Тӗнче шайӗнче палӑрма пултарнӑ поэтӑмӑр, куҫаруҫӑ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ял вулавӑшӗнче те тӗрлӗ курав ӗҫленӗ, калаҫу ирттертнӗ.
Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вулавӑша ҫӳрекенсем Чӑваш Енӗн Наци библиотеки йӗркеленӗ «Мир читает Айги» (чӑв. Тӗнче Айхие вулать) акцие те хутшӑннӑ.
Вулавӑш ӗҫченӗ Людмила Ежова Айхи пултарлӑхӗпе кӑсӑкланакансене ҫыравҫӑ пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ. Акцие ачасемпе пӗрлех аслисем те хастар хутшӑннӑ. Вулакансем хӑйсене килӗшнӗрен Айхин «Ҫын мӗскершӗн ҫуралать», «Ҫул ҫӳревҫӗ юрри», «Тупа», «Ытларах юратмаллаччӗ ман ҫав яла», «Анне», «Ҫын тата сцена», «Мӗскершӗн, мӗншӗн эсӗ сас хурасӑр…» сӑввисене суйласа илнӗ, вӗсене вуланӑ.