Республикӑра
![]() Шупашкар районӗн центрӗнче, Кӳкеҫре, пурӑнакансем вӗшле йытӑсем йышлишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Кун пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗнчи халӑх канашӗ) ушкӑнра ҫырнӑ. Пост авторӗ Александр Анисимов сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ. «Кӳкеҫре килсӗр йытӑсен ыйтӑвне кам та пулин татса парӗ-ши? Совет урамӗпе каллӗ-маллӗ чупаҫҫӗ. Вӗсем ҫинчен миҫе хут ҫырма тивӗ? Е администраци инкек пуласса кӗтет-ши?» — тенӗ постра. Автор йытӑ ыйтӑвне тӗрӗсех ҫӗкленӗ. Паян ҫак йӗркесен авторӗн те вӗшле йытӑсен пысӑк ушкӑнӗпе (йышра ултӑ йытӑччӗ) Совет урамӗ тӑрӑх стадион еннелле кайма тиврӗ. Каялла килнӗ чух та вӗсем сырса илчӗҫ. Хӑранине алӑра йӗлтӗр тата йӗлтӗр патакӗ пуртан ҫеҫ ҫӗнме май килчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Енри министрсенчен пӗрне пысӑк наградӑпа чыслама йышӑннӑ. Ҫак тивӗҫе республикӑн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Юрьевна Тимофеева тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна «За заслуги перед Чувашской Республикой» (чӑв. Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн) орден медалӗпе хавхалантарас тенӗ. Республикӑн ертӳҫин хушӑвӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Наталья Тимофеевӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата тухӑҫлӑ ӗҫшӗн» чысланӑ. Наталья Юрьевӑна орден медалӗпе наградӑласси ҫинчен калакан хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Нагрсдӑласси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Элтеперӗн Инстаграмри страницинчен илнӗ сӑн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра хӑйӗн страницине тытса пыни пирки пӗлтернӗччӗ. Отпускра вӑл ӑҫта канни пирки унта сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ, кун пирки те хыпарланӑччӗ. Паян Михаил Васильевича пӗр япала канӑҫ паман, кун ҫинчен те вӑл хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ, сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Паян Элтепер кӳлмекре пулӑҫсем пӑр ҫинче ларнине асӑрханӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хальлӗхе пӑр ҫӳхе пулнине хыпарланӑччӗ, ҫавна май Михаил Игнатьев кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ, пулӑҫсене ку инкекпе вӗҫленме пултарасси пирки шухӑшлама ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 17 сехетре Муркаш районӗнче хӗрарӑма машина ҫапса кайнӑ. Вӑл автобусран аннӑ кӑна – куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Хӗрарӑм общество транспортӗнчен тухсан машинӑсем ҫӳрекен ҫул ҫине тӑрук чупса тухнӑ, малта «Toyota Land Cruiser» пынине асӑрхаман. Ҫӑмӑл автомашина ӑна ҫапса хӑварнӑ. Руль умӗнче Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын ларнӑ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Авари вӑхӑтӗнче машина водителӗ урӑ пулнӑ. Автобус водительне те явап тыттарма пултарӗҫ. Вӑл пассажира чарӑнура е урӑх ҫӗрте антарса хӑварнипе хӑварманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Фейерверк ямалли вырӑнсем. Никӗсӗ: Яндекс.Картта Шупашкар хулин Ленин районӗ Ҫӗнӗ ҫул уявӗн каҫхине фейерверксене ямалли ятарлӑ вырӑнсене палӑртнӑ — вӗсене ҫав лаптӑксенче ҫеҫ яма хушаҫҫӗ. Капла май фейерверк янӑ чухнехи хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнма май пулӗ тесе пӗлтереҫҫӗ, унсӑр пуҫне район лаптӑкӗнчи ҫурт-йӗр те сиенленмӗ. Ҫак вырӑнсене палӑртнӑ: 1) Б. Хмельницкий урамӗнчи 80-мӗш ҫурт патӗнчи лаптӑк; 2) Комуналлӑ Слапата урамӗ патӗнчи ҫул унки патӗнчи вырӑн; 3) Эгер бульварӗнчи 43-мешпе 45-мӗш ҫуртсем хушшинчи лаптӑк; 4) Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнчи парк; 5) И. Яковлев урамӗнчи 16-мӗш ҫуртпа Кӑкшӑм урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗпе 7-мӗш ҫурт хушшинчи вырӑн; 6) 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 2-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗ умӗнчи вырӑн; 7) Чапаев скверӗ; 8) «Дорисс-парк»; 9) 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 30-мӗш ҫуртпа транспорт унки хушшинчи лаптӑк; 10) Наци вулавӑшӗ умӗнчи И.Яковлев палӑкӗн тавралӑхӗ; 11) «ТрансСтройТех» техникумпа катастрофа медицинин республика центрӗн тата 149-меш ача пахчи хушшинчи лаптӑк; 12) Мир проспектӗнчи 98-меш ҫурт умӗнчи лаптӑк; 13) Садовӑй микрорайонпа Сӑкӑт кӗперӗ хушшинчи пуш вырӑн. Ленин район администрацийӗ фейерверк янӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнма сӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнче шутланакан Шупашкарти кадет корпусӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Казакова ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ имӗш. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ӗнер хыпарланӑ. Ӑна хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем систернӗ-мӗн. Шупашкарти кадет корпусне вӑл 2016 ҫултанпа ертсе пырать. Малтан вӑл республикӑн культура министрӗн ҫумӗнче чылай ҫул ӗҫленӗччӗ. Кадет корпусӗ пирки тӗнче тетелӗнче пӑтӑрмахлӑ тӗрлӗ сӑмах юлашки вӑхӑтра сарӑлнӑ. Ҫав шутра унти темиҫе ача пӗр арҫын ача ҫумне ырӑ мар шухӑшпа ҫулӑхни те пулнӑччӗ. Анчах ку сас-хурана официаллӑ ҫӑлкуҫсем паянхи кун тӗлне ҫирӗплетмерӗҫ-ха. Тепӗр хыпар ачасем апатпа наркӑмӑшланнипе ҫыхӑннӑччӗ. Анчах Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова ӗнентернӗ тӑрӑх, ачасем аптӑрани апат пахалӑхӗпе ҫыхӑнман. Кадет корпусне ертсе пыма кӑмӑл тӑвакан ҫынсем те пур курӑнать. «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗсен пайташӗсем пӗр пухура, акӑ, ҫав вырӑна йышӑнма Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Зиновьев генерал-майора сӗннӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, муниципалитетсем хушшинчи темиҫе автобус урӑхларах маршрутпа ҫӳреме пуҫлӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. Ҫӗнӗлӗх 242, 265, 325, 334, 519-мӗш маршрутсене пырса тивет. 242-мӗш маршрут Шупашкарти «Раща» чарӑнуран Муркаш районӗнчи Шурчана ҫӳрет. Малашне вӑл хулари «Ҫӗнӗ сала» станцирен хутлама пуҫлӗ. 265-мӗш маршрут Шупашкарти «Ҫӗнӗ сала» станцирен Ойкассине каять. Малашне вӑл Шупашкарта чарӑнмӗ. Кӳкеҫри Шуршӑл урамӗнче Шупашкарӑн Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районне ҫӳренӗ 325-мӗш маршурт Шупашкарти «Вокзал ҫум» станцие ҫитсе каялла ҫаврӑнса кайӗ. «Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа хутланӑ 334-мӗш маршрутра вара уйрӑмах пысӑк улшӑнусем пулса иртӗҫ. Шупашкартан Муркаш районӗнчи Мӑн Шаптака ҫӳрекен 519-мӗш маршрут та малашне «Ращаран» мар, «Ҫӗнӗ сала» автостанцирен хускалӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем Шӑмӑршӑ районӗнче «ВАЗ-2114» автомашинӑна чарнӑ. Хайхискерӗн хыҫалти ларкӑчӗ ҫинче сунар пӑшалӗ выртнӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, пӑшала йӗнӗ ӑшне чиксе илсе ҫӳремелле. Хайхи водителӗн вара пӑшалӗ нимсӗр-мӗнсӗр выртнӑ. Вӑл мӗншӗн йӗнӗсӗр выртнине водитель ниепле те ӑнлантарайман. Ҫитменнине, руль умӗнчи арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ҫакна медицина освидетельствованийӗ те ҫирӗплетнӗ. Водительтен пӑшала туртса илнӗ. Руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн протокол ҫырнӑ. Халӗ ӑна административлӑ майпа явап тыттарас, пӑшал тытма чарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре ҫанталӑк самай сивӗ тӑрать. Шел те, ҫак кунсенче инкек те пулнӑ: пӗр ҫын шӑнса вилнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш районӗнчи пӗр ялта хӗрарӑм килӗ умӗнчех шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине пӳрчӗ ҫумӗнчи ҫырмара тупнӑ. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Асӑрханӑр: канмалли кунсенче синоптиксем ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Сывлӑш температури 23 градус сивве ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗнчи тата хула администрацине пӑхӑнакан организацисенчи тӳре-шарана ӗҫе машинӑпа пыма чарнӑ. Анчах яланлӑх мар. Пӗр кунлӑха. Ӗҫ тата уйрӑм ҫын машинисемсӗр куна ирттерме Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков сӗннӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницне ҫырса хунӑ. Тӳре-шаран раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, тунтикун, ӗҫе общество транспорчӗпе — автобус-троллейбуспа — ҫитмелле. Кӑнтӑрла таҫта каймалли тупӑнсан та общество транспортне суйламалла. Киле те ҫавӑн пек таврӑнмалла. Тӳре-шарана автобус-троллейбуспа ӗҫе пырса кайма хушнин сӑлтавӗ — хулари транспорт реформине хакласси. Аса илтерер, ырантан хулари 1, 10, 14, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗш маршрутсене пӗтерӗҫ. 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗшӗсем урӑхларах ҫулпа ҫӳреме тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Аврамий Ильич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш Республикин паянхи историйӗн патшалӑх архивне йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |