Персона
![]() Иосиф Дмитриев-Трер режиссерпа, актерпа, сӑвӑҫпа чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ. Аса илтерер, чӑваш тӗнчинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫын чӳк уйӑхӗн 19-мӗш каҫхине пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлчӗ. Унччен вӑл чылай ҫул йывӑр та усал чирпе кӗрешрӗ. Иосиф Дмитриев-Трер амака пӑхмасӑрах шӳтлеме кӑмӑллатчӗ. Унпа калаҫса курма тӳр килнишӗн нумайӑшӗ хӑпартланать. Пӗчӗк кӑна вырӑнта ӗҫлекен те, хӑйне пуҫлӑх тесе курнӑҫланакан та. Калаҫса тӑранайми ҫынччӗ. Унӑн тавра курӑмӗ, ӑс-тӑнӗ ҫӗр чӑмӑрӗ пекех аслӑччӗ. Ахаль ҫынпа хӑйне ансат тытаканскер пуҫлӑхсен умӗнче пуҫ тайма пӗлменнине кӑҫалхи пӗр интервьюра палӑртнӑччӗ. Мӗн тӑвӑн, ӑслӑ ҫынсем ҫавӑн пек ҫав ӗнтӗ... |
Политика
![]() Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре Мускавра пулнӑ. Унта вӑл Пӗтӗм тӗнчери «Транспорт эрни–2018» ХII-мӗш форум ӗҫне хутшӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Раҫҫейӗн транспорт министрӗ Евгений Дитрих ертсе пынӑ ирхи апатланӑва хутшӑннӑ. Ҫапла ят панӑ анлӑ канашлӑва Михаил Игнатьева та йыхравланӑ. Кун йӗркинчи тӗп ыйту инфраструктурӑна ҫӗнетесси, комплекслӑ плана пурнӑҫа кӗртесси, укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсем пулнӑ. Мероприятине федерацин, регионсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, транспорт тытӑмӗнче ӗҫлекен пуҫлӑхсем, РФ регионӗсен пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ пысӑк компанисен ертӳҫисем, ӑсчахсем, инвесторсем, обществӑлла организацисен представителӗсем, банк тытӑмӗнче вӑй хуракансем чылайӑн пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Таджикистан ҫынни хӑйӗн тӑван ҫӗршывне вӗҫсе каяйман. Ҫапла, халӗ парӑмсем пур тӑк чикӗ леш енне тухаймӑн. Арҫынна суд приставӗсем Раҫҫейрен тухма чарнӑ. Таджикистанра ҫуралса ӳснӗ 35 ҫулти арҫын Шупашкарта пурӑннӑ. Анчах вӑл 18 ҫул тултарман икӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм ҫур миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ. Алимент тӳлеменрен ӑна суда та панӑ, ҫапах ку та арҫынна хӑратман. Вӑл самолета ларса тӑван тӑрӑхне вӗҫме хатӗрленнӗ. Анчах аэропортран каялла таврӑнма тивнӗ. Икӗ ача ашшӗ ҫур миллион тенкӗ парӑмне татнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн тепӗр 35 пин тенкӗ тӳлеме тивнӗ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл Туркменистана вӗҫсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 2019 ҫулта ӗҫсӗррисен пособийӗ ӳсӗ. Раҫҫей правительствин «2019 ҫулта ӗҫсӗррисен пособийӗн чи пӗчӗк тата чи пысӑк виҫи пирки» постановленине алӑ пуснӑ. Кун пирки ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет. 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫсӗррисен пособийӗн чи пӗчӗк виҫи 1500 тенкӗпе танлашӗ (халӗ вӑл 850 тенкӗ). Чи пысӑк виҫе вара 8000 тенкӗ пулӗ (халӗ вӑл 4900 тенкӗ). Ҫӗнӗ ҫултан пуҫласа пенси ӳсӗмне ҫывхаракан ҫынсем валли пособи пулӗ. Ку пособин чи пӗчӗк виҫи – 1500, чи пысӑк виҫи 11280 тенкӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Шупашкарти юханшыв порчӗн теплохочӗн ӗҫченӗсем ӳсӗррине пӑхса тӑман – ҫула тухнӑ. Атӑл тӑрӑх ҫӳрекен теплоходӑн ӗҫченӗсем эрех сыпнине Чӑваш Енри траспорт прокуратури тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрах, «Волгарь-7» карапӑн капитанӗ кӑна мар, ахаль ӗҫченӗсем те урӑ пулман. Теплоходри электрикпе моторист та эрех ӗҫнӗ иккен. Прокуратура Шупашкарти юханшыв порчӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн капитана ӗҫрен кӑларнӑ. Кунсӑр пуҫне халӗ караппа ишнӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе пӗрле медиксем те рейда тухнӑ. Ҫак кунсенче вӗсем Хыркасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Водительсене юн пусӑмне тӗрӗслеме сӗннӗ, пульсоксиметрие те (организмра мӗн чухлӗ кислород пулни), спирометрие те пӑхнӑ. Хӑш-пӗр водителӗн чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем аталанас хӑрушлӑх пур, ҫавна май вӗсене электрокардиограмма тунӑ. Медиксем, Хулари 1-мӗш пульницӑн терапевчӗпе медсестри, водительсене Хыркасси патӗнчи постра тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтрах нарколог кашинпе калаҫнӑ, пирус мӗнле туртма пӑрахмалли пирки ӑнлантарнӑ, руль умӗнче эрех-сӑра, психотроплӑ япаласем ӑша яма юраманни ҫинчен аса илтернӗ. Пӗтӗмпе 30 водитель тӗрӗслев витӗр тухнӑ. Ку пурне те килӗшнӗ-мӗн. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем те ахаль тӑман: водительсем рейс умӗн медтӗреслев витӗр тухнипе тухманнине, тахограф лартнипе лартманнине тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() 2019 ҫулта Чӑваш Енре вӗренекенсен хушшинче IX ҫуллахи Спартакиада пулӗ. Пирӗн республикӑра финал тупӑшӑвӗ спортӑн ҫичӗ тӗсӗпе иртӗ. Ҫамрӑксем маунтинбайк, ҫӑмӑл атлетика, сӗтелҫи теннис, триатлон, самбо, тхэквандо-ВТФ, шахмат енӗпе ӑмӑртӗҫ. Палӑртмалла: Пӗтӗм Раҫҫейри ҫуллахи спартакиадӑна 2013 ҫултанпа ирттерме тытӑннӑ, ӑна икӗ ҫулта пӗр хутчен йӗркелеҫҫӗ. Ӑмӑрту спортӑн 42 тӗсӗпе виҫӗ тапхӑрпа иртет. 17-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем финала лекес тесе малтан регион тата федераци тапхӑрӗсенче тупӑшаҫҫӗ. ЧР Спорт министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, финала пӗтӗмпе Раҫҫейри 18 пин ытла спортсмен хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти пӗр чарӑну ятне улӑштарма пултарӗҫ. Ун валли ят шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе хула ҫыннисемпе хӑнисене те хутшӑнма ыйтаҫҫӗ. Ыйтӑма «Уҫа хула» порталра ирттереҫҫӗ. Сӑмах Шупашкарти «Ҫутҫанталӑк» лавкка» чарӑну пирки пырать. Хӑшӗ-пӗри ӑна «Маяковский ячӗллӗ вулавӑш» ят пама сӗнет. Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ. Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ татса парать. Анчах ведомство йышӑнӑва хӑй тӗллӗн туман, халӑха та явӑҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ отпускра-ха. Вӑл ӑҫта канни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницине сӑнаса тӑракансем вӑл ӑҫта пулнине пӗлеҫҫӗ. Элтепер унта сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарсах тӑрать. Михаил Васильевич Эльбрус тӑвӗ ҫине ҫитнӗ. «3450 метр ҫӳллӗшӗнче сывлӑш тап-таса та сиплӗ!» - ҫырнӑ Михаил Игнатьев. Эльбрус тӑвӗ ҫинче ӳкернӗ сӑна чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Эппин, вӑл Кавказра канать. Палӑртмалла: Эльбрус – Раҫҫейри тата Европӑри чи ҫӳллӗ ту. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗнче тетелӗнче чӑвашла ушкӑнсем йӗркеленнине курма кӑмӑллӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ «Контактра» халӑх тетелӗнче «Подслушано ЧӐВАШЛА https://vk.com/podslushano_chavashla ушкӑн асӑрхарӗ. Унӑн хуҫи хӑйӗнпе Enga Cher тесе паллаштарнӑ. «Калаҫ, калаҫ, калаҫсан ҫӑмӑлрах», — тесе ҫырнӑ вӑл. Калаҫма вара «пурнӑҫ, юрату, ултав, савӑшу, уйрӑлу, ырату т.ыт» ҫинчен сӗннӗ. Ушкӑна пыракан мӗнпур историне авторне пӗлтермесӗр, анонимлӑ, лартма шантарнӑ. «Хурлӑхлине те, кулӑшлине те — йӑлтах ним пытармасӑр, ҫын ҫинче калама юраманнине ҫыратпӑр. Эпир кунта ҫын ҫинче мар, вӑрттӑн калаҫатпӑр. Чи шалти туйӑмсене, чи пытарӑнчӑк шухӑшсене уҫса паратпӑр — эпир кунта никама та пӗлместпӗр, пире те кунта никам та пӗлмест», — тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |