Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Ирина Архипова 50 ҫулхи юбилее йыхравлать. Вӑл — Чӑваш Республикин ЧР тава тивӗҫлӗ артистки. Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 50 ҫул каялла, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫут тӗнчене килнӗ. Артистка юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑкӗсен театрӗнче Вячеслав Оринов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем» спектакле йыхравлать. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Унта Ирина Архипова Октябрина сӑнарне калӑплать. «Манӑн юратнӑ кураканӑм, итлекенӗм, вулаканӑм, эсир ҫак паллӑ пулӑма манпа пӗрле ирттерессе шанатӑп», — тесе йыхравланӑ сцена ӑсти тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта стела уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов хутшӑннӑ. Медицина ӗҫченӗсене асра тытнине палӑртакан стелӑна Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 24-мӗш ҫурт ҫине, Республикӑн судпа медицина экспертизин бюровӗн картишӗнче, вырнаҫтарнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, чумана, оспӑна, хӑрушӑ ытти инфекцие, ҫавӑн пекех кӑшӑлвируса хирӗҫ вакцинӑсем шутласа кӑларма хутшӑннисене хисеп туса уҫнӑ. Паян «хӗрлӗ зонӑра» ковидпа кӗрешекенсене сума сунине те палӑртнӑ. Ҫамрӑк тухтӑрсен хӑйсен тивӗҫне таса чунпа пурнӑҫламаллине аса илтерекен стела та пулӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шӗмшеш ял тӑрӑхӗ Элӗк районӗнче Прокопьев усламҫа контракта вӑхӑтра пурнӑҫламаншӑн штрафланӑ. Республика прокуратури ӑна 214,4 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Прокопьев усламҫӑ виҫӗ урамри ҫула (вӗсем виҫӗ ялта вырнаҫнӑ) юсама контракт илнӗ, анчах палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне объектсене туса ҫитереймен. Юсамалли урамсем Элӗк районӗнчи Шӗмшеш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Предпринимателӗн ҫулсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле пулнӑ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче прокуратура ӗҫченӗсем объектсене тӗрӗслеме персе ҫитнӗ, анчах ӗҫе вӗҫличчен чылай юлнине асӑрханӑ. Ҫапла май усламҫа РФ КоАПӗн 7.32-мӗш статьян 7-мӗш пайӗпе айӑпланӑ, урӑхла каласан, контрактпа палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫлама пултарайманшӑн. Ку вара юлашкинчен контракт хакӗн 5 проценчӗпе танлашакан штрафпа ҫаврӑннӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫченӗсем объектсенче килсе кайнӑ хыҫҫӑн унти ӗҫ хӑвӑртланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ паян хӑйӗн йышне Чӑваш Енри паллӑ ҫыравҫӑна, поэта, журналиста илнӗ. Сӑмахӑмӑр Николай Ишентей пирки пырать. Академи пирки ҫакна палӑртмалла: ун йышне таврапӗлӳҫӗсемпе тӗрлӗ тӗпчевҫӗ-ҫыравҫӑсем, ӳнерҫӗсем тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Академие 1992 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Асӑннӑ пӗрлӗх ӑслӑлӑхпа, ӳнерпе, таврапӗлӳпе, халӑх ӑс-хакӑлӗллӗ ӗҫсемпе, культурӑн тӗрлӗ енӗпе хӑйсен ирӗкӗпе тата тӳлевсӗр ӗҫлекен тата вӗсене аталантаракан ҫынсене пӗрлештерет. Унӑн ертӳҫи — Евгений Ерагин. Паян академи ертӳҫи Евгений Ерагин Николай Ишентей ҫыравҫа академин хисеплӗ ӗҫченӗ ята пани ҫинчен пӗлтернӗ, ҫавна ӗнентерекен паллӑпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧПУ санӳкерчӗкӗ Эльдар Алиев тата Аллабай Аманмуххаметов – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультечӗн студенчӗсем. Вӗсем Туркменистанран килнӗ. Ҫурла уйӑхӗнче икӗ каччӑ Хусана хӑнана кайнӑ. Тусӗн хваттерӗ пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ. 21 сехет ҫитсен хайхискерсем пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнине илтнӗ. Хӗрарӑма ҫамрӑк арҫын тапӑннӑ-мӗн, ӑна пӑвма пуҫланӑ. Каччӑсем пушмакӗсене тӑхӑнмасӑрах чӳречерен сикнӗ. Пӗри полицие шӑнкӑравланӑ, тепри хурах хыҫҫӑн чупнӑ. Студентсем хӗрарӑма ҫӑлнӑ хыҫҫӑн ЧПУна ҫыру килнӗ. Унта хӗрарӑм вӗсене тав туса ҫырнӑ. Нумаях пулмасть Эльдарпа Аллабая аслӑ шкул тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тата Раҫҫейри Яндекс тӗп директорӗ Елена Бунина килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пуснӑ. Ҫавна май «Яндекс. Ветерансем валли» социаллӑ проект пуҫарнӑ. Хальлӗхе вӑл Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурнӑҫланать. Асӑннӑ хуласенче пурӑнакан ветерансем таксие уйӑхне тӑватӑ хутчен тӳлевсӗр чӗнсе илме пултараҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхпа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем; блокадӑри Ленинградра пурӑннисем; концлагерьсемпе геттона, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ытти ҫавӑн пек вырӑна лекнисем; тыл ӗҫченӗсем; вӑрҫӑра вилнисен тӑлӑх арӑмӗсем усӑ кураяҫҫӗ. Такси чӗнес тесен социаллӑ пулӑшу паракан центрсене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехет те 30 минутчен шӑнкӑравламалла. Шупашкарта унӑн номерӗ – 8 8352 51-27-80, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 8 8352 78-02-46. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӳре-шарана страхлӗҫ. Ҫавна хӑш организацире пурнӑҫлассине палӑртмалли аукцион юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ. Патшалӑх служащийӗсене страхлама 2 миллион та 48 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Тӳре-шаран пурнӑҫне тата сывлӑхне ҫав суммӑлӑх страхлӗҫ. Пурӗ 1482 ҫынна страхлама палӑртнӑ. Кама мӗн чухлӗ тенкӗлӗх страхласси ӗҫченӗн окладне шута илӗҫ. Патшалӑх служащийӗ, Турӑ сыхлатӑр та, вилсен унӑн тӑванӗсене ҫав ҫыннӑн 75 оклачӗ чухлӗ тӳлӗҫ. Инвалида тухсан унӑн ушкӑнне кура 30 окладран пуҫласа 50 оклад таран парӗҫ; сусӑрлансан – 20 оклад; ҫӑмӑл суранлансан – 5 оклад. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ен те Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна ирттерӗ. Тӗп лапам Шупашкарта Мускав ҫыранӗ хӗрринче пулӗ. Акцие пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Раҫҫейри Олимп командине хавхалантарас тесен тӗп пляжа пухӑнмалла. Унта 1 ҫухрӑм дистанцие парӑнтарӗҫ. Уяв 11 сехет ҫурӑра пуҫланӗ, 11 сехет те 45 минутра, разминка хыҫҫӑн, уява савӑнӑҫлӑ-лару-тӑрура уҫӗҫ. Хӑнасем умне, сцена ҫине, Чӑваш Енри паллӑ спортсменсем, хӑвӑрт утас енӗпе палӑрнисем, тухӗҫ: Елена Николаева, Олимпиада Иванова, Владимир Андреев, Алина Иванова, Александра Деверинская. Старт 12 сехетре пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() info.sibnet.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗнче республикӑра икӗ пепке ҫут тӗнчене васкаса вилнӗ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу машининчех ҫуралнӑ. Кун пирки Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ пулӑшу медицинин Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Куславкка районӗнчен ача ҫуратма хатӗрленнӗ хӗрарӑма Шупашкара илсе килме тухнӑ чухне вӑл ҫул ҫинчех ҫӑмӑлланма пуҫланӑ. Ача машинӑрах ҫут тӗнчене килнӗ. Шурӑ халатлисем Андрей Филипповпа Алена Гаврилова машинӑна чарса хӗрарӑма пулӑшнӑ. Сывӑ хӗрача ҫуралнӑ. Улатӑр районӗнче те кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Хӗрарӑм ҫӑмӑлланма пуҫласан вӑхӑт нумай та иртмен – 5 минутран хӗрача ҫуралнӑ. Икӗ тӗслӗхре те амӑшӗсемпе ачисене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Ене Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин килсе кайрӗ. Пӗччен мар. Унпа пӗрле Раҫҫей министрӗсем те пулнӑ. Мускавран килнӗ тӳре-шара Шупашкарта икӗ ҫӗре: Чапаев ячӗллӗ савута тата «Текстильмаш» предприятие – ҫитсе курнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Мишустин премьер-министр предприятисенче вӑрах тӑман. Протокол тӑрӑх, Чапаев ячӗллӗ савутра ун коллективпа калаҫмалла пулнӑ. Цехри «Ахаль рабочисем» тесе суйланисем рабочисем пулни иккӗленӳллӗ. Вӗсем унччен республикӑн Информаци политикин министерствинче, Стройминӗнче тата ытти ведомствӑра ӗҫленӗ-мӗн. Вӗсем савутра тӑрӑшаҫҫӗ-ха. Анчах рабочи пулса тар тӑкни иккӗленӳллӗ. Андрей Иванов журналист, сӑмахран, министр ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Сергей Безрукова та «рабочисен йышӗнче» курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |