑр кӑҫал федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Асӑннӑ культурӑн калӑпӑшӗпе пирӗнтен Чулхула облаҫӗ тата Тутар Республики ирттернӗ. Кунта сӑмах ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе пысӑк фермерсем пирки пырать. Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче иккӗмӗш ҫӑкӑра 142,5 пин тонна туса илнӗ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 185,1 центнер тухнӑ. Республикӑра туса илнӗ мӗнпур ҫӗр улминчен 44,5 проценчӗ Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски районӗсене тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Полицейскисемпе тӳре-шара Шупашкарта тара паракан хваттерсене шырама тухнӑ. Кунашкал рейда малтанах ирттерме тытӑннӑ, халӗ вӑл малалла пырать. Ленин районӗн администрацийӗнче тӑрӑшакансем сайтра отчет тунине курма пулать. Ку эрнере вӗсем Иван Яковлев проспектӗнчи 10/1 ҫуртра пулнӑ, 6 хваттере кӗрсе тухнӑ. Вӗсенчен пӗрине пӗр ҫын тара илсе пурӑннӑ, хуҫисем тупӑшшӑн налук тӳлемен. Хваттерте пурӑнаканран объянительнӑй илнӗ, кун хыҫҫӑн хуҫинчен налук недочечӗ тӑвӗҫ. Палӑртмалла: тӳре-шара налук тӳлемен ҫынсене шыраса лавккасем тӑрӑх та ҫӳрет. Ҫапла майпа вӗсем официаллӑ мар тупӑш илекен, нулук тӳлемен ҫынсен йышне чакарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхине 5 сехет ҫиетеспе Шупашкар районӗнчи Пархикасси ялӗнчи Шоссе урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Хуралтӑ таврашӗнчен мунча кӑна сиенленмен. Нумай ачаллӑ ҫемье пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. «Ҫемье пуҫӗ пушарта вилнӗ. Ыттисем пурте чӗрех, сывах. Халӗ виҫӗ пӗчӗк ачаллӑ амӑшне тӑванӗсем хӑйсем патне пурӑнма илнӗ», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. Пушара 2 техника, 8 ҫын сӳнтернӗ. Шел те, ҫурт кӑшкарӗ кӑна юлнӑ. Ҫемье тӗрекӗсӗр тӑрса юлнӑ хӗрарӑмпа ачисене пулӑшу кирлӗ. Май пур тӑк акӑ Матвеевсен номерӗ - 8-927-844-44-47 (Олеся Александровна М., номер банк карточкипе ҫыхӑннӑ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре вӗренӳ пирки калакан саккуна улшӑнусем кӗртесшӗн. Кун пирки «Регнум» информаци агентствин сайтӗнче хыпарланӑ. Саккунри улшӑнусем республикӑри патшалӑх чӗлхисене – чӑваш тата вырӑс чӗлхисене – пырса тивӗ. Ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансене хӑш чӗлхепе вӗрентмеллине суйлама ирӗк парасшӑн. Саккунпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре чӑваш тата вырӑс чӗлхисене патшалӑх чӗлхи пек вӗрентме условисем туса памалла. Ку Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисене вӗрентессине те (республикӑра пурӑнакан ҫынсем пирки сӑмах) пырса тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ӗҫлекенсемпе вӗренекенсен конференцийӗ иртнӗ, унта университет ректорне суйланӑ. Ҫитес пилӗк ҫулта ку тилхепене унчченхи ректорах, Андрей Александров, тытса пырӗ. Андрей Юрьевич ЧПУран вӗренсе тухнӑ, «Истори» тата «Юриспруденци» специальноҫсене алла илнӗ, вӑл – экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. 2000-2010 ҫулсенче ЧПУн социаллӑ аталану пайӗн, социаллӑ аталану управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, 2010 ҫултанпа вӗренӳ енӗпе проректор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, Ученӑйсен канашӑн ученӑй секретарӗ пулнӑ. 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна университетӑн ректорне суйланӑ. Андрей Александров – Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Паян Таиландӑн тӗп хулинче, Бангкокра, «Тӗнче пики» пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри Йӑлӑм хӗрӗ Юлия Полячихина хутшӑннӑ. Вӑл малтан «Раҫҫей пики» ята тивӗҫнӗччӗ. Ҫӗршыври конкурсра мала тухнипе хавхаланнӑ пике ҫине тӑрсах малалла хатӗрленнӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх универистетӗнче журналиста вӗренекенскер тӗнче шайӗнчи конкурс валли акӑлчан чӗлхине ҫине тӑрса ӑша хывма тытӑннӑ. Хӗр кӑҫалхи ҫуркунне республикӑри хаҫат-журналта, телевидени-радиора пулнӑччӗ. «Тӗнче пики» конкурсра Раҫҫей пики, пирӗн ентешӗмӗр ҫурма финала лекеймен. Европа регионӗнчен унта Польша, Бельги, Великобритани, Венгри тата Ирланди хӗрӗсем кӗнӗ. «Тӗнче пики» конкурсра Филиппин хӗрӗ Катриона Грэй мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Сайт ҫинче чылайранпа регистрациленни, анчах та пӗр пулӑма тавҫӑрса ҫитерейместӗп. Кунта чӑнласа чӑваш чӗлхи никама та кӑсӑклантармасть пулмалла. Пурте хӑйсем тенӗ пек чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнине шутласа кӑларас тесе мӗкӗрленеҫҫӗ. Авалхи вӑхӑтра каланӑ: иртнине пӑхатӑн - карттусна сыр, малалла пӑхатӑн - ҫанусене тавӑр. Анчах та ҫанӑ тавӑрма темӗн никамӑн та кӑмӑл палӑрмасть, иртнине пӑхнӑ чухне вара ҫанӑсене ҫеҫ мар, шӑлавар пӗҫҫисене те те тавӑрса хурса чаваланаҫҫӗ. Хӑҫан та пулсан эпир иртнине хисеплеме вӗренсе ҫитейӗпӗр-ши е ҫав-ҫавах сысна евӗр чаваланӑпӑр-ши? Хуть мӗнле чавалансан та иртнинчи паянхи пурнӑҫа лайӑхлатса яраймасть, енчен те эсир ун йышши шутлатӑр. Пурӑнатпӑр паян, виҫмине иртнӗ, ыранхи ҫитмен. Кунта ниепле те улшӑну кӗртме ҫук. Тата вулакансем те йышлах мар, сайт ҫине вара чылай ҫын ҫырӑннӑ пек курӑнать, е тата шучӗшӗн ҫеҫ ҫырӑннӑ-ши, "мёртвые души" евӗр? Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
|
Хулара
![]() Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗр машина ачана ҫапса кайнӑ. Инкеке асӑрхакансем пӗлтернине шута илсе «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта хыпарланӑ тӑрӑх, ача ҫул урлӑ светофороӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ. Ун ҫине О005ОО21 номерлӗ «Тойота» пырса кӗнӗ. «Антидилер» халӑх юхӑмӗ (ертӳҫи — Альберт Ильин) пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче руль умӗнчи ҫын ШӖМ ӗҫченӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Инкеке пакунлисем тишкереҫҫӗ тесе ҫырнӑ. Ачана ҫапса хӑварнине хыпарланине «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «За рулем» автопортал пабликӗнче пысӑк йышпа хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫнӑ чух пӑхмалла текенсем те пур, теприсем водителе ятлаҫҫӗ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ иккен. Анчах, пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне укҫа-тенкӗ ҫеҫ кирлӗ, вӗсем ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки шухӑшламаҫҫӗ, тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Мӗнпур чӑваш эстради (ытларах пайӗ тейӗпӗр, пурте мар ҫапах та) «тамада тыткӑнӗнче» паян. Кунран-кун туй-ҫуй шурлӑхне путнӑҫем путса пырать вӑл, ӗҫкӗ-ҫикӗ шайӗпе аталанса (е, тӗрӗсрех, аталанмасӑр) пырать». Ҫак йӗркесен авторӗн шучӗпе тӗлӗнмелле тӗрӗс шухӑша тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри «Чӑнкӑ-чанкӑ. Новые и старые чувашские песни» пабликра хускатнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «тахҫан та пӗрре сцена ҫине тухкалани» — пирӗн юрӑҫран чылайӑшне «сӑнара, имиджа тытса пыма кӑна кирлӗ», «ытларах вара вӗсем туй-ҫуй, ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ». «Юрӑҫсем кӑна та мар, пирӗн Тӑван радио та, Наци радиовӗ те, Чӑваш радио та, икӗ телевиденийӗ те ҫавах — унта ӗҫлекен медиаҫӑсем те тахҫанах радио е телепрограмма ертсе пынинчен ытларах туй е юбилей ертсе пыракансем пулса тӑнӑ. Тата вӗсем ҫакна пытармаҫҫӗ те — социаллӑ медиари ушкӑнӗсенче ҫакна уҫҫӑн рекламӑлаҫҫӗ, телефонӗ-контакчӗсене ҫыраҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрин хакӗсем те пур. Урӑхла каласан, чӑваш эстради тахҫанах «сфера услуг» текеннин пӗр пайӗ, пӗр секторӗ пулса тӑнӑ», — пӗтӗмлетнӗ пост авторӗ. Юрӑҫсем туй-ҫуйпа ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳрени тем пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |