Нарӑсӑн 11-мӗшӗнчи каҫхине 33-ри хӗрарӑм Ҫӗнӗ Мускавра хӑйӗн виҫӗ ачине вӑрмана илсе кайса янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: амӑшӗ тӗпренчӗкӗсене вӗлересшӗн пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен шартлама сивӗре вӑл вӗсене салтӑнтарса вӑрманта пӑрахса хӑварнӑ. Ҫакна куракан ҫын йӗрке хуралҫисене систернӗ. Ачасене тӑм илнӗ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сывлӑхне тӗрӗслеме ӑна хӑйне те пульницӑна ӑсатнӑ.
Пӑтӑрмах пирки халӗ ҫакӑ паллӑ. Вӑрмана хӗрарӑм «Лада» машинӑпа кайнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнчи уйрӑм ҫуртра пурӑннӑ. Унӑн ачисен ашшӗ паллӑ телеканалсенчен пӗринче телеертӳҫӗре ӗҫлет, вӑл хӑй ювелир-мӗн. Хӗрарӑм психика чирӗпе аптӑрать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл Чӑваш Енрен тени тӳрре килнӗ.