Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Политика: Экс-спикера Элтепер Администрацине куҫарнӑ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Вика Сорокина 22.10.2018 12:47 | 729 хут пӑхнӑ
Политика
Валерий Филимонов
Валерий Филимонов

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов спикер пуканне ҫывӑх вӑхӑтра урӑх ҫынна парас сӑмах тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарлани иртнӗ эрне вӗҫӗнче тӳрре килчӗ. Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи сессире Валерий Филимонов спикер ыйтӑвне пӑхса тухнине, вӑл урӑх ӗҫе куҫнӑ май хӑйне должноҫрен хӑтарма ыйтнине пирӗн вулакансем пӗлеҫҫӗ.

Эрне кунах Валерий Филимоновпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Ӑна вӑл «тухӑҫлӑ ӗҫшӗн» тав тунӑ.

Ҫав кунах, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Валерий Филимонова Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗ пулма шаннӑ. Ку хушӑва Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.

#Элтепер, #тӳре-шара, #ӗс вырӑнӗсем, #парламент, #правительство, #хушусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Экономика министрӗн ҫумне вӑхӑтлӑха ҫирӗплетнӗ
2018, 07, 16
Икӗ министрӑн ҫумне те ӗҫрен кӑларнӑ
2018, 08, 17
Спорт министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакана палӑртнӑ
2018, 09, 13
Чӑваш Енри тӑнӑҫлӑхшӑн яваплине ҫирӗплетнӗ
2018, 10, 19
Патшалӑх Канашӗ — Правительствӑн пӗр пайӗ текенсемпе килӗшмен
2018, 10, 22

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org