Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкарти шкул ачи Пӗрремӗш каналпа пыракан «Голос» кӑларӑма хутшаннӑ.
Ирина Степанова – 17 султа. Вӑл кӑларӑмра итлев витӗр тухнӑ. Пирӗн ентеш телепроект историйӗнче чи ҫамрӑкки пулнӑ. Кӑларӑм ку эрнекун, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, 21:45 сехетре Пӗрремӗш каналпа курма май пулӗ. Ыран ҫак вӑхӑтра телевизор ҫутма ан манӑр.
Ирина 14 ҫултанпа Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗ ҫумӗнчи «5 октав» студире вокал енӗпе ӑсталӑхне туптать. Хальччен вӑл ҫитӗнӳсем тума та ӗлкӗрнӗ: пӗлтӗр Леонид Агутинӑн AGUTEENS FORUM ҫемье форумӗнче Гран-при ҫӗнсе илнӗ, Леонид Агутинпа тата Ани Лоракпа пӗр сцена ҫинче юрланӑ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал «Голос» телешоура Владимир Пресняков, Пелагея, Анна Асти тата Ильдар Абдразаков наставниксем пулнӑ.
