Улатӑрти ҫӳп-ҫап полигонӗнче пушара халӗ те сӳнтереймен. Унта тӗтӗм йӑсӑрланать – ҫапла пӗлтернӗ «Советская Чувашия» хаҫата хула ҫыннисем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчех ҫунма пуҫланӑ вӑл. Ҫав вӑхӑтра республикӑра шӑпах шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап малтан шалтан ҫунма тытӑннӑ, кайран ҫиеле тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма ҫав кунах сӳнтернӗ, анчах тӗтӗм йӑсӑрланма пӑрахман-ха.
Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полигона пӗрмай тӑпра турттараҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-21-мӗшӗсенче унта 200 тонна тӑпра кайса тӑкнӑ. Тӳре-шара пушара сӳнтерме хушма техника та уйӑрнӑ.
Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫакӑ палӑрнӑ: ҫӳп-ҫап полигонне тӗрӗс мар пӑхса тӑнӑран та пушар тухма пултарнӑ – ҫӳп-ҫапа вӗтетмен, таптаман тата тӑпрапа хупламан. Ҫитменнине, шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӳп-ҫапа нӳретмешкӗн шыв сапман. Пӗр сӑмахпа, полигона пӑхса тӑракан организаци ҫӳп-ҫап хӑй тӗллӗн ҫунма ан тытӑнтӑр тесе мерӑсем йышӑнман. Ҫавна май прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.