Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта «Ваттисем валли - ача пахчи» ӗҫлет. Ватӑ ҫынна е сусӑра килте никампа та хӑварма ҫук-и? Эппин, ӑна ача пахчине илсе кайӑр. Вӑл унта кунӗпе тунсӑхласа лармӗ. Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта кун гимнастика тунинчен е уҫӑ сывлӑшра Скандинави мелӗпе утнинчен пуҫланать. Ватӑсем аталанмалли занятисене хутшӑнаҫҫӗ: тӑмран ӑсталаҫҫӗ, квиллингпа кӑсӑкланаҫҫӗ, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеҫҫӗ. Ача пахчинчи пекех вӗсене апат ҫитереҫҫӗ, кӑнтӑрла выртса илме май параҫҫӗ. Ватӑсемпе психолог юнашарах. Кунашкал ача пахчи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен ӗҫлет. Паянхи кун тӗлне унта 9 ватӑ ҫӳрет. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |