Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Тутар Сӑкӑтӗнче Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ клубра кӗтсе илесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.09.2019 05:58 | 1555 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Патӑрьел районӗнчи тата тепӗр ялта клуб тӑвасшӑн. Ку ӗҫе нумаях пулмасть тытӑннӑ ӗнтӗ.

Клуба Тутар Сӑкӑт ялӗнче хӑпартаҫҫӗ. Унчченхи кивелнӗ иккен. Ҫавӑнпа та ял ҫыннисем тахҫанах ҫӗнӗ клуб пирки ӗмӗтленнӗ.

Ӗҫе нумаях пулмасть пуҫланине кура подряд организацийӗн васкавлӑн тимлеме тивӗ. Апла пулин те вӑл Тутар Сӑкӑтенче пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ клубра кӗтсе илессине шантарать-мӗн. Строительпе тунӑ килӗшӳре объекта кӑҫалхи раштавӑн 25-мӗшӗнче хута ямаллине палӑртнӑ.

150 вырӑнлӑх культура учрежденине хӑпартма тӗрлӗ хыснаран 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Вӑл шутран пысӑк пайӗ, 14 миллион тенки, — республика хыснинчен. Районти бюджетра 750 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Юлашки ҫулсене илсен, клубсене Ыхра Ҫырминче тата Пайкилтре хӑпартса лартнӑ. Унсӑр пуҫне тепӗр ҫӗртисене юсаса ҫӗнетнӗ.

#Ыхра Ҫырми, #Пайкилт, #Тутар Сӑкӑчӗ, #Патӑрьел районӗ, #клубсем, #культура, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем