Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Ентешӗмӗр Тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 08.02.2021 00:56 | 444 хут пӑхнӑ
Спорт
Татьяна Акимова — сулахай енче иккӗмӗшӗ. MiRSporta сӑнӳкерчӗкӗ
Татьяна Акимова — сулахай енче иккӗмӗшӗ. MiRSporta сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш ҫӗрӗн хальхи вӑхӑтри маттур хӗрӗ, халӗ Тӗмен облаҫӗшӗн ӑмӑртакан Татьяна Акимова биатлон енӗпе иртекен Тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Спортсменсем нарӑс уйӑхӗн 10-21-мӗшӗсенче Словенири Поклюкӑра ӑмӑртӗҫ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине 6 хӗрарӑмпа 6 арҫын кӗнӗ: Светлана Миронова, Евгения Павлова, Ульяна Кайшева, Татьяна Акимова, Ирина Казакевич, Лариса Куклина, Александр Логинов, Матвей Елисеев, Эдуард Латыпов, Антон Бабиков, Евгений Гараничев, Карим Халили.

Италири Антхольцра биатлон енӗпе иртнӗ Тӗнче кубокӗн тапхӑрӗнче Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди эстафетӑра пӗрремӗш вырӑна тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ылтӑн медале тивӗҫнӗ тӑватӑ биатлонисткӑран пӗри Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Татьяна Акимова пулнӑччӗ.

#спорт, #ӑмӑртусем, #биатлон, #Тӗмен

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://tass.ru/sport/10630915
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Татьяна Акимова пъедестал ҫине хӗрӗпе хӑпарнӑ
2020, 11, 28
Татьяна Акимова татах ҫӗнтернӗ
2020, 11, 29
Акимовсем пӗчӗк хӗрне йӗлтӗр ҫине тӑратнӑ
2020, 12, 05
Татьяна Акимовӑна Австрие чӗнсе илнӗ
2020, 12, 14
Татьяна Акимова Австрире паян ӑмӑртӗ
2020, 12, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org