Сывлӑх
![]() Prosvetlenie7.ru сайтри сӑн Паян кӑшӑлвируспа кӗрешессипе ӗҫлекен опрштабӑн ларӑвӗ иртнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская каланӑ тӑрӑх, республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче кӑшӑлвируспа чирленӗ 10 тӗслӗх пулнӑ. Вӗсене ҫурла уйӑхӗн 18-31-мӗшӗсенче шута илнӗ. Асӑннӑ тапхӑрта ҫичӗ вӗрентекенӗн, шкула ҫӳрекен пӗр ачан тата аслӑ шкулта ӑс пухакан икӗ студентӑн кӑшӑлвирус пурри палӑрнӑ. Вӗсем ҫак кунсенче вӗренме ҫӳремен. Авӑн уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче вӗренеткенсен тата шкул ачисен хушшинче инфекциленнӗ тӗслӗх пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Чӑваш Ен митрополине Савватий ертсе пырассине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл унччен Улан-Удэ тата Буряти митрополине ертсе пынӑ. Савватий владыка Шупашкара килнӗ ӗнтӗ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл ҫул синче 18 сехет пулнӑ. Чӑваш Ене вӑл ӗнер каҫхине Мускавран «Победа» авиарейспа ҫитнӗ. Мускава вӑл ӗнер ирхине Улан-Удэрен вӗҫсе килнӗ. Аса илтерер: Савватий Шупашкарта ҫуралнӑ, 2009 ҫулта Бурятире ӗҫленӗ, унти епархие ертсе пынӑ. Кайран тин кӑна йӗркеленӗ Буряти митрополин пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ. Савватий ку шӑматкун 16 сехетре тата вырсарникун ирхи 8 сехетре Веддени кафедра соборӗнче служба ирттерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Муркаш районӗнче шкул автобусӗ ҫӑмӑл автомашинӑна пырса тӑрӑннӑ. Авари паян ирхине 7 сехет те 40 минутра Ҫатракасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус рулӗ умӗнче ларнӑ 68 ҫулти арҫын сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тӗп ҫулпа пыракан «Лада Приорӑна» ирттерсе яман. Аварире «Приорӑн» 34 ҫулти водителӗ салонра хӗсӗнсе ларнӑ. Ӑна кӑларма ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, вӑл темиҫе сехетрен пульницӑра вилнӗ. «Приора» салонӗнче пулнӑ икӗ ача та, 6 тата 8 ҫулсенчисем, суранланнӑ. Вӗсене те пульницӑна илсе кайнӑ. Ачасен сывлӑхӗ йывӑртарах. Авари вӑхӑтӗнче автобусра пассажирсем пулман. Икӗ водитель те урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 2gis.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ача пахчисем унчченхилле ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн паянхи ларӑвӗнче республикӑн вӗрентӳ министрӗ Сергей Яковлев каланӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗнчен пуҫласа хальччен дежурнӑй ушкӑнсем ҫеҫ уҫӑ пулнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх,ачасене шкул ҫулне ҫитменнисен 281 учрежденийӗ йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпӑрлансен 28 проценчӗ ҫӳренӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ вара хӑрушсӑрлӑхшӑн пӑшӑрханать. Управлени ертӳҫи Надежда Луговская пӗчӗккисем хушшинче ОРВИпе чирлекен сахаллине пӗлтернӗ. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем хушшинче пневмонипе, бронхитпа чирлекен нумаййине те асӑнса хӑварнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти Ирина Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Давай поженимся» (чӑв. Атя пӗрлешер) шоуна хутшӑннӑ. Вӑл ӳкерӗннӗ кӑларӑма ӗнер кӑтартрӗҫ. Ирина Сергей Бодров актера вӑл вилнӗ пулсан та юратса пурӑннине пӗлтерчӗ. Маларах хӑй те режиссер пулас тесе театр режиссерӗ пулма вӗреннӗ тесе ӗнентерчӗ. Унсӑр пуҫне илем конкурсӗсемпе кӑсӑкланнӑ, кондитера, видеооператора, визажиста т.ыт.те вӗреннӗ. Кӑларӑм ертӳҫисенчен пӗри Роза Сябитова тӗрлӗ курса ҫӳресе мӗншӗн укҫа тӑкакланинчен тӗлӗнчӗ. Ирина халӗ тӗрлӗ ӗҫ тӑвакан пулса Мускавра тӑрӑшать. Кӑларӑма Шупашкар хӗрӗ 26 ҫулти каччӑпа паллашма пынӑ. Удмурт Республикинче ҫуралнӑ, Краснодарта пропискӑра тӑракан, Мускавра ӗҫлекен 26 ҫулти каччӑ урӑх хӗре суйларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юрӑ-кӗвве юратакансем валли Чӑваш кӗнеке издательстви лайӑх парне хатӗрленӗ. «Пире тӑван кӗтсе тӑрать» юрӑ пуххи валли тивӗҫлӗ хайлавсене Геннадий Кириллов суйланӑ. Унта халӑх юратакан юрӑсем кӗнӗ. Кӗнекене Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗнчен пуҫланӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм ҫичӗ пайран тӑрать. Тӑван тавралӑхпа, Шупашкарпа, ҫемьепе, юратупа, туслӑхпа, телейпе тата пурнӑҫри хаклӑхпа ҫыхӑннӑ юрӑсем кӗнӗ кӗнекене. Халӑх юррисемсӗр пуҫне ҫӗнӗ кӑларӑмра чӑваш композиторӗсемпе поэчӗсен хайлавӗсем пур. Кӗнекене, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Геннадий Кириллов пухса хатӗрленӗ, редакторӗ – Валерий Алексеев, художникӗ – Светлана Бритвина. Ҫӗнӗ кӑларӑм тиражӗ – 3000 экземпляр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 7550 ача ҫуралнӑ. Кун пирки Юстици енӗпе ӗҫлекен комитет пӗлтернӗ. Кӑҫал ҫуралнӑ пепкесенчен 140-шӗ йӗкӗреш, 3-шӗ – виҫӗреш. Виҫӗрешсем пурте Шупашкарта ҫут тӗнчене килнӗ. Маларах эпир кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 6536 ача ҫуралнӑ, ҫав шутра – 3367 арҫын ачапа 3169 хӗрача тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫав вӑхӑтра ҫуралнисенчен 35 проценчӗ, е 2276-шӗ, – ҫемьери пӗрремӗш ача, ҫемьери иккӗмӗш ача – 2371, врҫҫӗмӗш ача – 1405, тӑваттӑмӗш е ун хыҫҫӑнхисем – 475. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Кӑҫал та Андриян Николаевӑн космонавт ҫуралнӑ кунне халалласа «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу иртет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ӑна авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йӗркелеҫҫӗ. Старт – Шупашкартан тата Ҫӗнӗ Шупашкартан. Шуршӑл хыҫҫӑн спортсмеснем Сӗнтӗрвӑррине кайӗҫ, унта тепӗр велочупу иртет. Шупашкартан 8 сехет ҫурӑра Николаев палӑкӗ умӗнче старт пулӗ. Ҫӗнӗ Шупашкартан «Химик» культура ҫурчӗ умӗнчен 9 сехетре тапранӗҫ. Шуршӑлта велочупуҫӑсем Андриян Николаевӑн вилтӑпри ҫине чечек хурӗҫ, унтан Сӗнтӗрвӑррине кайӗҫ. Унта 12 сехет те 15 минутра «Мариинский» велочупу иртет. Юлашкинчен ача-пӑча паркне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫемье архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ҫывӑрма каятӑп тенӗ те… ҫухалнӑ. Тӑванӗсем вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 53 ҫулти Светлана Михайлова, Коммунистсен урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра пурӑнаканскер, каҫхине килте хӗрӗпе, мӑнукӗпе пулнӑ. Хӗрарӑм ҫывӑрма каятӑп тесе пӳлӗме кӗнӗ. Вӑл чӑнах та хӑйӗн патӗнче телевизор пӑхнӑ. Ирхине хӗрӗпе мӑнукӗ вӑраннӑ – тӑванӗ пӳлӗмре ҫук, телевизор кӑна ӗҫлесе ларнӑ. Унччен амӑшӗ кун пек килтен тухса кайман, киле пӗр кун ҫеҫ килменни пулкаланӑ. Тӑванӗсем ун патне шӑнкӑравласа ҫитеймеҫҫӗ, вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнарти 1-мӗш шкулта юсав ӗҫӗсем вӑхӑтра вӗҫленмен, ҫавна май 817 шкул ачи парта хушшине ларайман. Кӗҫӗн классем хальлӗхе кивӗ шкулта вӗренеҫҫӗ, хӑш-пӗр вӗрентекен вара дистанци мелӗпе ӑс пухать. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вахӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Вӑрнар районне ҫитнӗ. Шкулпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва вӑл «Вӑрнарти пушар» ят панӑ, район администрацийӗн пуҫлӑхне хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайма сӗннӗ. Сӑмах май, Леонид Николаев ку должноҫре 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Паян Вӑрнар районӗн пухӑвӗн депутачӗсем Леонид Николаева отставкӑна яма йышӑннӑ. Подрядчик тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |