Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене раштав уйӑхӗнче кӑшӑлвирус прививкине кӳрсе килнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Паянхи кун тӗлне ковидран 577 ҫынна прививка тунӑ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ. Асӑннӑ 577 ҫынран 429-шӗ — пульницӑсенче ӗҫлекенсем, 148-шӗ – вӗрентӳ тата социаллӑ организацисенче тӑрӑшакансем, ҫавӑн пекех нимеҫӗсем. «Гам-КОВИД-ВАК» вакцинӑна республикӑри 11 пульницӑна валеҫсе панӑ. Кӑшӑлвирусран прививка тутарас тесен 122 номерпе шӑнкӑравласа черете ҫырӑнмалла. Эмелшӗн укҫа тӳлемелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |