Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче СССР халӑх артистне Максим Дорминдонтович Михайлова халалласа ирттернӗ опера фестивалӗ гала-концертпа хупӑннӑ. Унта пулнӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова таеатра «чӑвашлӑх хуҫаланма пуҫлани фойене кӗрсенех» сиснӗ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, «гардеробра тум йышӑнакансенчен пуҫласа программа сутакансем таранах чӑваш тумӗпе» пулнӑ. Сцена ҫинчи артистсене те чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ пикесем чечек ҫыххисем тыттарнӑ. «Анчах, шел, концерт репертуарӗнче ҫеҫ пулмарӗ чӑваш юрри-ҫемми. Йӗркелӳҫӗсем тепӗр фестивальте ҫакна шута илессе шанатпӑр», — хыпарланӑ журналист «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, аса илтерер, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Валерий Клементьев директор пулса ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «РИА» Раҫҫейре пурӑнакан ҫынсем вӑтамран мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илнине шутланӑ. Ку хисеп 26,9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Анчах пурте ун чухлех ӗҫлесе илеймеҫҫӗ. Чылайӑшӗ уйӑхне 15 пин тенкӗрен те сахалрах илет-мӗн. Чӑваш Енре пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫыннӑн шалӑвӗ 15 пин тенкӗрен пӗчӗкрех. Пирӗн регионта чи анлӑ сарӑлнӑ ӗҫ укҫин виҫи – 13-27 пин тенкӗ. Шалу пысӑккипе Раҫҫейри 17 регион кӑна мухтанма пултарать. Чукоткӑра, Ямал-Ненец автономи округӗнче, Ненец автономи округӗнче пурӑнакансен 26-27 проценчӗ уйӑхне вӑтамран 100 пин тенкӗрен ытларах ӗҫлесе илет. Тӗп федераци округӗнче, Дагестанра, Карачай-Черекесире тӗпленнисен ӗҫ укҫи – чи сахалли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Кӑҫал раштавӑн 31-мӗшӗ тунтикуна лекет, ҫавна май эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем валли пӗчӗк улшӑнусем пулӗҫ. Ҫулталӑкӑн юлашки эрнинче ӗҫе ултӑ кун тухма тивӗ. Шӑматкун, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ, ӗҫлемелли кун пулӗ. Анчах ҫынсене кӑшт иртерех киле ярӗҫ: ӗҫ кунӗ 1 сехет маларах вӗҫленӗ. Канмалли куна вара тунтикуна, раштавӑн 31-мӗшӗ ҫине, куҫарӗҫ. Ҫапла майпа эрнере пилӗк кун вӑй хуракансен каникулӗ раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, вырсарникун, пуҫланӗ. Ӗҫе кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канмалли кунсенче ҫанталӑк сивӗ тӑчӗ. Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче республикӑра виҫӗ арҫын шӑнса вилнӗ. Кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарти Крутова урамӗнчи нумай хутлӑ пӗр ҫурт умӗнче арҫынна тупнӑ. Ун чухне вӑл сывланӑ-ха. Васкавлӑ медпулӑшу машинипе ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, 65 ҫулти арҫын ҫул ҫинче вилнӗ. Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче 64 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине Клуб урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче тупнӑ. Ҫак кун Муркаш районӗнчи Очакассинче те инкек пулнӑ. Унта 57 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине Ҫӗнтерӳ урамӗнчи ҫуртсен анкарти хыҫӗнче асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӗвӗҫӳ туйӑмӗ тем тума та хистет ҫав. Ҫакна пулах Улатӑрти хӗрарӑм полицейскисен аллине ҫакланнӑ. Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетре 112 номер ҫине шӑнкӑрав килнӗ. Линин тепӗр вӗҫӗнчи хӗрарӑм сасси Улатӑрти пӗр кафере бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Шӑнкӑравлаканӗ 29 ҫулти ӳсер хӗрарӑм пулнӑ. Чӑннипе вара кафере нимӗнле бомба та хуман. Ҫак хӗрарӑмӑн савнийӗ кафере уявра савӑннӑ-мӗн. Ку вара кӗвӗҫнӗ, ҫавӑнпа ҫак утӑма тунӑ та вӑл. Хӗрарӑмӑн ӑссӑрла ӗҫӗшӗн явап тытма тивӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн саккун ҫирӗп явап тыттарать: 5 ҫул таранах ирӗксер хӑварма пултараҫҫӗ. Прокуратура ыйтнипе ӑна хальлӗхе арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Хайхискер Самар облаҫӗнчен килнӗ икӗ арҫынна ӗненнӗ те 30 пин тенкӗпе кӗрӗк туяннӑ, анчах кӗрӗкӗ шашкӑ тирӗнчен ҫӗлени маррине килне ҫитсен кӑна тавҫӑрса илнӗ. Кун пирки паян «Мой город Чебоксары» портал хыпарланӑ. Юрать, ҫулланнӑ хӗрарӑм ҫухалса кайман — тӳрех йӗрке хуралне шӑнкӑравланӑ. Лешӗсем те ҫийӗнчех ӗҫе кӳлӗннӗ, суйса сутаканскерсене тытма ятарлӑ план хатӗрленӗ. Ҫапла майпа кӗрӗк сутуҫисен автомобильне ҫул-йӗр инспекторӗсем чарнӑ. Пакунлисем тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн 44 тата 45 ҫулсенчи ҫав арҫынсем Чӑваш Ене хӑйсен «Хендай-Солярис» машинипе темиҫе хут та килни палӑрнӑ. Ҫавӑнпа та, полици ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, вӗсен вӑлтине ҫакланакансем тата пулма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Вут сӑмаха пурте пӗлетпӗр. Шанка хӑй тӗллӗн пит ҫӳресех каймасть хальхи чӗлхере. Ҫапах та ун хӑй тӗллӗн пӗлтерӗшӗ пур-ши? Пур. Шанкӑ вӑл хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑкана пӗлтернӗ. Вӑрмана ҫӳрекенсем курнӑ ӗнтӗ: ҫӑпата валли сӳме кайсан, ҫамрӑк ҫӑка касаҫҫӗ, ӑна пушшиччи теҫҫӗ, хуппине сӳсе илеҫҫӗ, вара ҫӑка патакки шап-шурӑ выртса юлать. Ҫавӑ иккен вӑл — шанкӑ. Вут-шанкӑ — хутма, ҫунтарма хатӗрлекен япала. Тӗрӗс ӗнтӗ, хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑка питӗ час типет, лайӑх ҫунать. Ӑна пуҫтарма та ҫӑмӑл.
Хыҫран хушни. «Шанкӑ» сӳнӗ ҫӑкаран пулса кайнине тӳрех калама йывӑр. Мӑшӑрлӑ сӑмахсенчи сайра усӑ кураканни ытларах чухне — пӗр пӗлтерӗшлӗ, анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула калаҫуран тухнӑскер пулать. Кунта та «шанкӑ» тени вутта пӑрахмалли туратпа е пулинккепе ахӑртнех ҫыхӑннӑ. Сӑмах май, Ашмаринӑн сӑмах пуххине пӑхсан унта Юхма Мишши илсе пани чӑн та пур:
|
Персона
![]() Чӳк уйӑхӗн 24-28-мӗшӗсенче Люксембургра гастрономи енӗпе тӗнче шайӗнчи курав иртнӗ. Унта Шупашкарти кондитер та, «Планета» кондитер хапрӑкӗн производство заведующийӗ Юрий Сиволоб, хутшӑннӑ. Курава тӗнчери 75 кондитер ҫитнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Шупашкарти Юрий Сиволобӑн ҫимелли картини (ӑна вӑл шӑккалат глазурӗнчен хатӗрленӗ) «Чустаран хатӗрленӗ ӳнер картини» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Каласа хӑвармалла: тӗнче шайӗнчи кулинари куравӗ Пӗтӗм тӗнчери шеф-поварсен ассоциацийӗн парвилисемпе килӗшӳллӗн иртет, унти ӗҫсене 55 кулинар хаклать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче транспорт реформи вӑя кӗнӗ май Шупашкарти ҫулсем ҫине ҫӗнӗ автобуссем тухнӑ. Эппин, ҫынсем валли ваканси те пур. Анчах Шупашкарти водительсем ӗҫлесшӗн мар-мӗн. Ӗҫ укҫи те сахал мар пек: 25-30 пин тенкӗ шалу пама шантараҫҫӗ. Ҫӗнӗ автобуссем маршрутсем ҫине тухнӑ май перевозчикӑн пӑтӑрмах сиксе тухнӑ: тата тепӗр 150 водителе ӗҫе илмелле. Шупашкарти ҫынсем вара килесшӗн мар. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтерет. Водительсем ҫитменнипе перевозчик ҫынсене Волгоградран илсе килнӗ. Анчах ют хулари ҫынсем Шупашкара лайӑх пӗлмеҫҫӗ. Автобуспа кирлӗ ҫӗре ҫитме май пуррипе ҫуккине хӑш-пӗр пассажир водительсен ыйтать-ҫке-ха, анчах Волгоградри ҫынсем ҫак ыйтӑва хуравлаймаҫҫӗ. Халӗ вара ку ыйтӑва паракан, ахӑртнех, нумай, мӗншӗн тесен чылай транспортӑн маршрутне улӑштарнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ куншӑн каҫару ыйтать, ку ҫитменлӗх вӑхӑтлӑха кӑна тесе шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Ладыковӑн Инстаграмри страницинчен илнӗ сӑн Паян Шупашкарти тӳре-шара ӗҫе общество транспорчӗпе килессине сайтра хыпарланӑччӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗҫ вырӑнне ҫӗнӗ автобуспа ҫитнӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Паян Шупашкарти чылай ҫын ӗҫе кая юлса ҫитнӗ-мӗн. Нумайӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, общество транспортне халӑх пичкери хӑяр пек чышӑнса тулнӑ. Ҫакӑ тӗнче тетелӗнчи сайтсене, форумсене тишкерсен паллӑ. Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен транспорт реформи вӑя кӗнӗ, унпа килӗшӳллӗн хӑш-пӗр маршрутсене чакарнӑ, теприсен ҫулне улӑштарнӑ, ҫӗнӗ автобуссем янӑ. Паян вара унтанпа – пӗрремӗш ӗҫ кунӗ, реформӑна ҫынсем хӑйсем ҫинче туйса курнӑ. Алексей Ладыков та Инстаграмра реформӑн ҫитменлӗхӗсем пуррине пытарман. Вӑл паян ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне ҫитнӗ, кайран 22-мӗш тата 26-мӗш автобуссемпе центра килнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Пассажирсемпе килӗшетӗп: «пик» сехетсенче транспорт ҫӳремелли вӑхӑта систематизацилемелле, ҫул укҫишӗн тӳлемелли тытӑма улшӑнусем кӗртмелле. Ӗҫе йӗркелӗпӗр, сирӗнпе пӗрле лайӑхлатас тӗллевпе ӗҫлӗпӗр». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Аврамий Ильич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш Республикин паянхи историйӗн патшалӑх архивне йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |