Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Улатӑрти пушар сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Вӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Улатӑрти пушарта 6 ҫулти арҫын ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ, унӑн 13 ҫулти аппӑшӗ реанимацие лекнӗ. Вут-ҫулӑм шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алхаснӑ. Пушар уйрӑм ҫын ҫуртӗнче 23 сехет те 20 минут тӗлӗнче тухнӑ. Пӗр хутлӑ кирпӗч пӳртре ачасем ҫеҫ пулнӑ. Арҫын ача ҫӑлавҫӑсем килсе ҫитичченех вилсе кайнӑ, хытах пиҫсе кайнӑ унӑн аппӑшне пульницӑна илсе кайнӑ. Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |