«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатса пынӑ май пӗлмен ҫыравҫӑсен, куҫаруҫӑсен, журналистсен ячӗсене чылай тӗл пулма тиврӗ. Ҫавна май вӗсем пирки сире те пӗлтерес терӗм.
Чӑн та, чӑваш ҫыравҫисем пирки хатӗрленӗ чи анлӑ кӗнекесенчен пӗри вӑл — Петӗр Ялкир хатӗрленӗ «Литературный мир Чувашии». Чӑн та пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, кам-кам кӑна ҫук пуль унта. Ҫавах ӑна ниепле те тулли кӗнеке тесе хаклама ҫук. Вырӑсларан чӑвашла куҫаракансем унта чылай пулин те хӑшӗ-пӗрин ячӗ ҫук ҫав. Пӗрисене шыраса тупайман, теприсем сиксе юлнӑ, виҫҫӗмӗшӗсене, тен, юриех кӗртмен. Акӑ Михаил Рубцовах илес. Николай Гоголӗн, Аркадий Гайдарӑн, Иван Тургеневӑн, тата ытти ытлашшиех те паллӑ мар ҫыравҫӑсен хайлавӗсене пит нумай вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ. Анчах Ялгирӑн справочникне лекеймен.
Елчӗк ҫӗрӗнче ҫуралнӑскер, Елчӗк районӗн «Колхоз ялавӗ» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ. Ӗмӗрӗ унӑн вӑрӑмах пулман, ҫавах Лев Толстойӑн «Казаксем» тата Эммануил Казакевичӑн «Ҫӑлтӑр» повеҫсене чӑвашла куҫарма ӗлкӗрнӗ. Пӗри 1956 ҫулта пичетленсе тухнӑ, тепри — 1950 ҫулта.
Ку — Элӗк ҫынни. Журналист, тӑлмач. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ те, тӗп редакторӗ те, тата директорӗ те пулнӑ. Петӗр Ялгирӑн справочникне Золотов хушаматлӑ виҫӗ ҫын лекнӗ: Аркадий Золотов (сӑмах май вӑл Максим Горькийӗн, Дмитрий Фурмановӑн хайлавӗсене куҫарнӑ), Виталий Золотов, Николай Золотов. Сӑмах май, вӗсем пурте Пётр Терентьевичпа пӗр ялтанах.
Унӑн ятне, сӑмах май, Николай Ашмаринӑн ывӑлӗ асӑнать. Словарь кӑларасси пирки пынӑ тет те (ун чухне вӑл директорта ӗҫленӗ), анчах Пётр Терентьевич ӑна улталарӗ имӗш...
Ун пирки Чӑваш энциклопединче информаци тупма май килчӗ. Унта та пулин Пётр Терентьевич мӗнле-мӗнле кӗнекесене куҫарни пирки асӑнман. Пирӗн алла Василий Ажаевӑн «Мускавран инҫетре» роман лекрӗ те, унта вара тӑлмачӗ «П. Золотов» пулни пирки асӑннӑ. Ятне уҫӑмлатас тесе малтан Ашмарин ывӑлӗн асаилӗвӗ ҫине лекрӗм, ун хыҫҫӑн вара энциклопедири информацие тупрӑм. Тен, ытти кӗнекесенче те унӑн ячӗ куҫаруҫӑ пек тӗл пулӗ...
Акӑ тепӗр ят. Ун пирки ҫакна ҫеҫ пӗлме май килчӗ: вӑл Валентин Катаевӑн «Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ» (1952) тата Иван Ефремовӑн «Ҫӑлтӑр карапӗсем» (1959) повеҫсене куҫарнӑ. Пурӑннӑ ҫулӗсене та палӑртма май килмерӗ.
Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче редакторта вӑй хунӑ. Мана пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнеке издательствинче ӗҫлекенсем халӗ те ӑна астӑваҫҫӗ. Жюль Вернӑн «Вунпилӗк ҫулхи капитан» (1984) романа, Ийна Аасамаан «Хӑвна мӗнле тытмалла» (1976) кӗнекесене чӑвашла куҫарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Пинер ялӗнче ҫуралнӑран хӑйне валли Пинер хушма ят илнӗ. Маларах асӑннисем хайлавсем ҫырас тӗлӗшпе ытлах палӑрман пулсан Иван Пинерӑн темиҫе калавӗ «Сунтал», «Илемлӗ литература» журналсенче пичетленнӗ. Ҫулталӑк ытларах «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакторӗ пулнӑ (тата ытти кӑларӑмсенче те). Вӑл Максим Горькийӗн «Амӑшӗ» романа, О. Ровинскийпе Н. Дмитриевӑн «Гангут патӗнчи ҫапӑҫу» повеҫе чӑвашла куҫарнӑ.
Ун пирки маларах асӑнтӑмӑр ӗнтӗ. Вӑл нумай-нумай хайлавсене чӑвашла куҫарнӑ. Вӗсен шутӗнче самай хулӑм хайлавсем пит нумай: Петр Павленкон «Ҫеҫенхир хӗвелӗ», Михаил Бубенновӑн «Тайгари ҫутӑпа» «Шурӑ хурӑн» романӗсем, Иван Гончаровӑн «Обломов» хайлавӗ, Николай Бирюковӑн «Чайка» романӗ тата ыттисем те.
Вӑл та Иван Пинер пекех чӑвашла куҫарнӑ ҫеҫ мар, новеллӑсем те ҫырнӑ. Е. Герасимовпа М. Эрлихӑн «Щорс» повеҫне, Николай Никитинӑн «Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ» романне тата ытти хайлавсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫавах вӑл куҫару ӗҫӗнче ытларах вӗренӳ кӗнекисене куҫарнипе йӗр хӑварнӑ.
Унсӑр пуҫне «халӑх тӑшманӗсене» хирӗҫ те ӗҫленӗ пулас. «Сунтал» журналӑн 1937 ҫулхи 12-мӗш номерӗнче унӑн Илле Тӑхтин «Шерхулла» кӗнекине тиркесе ҫырнӑ «Сиенлӗ калавсен сборникӗ» статйи пичетленнӗ.
Вӑл Муркаш тӑрӑхӗнчен тухнӑ. Апла пулин те тӑван районӑн энциклопедине лекеймен. Те ытларах Ҫӗрпӳ районӗнче ӗҫлесе пурӑннӑран — ун пирки эпир Ҫӗрпӳ районӗн паллӑ ҫыннисем ҫинчен каласа паракан страницӑра информаци тупрӑмӑр. Ӑна районти паллӑ вӗрентекен тесе хак панӑ. Ачасене ӑс панипе ҫеҫ мар, вӑл халӑх сӑмахлӑхне те пухнӑ, сӑмахран, Шуртавӑш пирки ваттисен асаилӗвӗсене ҫырса илнӗ.
Георгий Степанович Аркадий Гайдарӑн «Тӑваттӑмӗш блиндаж» (1938), Анатолий Ляпидовскийӗн «Челюскинецсем» (1941) калавсене чӑвашла куҫарнӑ.
Паллах, сакӑр ҫынран тӑракан ҫак йыш тулли мар. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» текстсем кӗртнӗ май вӗсем тата та тупӑнӗҫ пулӗ. Вӗсем, тен, сӑтӑрне те тунӑ пулӗ (Николай Степанов пирки калас пулсан), анчах ҫавах та чӑваш культуринче йӗр хӑварнах. Сӑмахран, вӗсен куҫарӑвӗсемпе усӑ курса эпир халь нейронлӑ куҫаруҫӑ ӑсталатпӑр. Ҫавна май вӗсен ячӗсене манмалла мар, май ҫитнӗ таран ытларах информаци тупса энциклопедисене кӗртме тӑрӑшмалла. Аттук, ав, Георгий Шумиловах муркашсем асӑнмасӑр хӑварнӑ.
Agabazar // 3776.66.5761
2021.02.08 19:48 | |
Аçтахар Плотников // 3994.51.6601
2021.02.08 21:17 | |
Иван Ара пирки Петӗр Ялгир справочникӗнче пур. Умсӑмахра эп ҫыртӑм-ҫке: кунта ҫав справочнике лекменнисем.
//ҫитӗ сана термин тавра шавлама. Темӑпа ним ҫырма пӗлместӗн пулсан клавиатурӑна пустуй ан муритле. | |
Agabazar // 3776.66.5761
2021.02.09 13:29 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: темӑпа ҫыхӑнман | |
Agabazar // 3776.66.5761
2021.02.09 13:33 | |
Стеклова Зинаида Николаевна (1931-1991) — З. Баширин "Чăваш хĕрĕ Униççе" хайлавне тутарларан чăвашла куçарнă (1961) çын.
Вăл çын Патăрьеленче çуралса унтах вилнĕ, унти шкул-инернатра ĕçлесе пурăннă. Кайран хайхи çав асăннă хайлава Валери Туркай та куçарса кăларнă пулас. | |
Agabazar // 3776.66.5761
2021.02.09 13:47 | |
Молостовкин Гаврил Александрович (1900-1958) — чăваш куçаруçи. 1930-мĕш çулсенче Мускавра тухса тăнă чăвашла "Коммунар" хаçат редакторĕ пулнипе паллă.
Тутар Каши ялĕнче çуралнă (Чĕмпĕр облаçĕ, Чăнлă районĕ). Вăл ялти чăвашсем кайран, тĕпрен илсен, Кунтиккав ялне куçса кайнă. Анчах Тутар Кашинче паян та кăштах чăвашсем пур (пĕр урамччĕ пулас). | |
Вулакан // 4101.44.4103
2021.02.09 21:23 | |
Я рекомендую развить интуицию. Тогда переводы будут быстрее и много других задач нестандартных.... Я просто с ума схожу от метода Сильва по развитию интуиции. Не поскупитесь потратьте 3500 руб, которые вас сделают такими талмачами которые как раз на уровне правительства работают стран | |
Вулакан // 4101.44.4103
2021.02.09 21:38 | |
Самый крутой толмач это Петров, который на грани интуиции. Он на канале культуры часто выступает. Много роликов на Ютубе. Вот он связывает переводоведение с блоками в теле, дыханием, каждый язык свой цвет имеет, системы убеждения менять.... Учить языки в контексте. Петров самый лучший учитель толмачей на правительственном уровне. Полиглот Петров поищите | |
Вулакан // 8928.2.0240
2021.02.10 14:47 | |
Килтен киле ҫӳрекенсене тӑлмачсем-полиглотсем тиркеҫҫӗ. Причина - отстутвие интуиции, души. Все-таки настоящие полиглоты работают правым полушарием мозга на уровне всезнающей вселенной. Левое полушарное мышление больше похоже на компьютеры, программы. В принципе ее и заменяют машины. Но правое полушарие пока воспроизвести не научились. Отсюда и некачество машинного перевода.
Если брать языки разной группы то выявятся эти проблемы во всем контрасте, потому что логика мышления у всех разная. Китайский язык и вовсе отдельная вселенная | |
Agabazar // 2824.69.6146
2021.02.11 04:51 | |
Ай, Тур, Тур, темăпа çыхăнас тесе мĕн тумалла-ши?
Качи-мăчи хуçса илмелле-ши е ташласа кăтартмалла-и? Аçтахар, ху темунта «тăлмач» тесе хăвах çырнă. Эп сырман. Аçтахар «тăлмач» тесе çырнăшăн Акапасар айăплă мар. Вăл сăмаха юратмастăн пулсан, ан çыр эппин! | |
Муркашсем // 5059.3.5746
2021.03.03 08:51 | |
Аçтахар Плотников: "Шумилов Георгий Степанович
Вӑл Муркаш тӑрӑхӗнчен тухнӑ. Апла пулин те тӑван районӑн энциклопедине лекеймен", - тесе ҫырнӑ. Ку тӗрӗс мар информаци. Ун ҫинчен икӗ энциклопедийӗнче те информаци пур: Шумилов Георгий Степанович // Моргаушский район : краткая энцикл. – Чебоксары, 2002. – С. 157 ; // Энциклопедия Моргаушского района. – Чебоксары, 2020. – С. 462. |
Чылай чухне пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене куçарасси чĕлхе пĕлмесĕрех пулса пырать.
Йĕркепĕрлĕх текеннине алла тытаççĕ те — яра параççĕ!
Уйрăмах совет саманинче çапла пулнă.
Аçтахар асăнаканнисем, паллах, ун йышшисенчен мар.