Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри блогер Константин Ишутова тытса чарни пирки, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Блогер айӑпне ӗненмен ҫынсем – Юрий Сидоровпа Сергей Зотов общественниксем – пикет ирттернӗ.

Юрий Сидоров Мускавра тӗп прокуратура умӗнче пикета тухнӑ. Сергей Зотов вара Чӑваш Енри прокуратура тата ШӖМ умне плакат йӑтса тухнӑ.

Вӗсем Чӑваш Ен прокурорне Василий Пословские отставкӑна яма ыйтнӑ. Унӑн ҫыннисем судра Ишутова тӗрмене ӑсатма пысӑк срок ыйтнӑ-мӗн. Ҫак хастарсем пикет кунпа кӑна вӗҫленмессине пӗлтереҫҫӗ, вӗсем тата ӑна йӗркелӗҫ.

Палӑртмалла: Константин Ишутов тӗлӗшпе суд пулнӑ, приговора ыран вулӗҫ

 

Ҫутҫанталӑк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Хальхинче синоптиксем мӗнпе савӑнтарӗҫ-ха? Шел те, лайӑхах хыпар ҫук, ҫитес кунсенче юр ҫумасть. Шуҫлак ҫулсем вара… тата шуҫлакланӗҫ.

Ыран республикӑри ҫурҫӗр районӗсенче каллех пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫавна май ҫулсем кӑна мар, йывӑҫсемпе ҫутӑ пралукӗсем те пӑрпа витӗнме пултарӗҫ. Юнкун сивӗтет, 7 градус тарана «минус» кӑтартӗ. Кӗҫнерникунпа шӑматкунччен 14 градус сивӗ пулӗ, хӗвел тухӗ. Анчах вӑл пӑра ирӗлтермӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 29-мӗшӗнче ҫеҫ кӑштах юр ҫума пултарӗ.

 

Сывлӑх
Онкодиспансер сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк
Онкодиспансер сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк

Республикӑри онкологи диспансерӗн патологоанатоми уйрӑмне хальхи йышши сканер килнӗ. Вӑл гистологие тӗрӗслет.

Хальхи вӑхӑтри цифра сканерне телемедицина консультацийӗсене инҫет пулӑшу мелӗпе кӳнӗ чухне усӑ курӗҫ. Ҫакӑ пациентшӑн меллӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Гистологи материалне илнӗ кантӑксене маларах федерацин онкологи центрӗсене курьер урлӑ ӑсатнӑ иккен. Халӗ ун пек илсе ҫӳреме тивмӗ.

Усал шыҫӑ мӗнрен тӑнине тӗп-тӗрӗс пӗлни онкологи диагнозне тӗрӗс палӑртма май парать иккен. Апла пулсан ҫакӑ чирлӗ ҫынна епле сиплессине витӗм кӳрет. Пульницӑн патологоанатоми уйрӑмӗн заведующийӗ Евгений Москвичев каланӑ тӑрӑх, шыҫӑ мӗнлине кура ҫынна е хими терапийӗпе, е пайӑрка терапийӗпе, е хирурги мелӗпе, е комплекслӑ мелпе сиплеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
spezrezerv.ru сайтри сӑн
spezrezerv.ru сайтри сӑн

Ҫанталӑк кӑштах сивӗтрӗ. Шел те, республикӑра ҫын шӑнса вилнӗ тӗслӗх пулнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫынсем ентешӗ урамра выртнине асӑрханӑ. 44 ҫулти арҫын килне кӑшт кӑна, темиҫе метр, ҫитеймен, ӳкнӗ. Вӑл тӑнне ҫухатнӑ.

Ҫынсем ӑна килне илсе кӗнӗ, анчах, шел те, унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Кӑштахран арҫын вилсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шӑнса вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61613
 

Республикӑра
yandex.ru сайтри сӑн
yandex.ru сайтри сӑн

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗлӗшӗ каланине ӗненсе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Чӑннипе, пӗлӗшӗ те ултавҫӑсен аллине лекнине пӗлмен – укҫа ҫухатнӑ.

Вӑрнар районӗнче хӗрарӑм полицие каланӑ тӑрӑх, пӗлӗшӗ ӑна брокер конторинче регистрациленме сӗннӗ. Кун валли 80 пин тенкӗ тӳлемелле имӗш. Унтан ҫак хӗрарӑма укҫа ӗҫлеме пуҫланине шантарса тата темиҫе хутчен нухрат хывма ӳкӗте кӗртнӗ.

Ултавҫӑсем хӗрарӑм картти ҫине 8 миллион тенкӗ куҫнине кӑтартакан суя чек ярса панӑ, налук тӳлемелле тесе 460 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, броккер конторинче пуйма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм 2 миллион тенке яхӑн ҫухатнӑ.

Броккер конторинче регистрациленме сӗннӗ пӗлӗшӗ вара 1 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61616
 

Культура

Нумаях пулмасть Виталий Алексин журналистӑн «Тӳсӗмлӗх чунра-юнра» кӗнеки пичетленнӗ. Ӑна автор статьясенчен, очерксенчен тата интервьюсенчен йӗркеленӗ. Паха ӗҫе хакласа Виталий Станьял ӑсчах «Московский комсомолец» хаҫатра ҫырса кӑларнӑ.

Ҫӗнӗ ӗҫпе паллашма ӗлкӗрнӗ Виталий Станьял Валерий Алексин ыттисем унччен темиҫе хутчен хускатнӑ темӑсене те ҫӗнӗлле, тарӑннӑн тишкернине ӑшшӑн палӑртнӑ.

Валерий Алексин хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш телекуравӗнче тӗп редакторта, «Советская Чувашия» хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗнче ӗҫленӗ. Валерий Алексин халӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑрӑшать. Хальхи вӑхӑтри паллӑ та сумлӑ публициста киносценарисем ҫырнипе те пӗлеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри ачасем Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсне хутшӑннисен юбилей логотипӗн эскизне те хатӗрлемелле пулнӑ. Ӗҫӗн хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑнипе пӗрлех регионӑн ҫутҫанталӑк, истори, культура тайӑнне палӑртмалла.

Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне темиҫе ҫӗр ӗҫ ҫитнӗ. Вӗсен авторӗсем — 3 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхисем. Конкурс комиссийӗ 20 ӗлкене суйласа илнӗ. Халӗ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче сасӑлав пырать. Вӑл раштавӑн 26-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Чи лайӑх ӗҫӗн авторӗ хаклӑ парнене тивӗҫӗ, унӑн логотипӗпе Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхине уявланӑ чух халӑх элемӗ евӗр усӑ курӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

«Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑх Питӗр хулинче те ӗҫе кӳлӗннӗ. Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсем йӗркелӳ ларӑвне ҫак эрнере ирттернӗ.

Питӗрти чӑвашсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку организаци 2017 ҫултанпах ӗҫленӗ. Анчах унччен вӑл РФ Юстици министерствинче регистрациленмен.

«Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑхӑн Питӗрти уйрӑмӗн ертӳҫи пулма Григорий Дмитриев полковника, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторне суйланӑ. Унӑн ҫумӗсем — Анатолий Тарасов полковник, техника наукисен докторӗ, Анатолий Удяков полковник, Александр Митрюков подполковник, педагогика наукисен кандидачӗ. Уйрӑмӗн пайташӗсен йышӗнче — Виталий Золотов, 1-мӗш рангри саппасри капитан, ҫарпа тинӗс наукисен кандиачӗ, Виктор Ирдынкин, 2-мӗш рангри саппасри капитан, педагогика наукисен кандидачӗ, Артемий Павлов майор, техника наукисен кандидачӗ, Валериан Гаврилов, экономика наукисен кандидачӗ, Василий Емельянов воин-интернационалист, Алексей Иванов. Ревизорӗ — Михаил Сергеев.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-146053914_4186
 

Чӑваш чӗлхи

Бурят Республикинчи чӑвашсен ентешлӗхӗ (ертӳҫи — Надежда Колесникова) ҫамрӑк пулин те ҫине тӑрса ӗҫлеме талпӑнать. Ҫак йӗркесен авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, бурят чӑвашӗсем чӑваш тумне тӑхӑнса юрласа ташлас енӗпе мар, ачасене тӑван чӗлхепе кӑсӑклантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.

Культура нумай енлӗхне, наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑвармалли ҫул-йӗре унтисем ачасене чӗлхе вӗрентнинче кураҫҫӗ.

Хутӑш ҫемьесенче ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч тӑрать тесе шухӑшлать, тӗслӗхрен, Надежда Колесникова. Чӑн та, пӗр чӗлхе мала тухсан теприн тымарӗ татӑлать. Харӑсах икӗ-виҫӗ культурӑна аталантарсан ҫын ӑс-хакӑл енчен пуянланать.

Мӑн асаттесен чӗлхипе ачасене кӑсӑклантарас тесе бурят чӑвашӗсем «Развитие через многоязычие» (чӑв. Нумай чӗлхелӗх урлӑ аталанасси) проект хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫав проект Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Равные возможности — детям» (чӑв. Ачасем валли тан майсем) чи лайӑх вӗренӳ программин нимеҫӗсен конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Раштавӑн 19-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем 9-мӗш фестивале пухӑннӑ.

Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ шкул учителӗсем Ишлей шкул ачисене тӑван чӗлхе, литература илемне кӑтартса панӑ.

Алина Николаева «Йывӑҫ ячӗсем епле пулса кайнӑ?» темӑпа 5-мӗш «а» класра урок ирттернӗ. Ачасем вӗрентекенпе йывӑҫсен ячӗсене чӑвашла тата вырӑсла калама хӑнӑхнӑ, вӗсен ячӗсем мӗнле пулса кайнине тӗпченӗ, словарь тунӑ.

Чӑрӑш ҫинчен вӗреннӗ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен класа Хӗл Мучи килсе кӗни пуриншӗн те кӗтменлӗх пулнӑ. Хӗл Мучи чӑвашла та пӗлет иккен! Вӑл ачасенчен урокра мӗн вӗреннине ыйтса пӗлнӗ, тӗрӗс хуравлакансене кучченеҫпе сӑйланӑ.

Алина Николаевӑна, сӑмах май, «Ӑста вӗрентекен» номинацире ҫӗнтернӗшӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1373, 1374, 1375, 1376, 1377, 1378, 1379, 1380, 1381, 1382, [1383], 1384, 1385, 1386, 1387, 1388, 1389, 1390, 1391, 1392, 1393, ... 3656
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.