Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Ҫурт-йӗр
![]() Ӗнер Шупашкарта тата тепӗр ача инкеке лекнӗ. 2016 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ача Мир проспектӗнчи 6-мӗш ҫуртри 5-мӗш хутран персе анма тӑнӑ. Ача пулӑшма чӗннине Вениамин Егоров ятлӑ ҫын илтнӗ. Турра шӗкӗр, вӑл инкек ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Йӑлтах темиҫе ҫеккунтра пулса иртрӗ. Эпӗ чӳрече патне чупса пынӑ чухне арҫын ача пиллӗкмӗш хутӑн карнизӗнчен ҫакӑнса тӑратчӗ. Эпӗ аялтан алӑпа тытрӑм, вӑл ман алӑ ҫине, унтан курӑк ҫине персе анчӗ», — каласа кӑтартнӑ арҫын журналистсене. Вениамин Егоров ҫийӗнчех 112 номерпе шӑнкӑравласа янӑ. Халӗ арҫын ачан сывлӑхӗ аптӑрасах каймасть. Ӑна реанимаци уйрӑмӗнчен ахаль палатӑна куҫарнӑ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |