Шупашкарти пилӗк шкула ашшӗ-амӑшӗн укҫипе юсав тӑвӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, хыснаран та укҫа уйӑрӗҫ.
Шупашкарти 44-мӗш лицей, 39-мӗш, 56-мӗш тата 45-мӗш шкул, 2-мӗш пуҫламӑш шкул пуҫаруллӑ хысна программине хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал шкулсене юсама тата хӑтлӑлатма 13 миллион тенкӗ таран уйӑрӗҫ. Кирлӗ суммӑран 8-13 процентне ашшӗ-амӑшӗ хывӗ.
Тӗслӗхрен, 44-мӗш лицейре икӗ крыльцине юсӗҫ 300 пин тенкине ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен пухӗҫ. Ҫапла майпа шкула сусӑрсене те кӗмелли майсем туса парӗҫ.
56-мӗш шкулта спортзалпа хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗме юсаса ҫӗнетӗҫ. 45-мӗш шкулта спорт лапамне юсасшӑн. 39-мӗш тата 2-мӗш шкулсенче те юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Ку ӗҫсене ҫуллахи каникулта пурнӑҫлӗҫ.