Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Общежити ҫуннӑ хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.07.2021 05:14 | 971 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра (вӑл общежити шутланать), пушар тухнӑ хыҫҫӑн хулара инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 45 минутра тухнӑччӗ. Инкекре 1,3 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫивитти сиенленнӗ. Ҫынсем, телее, шар курман.

Асӑрханмасӑр пурлӑха сиенленӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пушара пула 250 пин ытла тенкӗлӗхшар кӑтартнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, мачча ҫинче такам пулнӑ. Инкек ҫавӑн хыҫҫӑн тухнӑ. Те, шӑрпӑкпа вылянӑ ӗнтӗ, те пирус туртнӑ. Айӑплине пакунлисем тупса палӑртӗҫ.

#ҫурт-йӗр, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #пушарсем, #пӑтӑрмахсем, #тӗпчевсем, #яваплӑх, #укҫа-тенкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем