Кӑҫал Шупашкарти кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче иртӗ. Кинофестивальте пӗтӗм тӗнчери программӑна кӑтартма палӑртнӑ, унта Австралири, Данири тата Польшӑри фильмсем кӗрӗҫ.
Яланхи пекех этника тата регион киновӗн конкурсӗ иртӗ. Унта Пушкӑртстанри, Кабарда-Балкарти, Бурят Республикинчи тата ытти регионти ӗҫсем кӗрӗҫ. «Кино – ачасене» программа та пулӗ.
«Ҫыхӑнура» портал хыпарланӑ тӑрӑх, кинофестивале Раҫҫей халӑх артисчӗ Виктор Сухоруков килме кӑмӑл тунӑ. Паллах, ытти паллӑ хӑна та пулӗ.
Каласа хӑвармалла: кинофестиваль кӑҫалхипе 12-мӗш хут иртет. Ӑна 2008 ҫулта ЧР Президенчӗ Николай Федоров ҫирӗплетнӗ. 2009 ҫулта республика правительстви ӑна ҫулсерен ирттермелле тунӑ.