Культура
![]() Чӑваш алфавитне халалласа палӑк пулассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: палӑк Чӗмпӗрте пулӗ, мӗншӗн тесе шӑпах унта «Раҫҫейри чи пысӑк этноссенчен пӗрин ҫырулӑхне чӗртсе тӑратнӑ». Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсем хальхи вӑхӑтри чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа хулара палӑк вырнаҫтарас сӗнӳпе тухнӑ. Вырӑнтисем конкурс ирттерсе палӑкӑн чи лайӑх проекчӗ тесе Виктор Егоров (Аванмарт) скульпторӑн ӗҫне суйланӑ. Виктор Аванмарт палӑка ҫаврашкана ҫырнӑ Ӑ саспалли евӗр хатӗрлесшӗн. Халӗ вара «Хыпар» издательство ҫурчӗн Инстаграмри страницинче палӑк валли укҫа пухнине пӗлтернӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: 8 (8422) 73-75-82. Укҫана Перекет банкӗн картти ҫине те, ӑна 8 927 270 77 29 телефон номерӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ (асӑннӑ телефон номерӗн хуҫи Олег Николаевич М. тесе тухать), куҫарса пама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
«Алфавит» çумне «çĕнĕ» текен сăмаха çыпăçтарса хума манмĕç-ши?
Çĕнĕ алфавит. Чăвашсен çĕнĕ алфавичĕ.
Мĕншĕн тесен чăвашсен ун умĕн те алфавит пулнă.