Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти трактор тӑвакансен керменӗнче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ 97-мӗш сезона уҫнӑ. Ун валли пултарулӑх коллективӗ «Пурнӑҫ кустӑрми» ҫӗнӗ программа хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ проекта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Программа тӑван республикӑмӑрӑн тӗрлӗ тапхӑрӗпе паллаштарать. Проект ертӳҫи – Ю.В. Васильев тӗп режиссер. Премьерӑн композицийӗпе режиссерӗн авторӗ — Е.О. Еделеева постановщик, балетмейстерӗ Л.А. Попова, балетмейстер-постановщикӗ — А.Е. Мужикова, хормейстерӗ — М.Ю. Тарасова, педагогӗ, балет енӗпе репетиторӗ С.Н. Белова, оркестр ертӳҫи — С.В. Жаднов, программа директорӗ — С.В. Кузнецов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак уйӑхӑн 26-мӗшӗччен пирӗн республикӑра «Сурпан Пӗрле» халӑх акцийӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Акцие ирттернӗ май хуласемпе районсенчи ӑстасем сурпан тӗрлӗҫ, ӑна Чӑваш тӗррин кунӗнче кӑтартӗҫ. Муниципалитетсем сурпанӑн икӗ вӗҫӗ валли тӗрлӗҫ. «Паха тӗрӗ» хапрӑк сурпан варрине «Пӗрле» тесе тӗрлесе хурӗ. Унтах сурпан пайӗсене пӗрлештерӗҫ. Аса илтерер: кӑҫалтан пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне уявлӗҫ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Раҫҫей халӑх артисчӗ Вера Голубева пурнӑҫран уйрӑлса кайнине эпир юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Паян тата тепӗр хурлӑхлӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Тӳрех палӑртар: Светлана Ефимова-Михайлова артисткӑна юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ. Вӑл чылай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Светлана Никифоровна 1927 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫатра Марка ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫирӗмре чухне К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗ ҫумӗнчи театр студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Асӑннӑ театрта вӑл 1953-1983 ҫулсенче ӗҫленӗ. 1960 ҫулта ӑна «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистки», 1975 ҫулта «Чӑваш АССР халӑх артистки» хисеплӗ ятсем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен ШупашкартиЧӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче М.Д. Михайлов ячӗллӗ XXX Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ иртӗ. Юбилейлӑ (30-мӗш хут иртет те, театрта юбилейлӑ тесе палӑртнӑ) фестивале Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи сцена ӑстисем пухӑнӗҫ. . Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче фестиваль гала-концертпа хупӑнӗ. Тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывра юрланӑ ӑстасен, хальхи вӑхӑтри опера сассисен ылтӑн фончӗ шутланакан юрӑҫсен пултарулӑхӗпе пӗр каҫра киленме май парӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() mr-info.ru сайтри сӑн Мобильлӗ ушкӑнсем ҫынсем общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑннипе тӑхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Ӗнер те вӗсем рейд ирттернӗ. Роспотребнадзор, хула администрацийӗ тата полици ӗҫченӗсем 59 предприятие тӗрӗсленӗ. Вӗсен йышӗнче 46 суту-илӳ точки, 5 общепит, 8 лавкка пулнӑ. Эльгер урамӗнче вырнаҫнӑ лавккана ҫынсем маскӑсӑр килнӗ. Вӗсен тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта предприяти ӗҫченӗсен ӳт температурине виҫнипе ҫырса пынӑ журнал пулман. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче 1 пассажир тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Вӑл маска тӑхӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар мэрне суйланӑ. Ку должноҫе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Алексей Ермолаев йышӑннӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» сайтра пӗлтернӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Игорь Анакова хула пуҫлӑхне суйланине пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна процедура йӑнӑшӗсемпе сӑлтавланӑ. Сӑмах май, Игорь Анакова хула пуҫлӑхне пӗр уйӑх каялла суйланӑ. Алексей Ермолаев 1984 ҫулта Владимир хулинче ҫуралнӑ. 2007 ҫулта вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтернӗ. Халӗ Алексей Ермолаев «Платинум» стройфирмӑн тӗп директорӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫитес эрнере сахалтарах ӗҫлеме май килӗ. Паллах, пурин те мар. Ҫапах та тӑватӑ кунлӑ ӗҫ эрни самайӑшне савӑнтарма тивӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче – Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ. Ҫавна май вӑл кун пирӗн ҫӗршывра канмалли кун тесе йышӑннӑ. Пилӗк кунлӑ ӗҫ эрниллисем чӳк уйӑхӗн 2 тата 3-мӗшӗсенче, 5 тата 6-мӗшӗсенче ӗҫлӗҫ. Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ, канмалли кун умӗн пулнӑ май ун чухне ӗҫрен пӗр сехет маларах киле кайма юрӗ. Нормӑламан ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем канмалли тата уяв кунӗсем тесе лараймӗҫ. Вӗсен пӗрех ӗҫлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшалани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл пӗлӗшӗсемпе Ҫӗнтерӳ паркӗнче пулнӑ, палӑк патне хӑпарса ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшаланӑ. Апатланакан каччӑсем «Хавчик» юрра юрланӑ. Видеона каччӑ Инстаграмри страницинче юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Видеона курсан ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑ, полицейскисем те каччӑсемпе кӑсӑкланнӑ. Вӗсене вандалсем тесе явап тыттарасшӑн. Пуҫтахсенчен пӗри хӑйне саккуна ятарласа пӑсас та, ҫынсен умӗнче курнӑҫланас та темен тесе хӑйӗн страницинче ҫырса хунӑ. Вӑл хӑйсене хурлакансене эсир хӑвӑр курнӑҫсем тесе хуравланӑ. «Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫинче сосиска ӑшалани пуҫтахланни мар», – ҫапларах пӗтӗмлетнӗ каччӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() verybank.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хальхи саманара пирӗнтен чылайӑшӗ кредит тӳлет пулӗ. Совет саманинчи пек черете тӑрса хваттер тӳлевсӗр илеймӗн. Ӑна пилӗк ачаллисемпе вӑрҫӑ ветеранӗсене тата ытти хӑш-пӗр категорие ҫеҫ параҫҫӗ. Ыттисен ирӗксӗрех ипотекӑна шанма тивет. Теприсем вара ҫурт-йӗр е хваттер туянма ҫеҫ мар, япала илме те кредит карттипе усӑ кураҫҫӗ. Канашра пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑмӑн та пулнӑ вӑл. Юпа уйӑхӗн каҫхине ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма кредит картти ҫинчи укҫан процент ставкине чакарма сӗннӗ. Хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненнӗ-шаннӑ. Хӑйӗн телефонӗ ҫине килнӗ кода тата пароле пӗлтернӗ. Ҫавсемпе усӑ курса ултавҫӑсем интернет-банкри уйрӑм ҫын пӳлӗмӗпе хуҫаланмалли телефон номерне ылмаштарнӑ. Унтан карттӑ ҫинчи 83 пин тенке вӑрланӑ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм патне шӑнкӑравланӑ номере Кострома облаҫӗнче регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() m.123ru.net сайтри сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр арҫын ӗҫре сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтернӗ. Строительство компанийӗн рабочийӗсем кӳлмекре хута каякан «Одис» отель патӗнче траншея чавнӑ. Тарӑнӑшӗ 3 метра яхӑн пулнӑ. Унччен те пулман – пӗр рабочи ҫине тӑпра ишӗлсе аннӑ. Вӑл траншейӑра, аялта, пулнӑ. Рабочи тӑпра айне пулнӑ. Ӗҫтешӗсем ӑна ҫӑлма хӑтланнӑ, темиҫе сехет иртнӗ – кӑлӑхах. Вырӑна ятарлӑ служба та ҫитнӗ. Арҫынна тӑпра айӗнчен кӑларнӑ-ха, анчах ҫав вӑхӑт тӗлне вӑл вилнӗ ӗнтӗ. Следстви комитечӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |