Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта автошкул машини пӑтӑрмаха лекнӗ. Руль умӗнче стажер ларса пынӑ, автошкулӑн инструкторӗ — пассажир ларкӑчӗ ҫинче. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ «ВАЗ-2107» автомобиль хуҫи Сӗнтӗрвӑрринчи автошкулсенчен пӗри иккен. Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, курсанта машинӑпа ҫӳреме хӑнӑхтаракан инструктор тата хайхин стажерӗ Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗпе пынӑ. Светофор вырнаҫтарман, анчах ҫынсене каҫма ирӗк пур тӗлтен шкул ачи каҫнӑ. Пулас водитель 11 ҫулти хӗрачана асӑрхаман-ши е транспорта чарса ӗлкӗреймен-ши — ачана ҫапса кайнӑ. Инкек кӑнтӑрла иртни 2 сехет ҫурӑ тӗлӗнче пулнӑ. Урине ыраттарнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавне халӗ тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |