Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.1 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ хулинче килсӗр-ҫуртсӑр пӗр арҫын хӑйӗн ар хатӗрне ачасене кӑтартнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна хупса хумалла тунӑ.

Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 53 ҫулти арҫын 8-11 ҫулсенчи 4 хӗрача патне пынӑ. Вӗсем нумай хваттерлӗ ҫурт картишӗнче вылянӑ. Арҫын ар хатӗрне уҫса кӑтартнӑ хыҫҫӑн таҫта кайса ҫухалнӑ. Ачасенчен пӗри киле кӗрсен ашшӗне евитленӗ. Арҫын пакунлисене пӗлтерме васканӑ.

Пӑтӑрмахчен 6 кун маларах арҫын хуран вӑрланӑ. Хуҫи тӑкака 2,5 пин тенкӗ ытла тесе пӗлтернӗ.

Килсӗр-ҫуртсӑр арҫын унччен те судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ. Ӑна 13,5 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.

 

Сывлӑх
Twitter.com сайтри сӑн
Twitter.com сайтри сӑн

Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу машинисен автопаркне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Раҫҫей суту-илӳпе промышленноҫ министерстви пуҫарӑвӗпе Чӑваш Ен валли хушма 100 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку укҫапа васкавлӑ медпулӑшу машинисем туянӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тата Финанс министерствисене автопарка ҫӗнетмешкӗн тумалли ӗҫсене пурнӑҫлама хушнӑ.

«Ӗҫе ӗнер пуҫланӑ. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ тӗллев. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ӑна пурнӑҫласан автопарк улшӑнӗ, тен, тӗпренех», - тенӗ Олег Николаев.

 

Персона
Vk.com сайтри сӑн
Vk.com сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Татьяна Якунина Раҫҫей президенчӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Хушӑва ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Ҫак премие вӗрентӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ педагогсене параҫҫӗ. Татьяна Якунина та Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекенсен йышне кӗнӗ.

Татьяна Якунина И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУран лайӑх вӗренсе тухнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкулта 2001 ҫултанпа ӗҫлет. Унӑн пысӑк квалификаци категорийӗ пур, шкулта 18 ҫул педагогра ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66637
 

АВН
09

Ӗҫ укҫи ӳсӗ
 Софья Савнеш | 09.09.2020 18:28 |

Республикӑра
News.myseldon.com сайтри сӑн
News.myseldon.com сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре бюджетниксен ӗҫ укҫине ӳстерме палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Правительствин ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Шалу 3 процент ӳсӗ. ЧР вице-премьерӗ Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫине ндексацилессине федерации шайӗнче йышӑннӑ. Ҫавна май ЧР Финанс министерстви республикӑри патшалӑх хысна учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерме йышӑннӑ. Ку 38 пин ҫынна пырса тивӗ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 161 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 40 миллион тенкине – кӑҫал.

 

Ҫутҫанталӑк
Funart.pro сайтри сӑн
Funart.pro сайтри сӑн

Ҫуллана пӗтӗмлетнӗ май Наци экологи танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чӑваш Ен ку енӗпе Атӑлҫи федераци округӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Танлаштарӑма «Симӗс патруль» общество организацийӗ хатӗрленӗ. Раҫҫейри кӑтартӑва илес пулсан, Чӑваш Ен – ҫиччӗмӗш вырӑнта. Пирӗн республика танлаштарӑм хаклавӗнче 100 балран 66-шне пухнӑ.

ЧР Ҫутҫанталак министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республика пысӑк балсене «Экологи» наци проекчӗн «Таса ҫӗршыв», «Вӑрмансене упрар», «Атӑла сыватни», «Шыв объекчӗсене упрани» программисене пурнӑҫланӑшӑн тивӗҫнӗ.

 

Сывлӑх
Behance.net сайтри сӑн
Behance.net сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне тепӗр ҫын кӑшӑлвируспа чирлесе вилни палӑрнӑ. Ҫапла ку таранччен 75 ҫын каварлӑ инфекцие парӑнтарайман.

Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне 8043 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 29 ҫын хушӑннӑ. Чирленисенчен 6668-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 33 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 1300 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

Респубикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-не ҫитнӗ. Аса илтерер: ку эрнере Чӑваш Енре ача пахчисем ӗҫлеме пуҫланӑ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумне Владимир Дубова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Документа Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.

Владимир Дубов Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетӗнче вӗреннӗ. Аслӑ шкула вӑл хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Унтах ординатурӑра ӑс пухнӑ. Медицина наукисен кандидачӗ.

Владимир Дубов ЧПУра та, тӗрлӗ пульницӑра та тӑрӑшнӑ. 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ӑна республикӑн ун чухнехи премьер-министрӗ Иван Моторин сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑччӗ.

 

Политика

Чӑваш Енре тӳре-шара йышне чакарӗҫ. Капла хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Патшалӑх влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансен йышне пӗчӗклетнӗ май Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнчи пӗр штата чакарӗҫ, Финанс министерствинче — тӑватӑ штата, Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче — икӗ штата. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службине пӗр ҫын хушса парӗҫ.

«Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫакан Олег Николаев утӑ уйӑхӗнче патшалӑх влаҫӗ органӗсен ӗҫне тишкерме тата унта тӑрӑшакансен йышне оптимизацилеме хушнӑ.

 

Республикӑра

Мӗн-ха вӑл социаллӑ контракт? Ӑна патшалӑх кампа алӑ пусать тата мӗн тӗллевпе? Ҫак ыйтусен хуравне Чӑваш Енӗн ӗҫ министрӗн ҫумӗ Алина Кузнецова тата социаллӑ тӳлевсен пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев уҫӑмлатӗҫ.

Министерство ӗҫченӗсем сахал тупӑшлисене социаллӑ контрактпа килӗшӳллӗн пулӑшасси ҫинчен каласа кӑтӑртӗҫ. «Тӳрӗ лини» «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чувашия без паники» (чӑв. Шикленмен Чӑваш Ен) ушкӑнра ыран, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехетре ӗҫлеме тытӑнӗ.

Ыйтусене https://vk.com/bezpaniki21?w=wall-181162659_20678 пост пайӗнче маларах та ҫырма юрать, «тӳрӗ лини» пуҫлансан та ыйтма ирӗк парӗҫ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейӗн Ӗҫ министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗн пирӗн ҫӗршывра кану кунӗ пулӗ.

Ҫитес ҫул темиҫе уяв кунӗ кану кунӗпе пӗр килнӗрен канмалли кунсене куҫарма тивӗ. Кӑрлачӑн 2 тата 3-мӗшӗсем шӑматкунпа вырсарникуна лекӗҫ. Вӗсен вырӑнне чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тата раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канас шанчӑк пур. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи шӑматкуна нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшне куҫарма палӑртнӑ.

Ҫапла вара 2021 ҫулта пирӗн ҫӗршывра кану кунӗсем ҫапларах пулӗҫ: кӑрлач уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсем; нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсем; пуш уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсем; ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсем тата 8-10-мӗшӗсем; ҫӗртме уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсем;, чӳк уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсем; раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ.

Тӳрех пӗлтерер: ку вӑл хальлӗхе проект шайӗнче ҫеҫ-ха. Ҫӗршыв Правительстви палӑртсан ҫеҫ йышӑну вӑя кӗрӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1390, 1391, 1392, 1393, 1394, 1395, 1396, 1397, 1398, 1399, [1400], 1401, 1402, 1403, 1404, 1405, 1406, 1407, 1408, 1409, 1410, ... 3893
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 14

1880
145
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
106
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
87
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
48
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...