Шупашкарта чи илемлӗ те хӑтлӑ ҫуртсене палӑртнӑ. «Тӗслӗхлӗ ҫурт» смотр-конкурса ҫак кунсенче пӗтӗмлетнӗ.
Кӑҫал конкурса управляющи компанийӗсенчен 42 заявка ҫитнӗ. Финала вара 9-шӗ кӑна тухнӑ. 5 ҫул ларакан ҫуртсен хушшинче Филипп Лукин урамӗнчи 3-мӗш ҫурт мала тухнӑ. Хута кайнӑранпа 6-15 ҫул иртнисен йышӗнче Пасар урамӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫӗнтернӗ. 16 ҫултан ытларах лараканнисен хушшинче Ярмӑрккӑ урамӗнчи 3-мӗш ҫурт мала тухнӑ.
Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ ҫуртсене 60-шар пин тенкӗ преми парӗҫ. Паян, ЖКХ тата коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен уявӗнче, хӑтлӑх енӗпе ӗҫленӗ управляющи компанийӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ.