Чӑваш Енре ҫамрӑксен патшалӑх премине илме документсем йышӑнаҫҫӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ хутсене 2019 ҫӳлхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри 36-мӗш пӳлӗме ҫитермелле.
Маттур ҫамрӑксен патшалӑх премине тивӗҫ тесе шухӑшлакан ӗҫӗсене хакласа сӗнекеннисем — министерствӑсемпе ведомствӑсем, муниципалитет районӗсемпе хулисем, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем, организацисем, халӑх пӗрлешӗвӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен редакцийӗсем. Преми валли хутсем тӑратассине ӗҫ коллективӗсенче сӳтсе явмалла.
Преми илес текенсен пӗлтӗрхи ҫитӗнӗвне шута илӗҫ. Патшалӑх премине малтан сакӑр сферӑра панӑ пулсан, 2018 ҫултанпа ҫак хисепе вунна ҫитернӗ. Преми 50 пин тенкӗпе танлашать.