Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Прививка тӑвасси чаксан ҫӗнӗ мерӑсем йышӑнӗҫ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Софья Савнеш 29.07.2021 14:22 | 341 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
cheltv.ru сайтри сӑн
cheltv.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ыран оперштаб ларӑвӗнче кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе ҫӗнӗ мерӑсем йышӑнма пултарӗ. Кун пирки вӑл тунтикун Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.

Олег Николаев канашлура кӑшӑлвирусран хӳтӗлекен прививка тӑвас ӗҫ мӗнле пынипе кӑсӑкланнӑ. Вӑл вакцинаци шайӗ пӗчӗкленнине палӑртнӑ. Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне коллективлӑ иммунитет тӑвас тесен республикӑра кунсерен 6 пинрен кая мар ҫынна вакцинацилемелле.

Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе 240 пин ытла ҫын прививка тунӑ. Ку - плана кӗртнӗ ҫынсен 41 проценчӗ.

#сывлӑх, #прививкӑсем, #кӑшӑлвирус, #Элтепер, #канашлусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӑшӑлвирусран тумалли вакцина килнӗ
2020, 09, 16
Маунтинбайк центрӗнче те кӑшӑлвирусран прививка тӑвӗҫ
2021, 05, 23
Прививка тӑвакансен хушшинче лотерея ирттерме сӗннӗ
2021, 06, 11
Сутуҫӑсене ӗҫ вырӑнӗнчех прививка тума пултарӗҫ
2021, 06, 19
Элтеперӗн мӑшӑрӗ кӑшӑлвируспа чирленӗ
2021, 07, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org