Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивалӗ иртнӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта республикӑн тӗрлӗ районӗпе хулинчен «чи маттур ачасем» пуҫтарӑннӑ. Конкурсра хамӑр пулман та, анчах сӑнӳкерчӗксене пӑхсан шӑпӑрлансем маттурри, чӑн та, сисӗнет. Пит-куҫ вылявӗ кӑна мӗне тӑрать! Пултарулӑх тупӑшӑвӗ 1-4-мӗш классем хушшинче иртнӗ. Кӗҫӗн класссенче вӗренекенскерсем «Чӑваш вӑййи», «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ташши», «Янра, чӑваш юрри» номинацисенче ӑмӑртнӑ. Конкурс иртни ҫинчен калакан хыпарпа паллашнисене ачасен пӗр ушкӑнӗ сцена ҫине ҫӑпатапа тухни тӗлӗнтернӗ. «Пӗчӗкрен ҫӑпата тӑхӑнса ҫӳрӗр ӗнтӗ! Ӗлӗк-авал вара пурте ҫӳренӗ пуль ҫӑпатапа, чӑвашсем ҫеҫ мар, урӑх халӑхсем ун пек тӑхӑнса ҫӳренине халь кам кӑтартать!!!?...Хамӑра хамӑр мӗскӗн пек тӑватпӑр!...», — тесе шухӑшлать, сӑмахран, Савтимер Миххей. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Пушăтран çăпата тума паллах пирĕн халăх хиртен вăрмана кĕрсе кайсан, марисенчен, вырăссенчен вĕреннĕ. Çăпата вăл пирĕн халăхăн нушаллă пурнăç тапхăр палли. Атă тăхăнса çÿренĕ яланах пирĕн халăх ирĕклĕ те тăнăçлă пурăннă тапхăрта.