Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Станьяла кӗнеке парнеленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Нелли Пальмова 28.07.2021 16:15 | 1616 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫал Виталий Станьяла кӗнеке кӑларса савӑнтарнӑ. Кӗнеки «Чӑваш мар пулсан кам? — Кто, если не чуваши?» ятлӑ. Калӑпӑшӗ 239 страница. Хакӗ 537 тенкӗ.

Кӗнеки вунӑ пӗчӗк пайран тӑрать, унта авторне ӗҫрен кӑларса янӑ тата хаҫат-журналта пичетлеме чарнӑ хыҫҫӑн (юлашки пилӗк ҫулта) ҫырнӑ статьясене, интервьюсене, рецензисенне суйласа кӗртнӗ. Вӗсем интернетра, ытларах Чӑваш халӑх сайтӗнче, пичетленнӗ. Вӑл чӑвашла тата вырӑсла тухнӑ.

Халиччен Виталий Станьяла республикӑри паллӑ врач, халӑх депутачӗ Николай Григорьев писатель тата Чӑваш наци библиотекинчи таврапӗлӳҫӗсем Галина Соловьевӑпа Ольга Тимофеева библиотекарьсем хӑйсен шучӗпе икӗ кӗнеке кӑларса панӑ. Вӗсене сӑвӑҫ сиплӗ эмел вырӑннех йышӑннӑ.

Станьял хӑйне нумай ҫултан патшалӑх ҫапла хисеп тунӑшӑн, кӗнеке кӑларӑшне, хӑтавсене пухса кӑларакансене тата Олег Николаев элтепер ертӳлӗхне тав тунӑ.

#кӗнекесем, #чӑвашсем, #Чӑваш кӗнеке издательстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 8497.8.3369
2021.07.29 09:21
Ку заметкана "Станъяла кĕнеке кăларса панă" ятпа каларнă пулсан тĕрĕсрех пулмастчĕ-ши? Лапкаран туянса парнеленĕ пирки сăмах пымасть-çке.
Agabazar // 2550.80.7651
2021.07.30 18:21
Agabazar
Парнелекенĕ — Станьял хăй. Вăл пире парнеленĕ. Эпир ăна мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем