Паянхи кун тӗлне республикӑра 20075 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 18143-шӗ сывалнӑ. Ку 90 процентпа танлашать.
Шел те, 920 ҫын каварлӑ вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Сӑмах май, кун пек пӗчӗк статистика тахҫантанпах пулман.
Пӗр талӑкра 80 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем нумайрах пулнӑ – 103 ҫын. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1012 ҫын сипленет.