Республикӑра
![]() opni.3dn.ru сайтри сӑн Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри психоневрологи интернатӗнче пурӑнакансем кӑшӑлвируспа чирлеме пултарнӑ. Кун пирки сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ. Юпан 10-мӗшӗнче икӗ пациентка пуҫ ыратнине пӗлтернӗ, ӳт температури те хӑпарнӑ. Вӗсене изоляцие хупнӑ, ыттисене вара тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн тепӗр икӗ пациента изоляцие лартнӑ. Пӗрне компьютер томографийӗ тунӑ, унӑн ӳпки пӗр енчен 5 процент сиенленни палӑрнӑ. Унӑн ытти чир пуррипе шута илсе ӑна инфекци уйрӑмне вырттарнӑ. Ҫав каҫах тепӗр 8 пацентӑн сывлӑхӗ япӑхланнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев мерӑсем йышӑнма хушнӑ. Паян интернатра ӗҫлекен ҫынсенчен тата пациентсенчен анализ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗнче пуҫлӑх улшӑннӑ. Унӑн тивӗҫӗсене Сергей Ерофеев пурнӑҫлать, хальлӗхе ӑна ҫирӗплетмен-ха. Сергей Ерофеев Шупашкартах ҫуралса ӳснӗ. 1993-2010 ҫулсенче вӑл Етӗрне районӗнче ӗҫленӗ: пушарпа ҫӑлав отрячӗн инспекторӗ, пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ, патшалӑх пушар надзорӗн пайӗн ертӳҫи пулнӑ. Иртнӗ эрнере асӑннӑ ведомствӑна Алексей Струженков ертсе пынӑ, вӑл ку пукана кӑҫал ҫу уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Халӗ вӑл пуҫлӑхӑн пӗрремӗш ҫумӗ шутланать. Станислав Антонов ку ведомствӑна 11 ҫул ертсе пынӑ. Вӑл кӑҫал ака уйӑхӗнче ку должноҫрен кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() youtube.com сайтри сӑн Республикӑра юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран 1 ҫын ҫеҫ сывалнӑ. Чирлекенсем вара 35-ӗн пулнӑ. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ 9 пине ҫывхарать – пӗтӗмпе 8954 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 7477-шӗ сывалнӑ. Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ нумайланнӑ – 105 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Палӑртмалла: Раҫҫейре талӑкра 13592 ҫын инфекциленнӗ. Кунашкали ку таранччен пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче эвакуаци планӗсене вырнаҫтарма тытӑннӑ. Маларах ӑна хулари Ҫӗнӗ сала патӗнчи пляжра ҫакса хунӑ, халӗ – Амӑшӗн палӑкӗн ҫывӑхӗнче. Халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнсенче терроризмран хӳтӗлӗнмелли план пур. Ҫавна май эвакуаци планӗ те кирлӗ. Ҫынсен инкек-синкек сиксе тухсан ӑҫталла тармаллине, хӑш службӑна мӗнле телефон номерӗпе шӑнкӑравламаллине пӗлмелле. «Ҫыхӑнура» форумра ҫак плансен усси пирки ыйтӑм вырнаҫтарнӑ. Унта хутшӑннисен хуравӗ тӑрӑх хакласан, ҫынсен пысӑк пайӗ ун пек план уссине ӗненменни сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Эгер бульварӗпе Шумилов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта 15 ҫулти ҫамрӑк аварире шар курнӑ. Эгер бульварӗнчи 31-мӗш ҫурт патӗнче «Ладӑн» вунтӑвттӑмӗш моделӗ тата «Шкода» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тарӑх, «Лада» сулахаялла пӑрӑннӑ чухне тепӗр машинӑна ҫул паман. «Ладӑри» 15 ҫулти пассажир аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫамрӑка тухтӑрсем медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче икӗ водитель те урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() iz.ru сайтри сӑн Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кӑшӑлвируспа чирлесе сывланисен йышӗ 7476 ҫынна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе вара 8919 ҫын инфекциленнӗ. Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ ҫине-ҫинех пулнӑ: 105 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакна палӑртса хӑвармалла: юпа уйӑхӗнче республикӑра 12 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Пӗр талӑкра сывалакансен йышӗ нумай пулман – 8 ҫын каварлӑ вируса парӑнтарнӑ. Чирлекенсем вара нумайланнӑ: 33 ҫын инфекциленнӗ. Хальхи вӑхӑтра 1338 ҫын килте е пульницӑра сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forex365.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти арҫын пӗр кунта миллиона яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Вӑл ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Лешӗсем юлашки ҫулсенче анлӑ усӑ куракан ансат меслетпе улталанӑ. Ҫитмӗле ҫывхаракан ватта вӗсем банк картти ҫинчен такам укҫа вӑрласшӑн тесе ӗнентернӗ. Укҫа ют ҫын аллине ан ҫаклантӑр тесен телефон ҫине пынӑ ултӑ цифрӑран тӑракан кода калама ыйтнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм калаҫнӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Арҫын ют ҫынна смс-кода каланӑ хыҫҫӑн унӑн счечӗсенчен пӗрин ҫинчи 978 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Шупашкарти 50 ҫулти арҫын 345 тенкӗсӗр юлнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 53 ҫулти арҫын – 158 пин тенкӗсӗр. Юлашкинчен асӑннӑ тӗслӗхре телефон ҫине банк счечӗпе усӑ курмалли айсарӑм вырнаҫтарса пама шантарса улталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() yandex.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан 62 ҫулти хӗрарӑм ӗне сутас тесе улталаннӑ. Пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «туянакан» та тупӑннӑ. Вӑл хӗрарӑмӑн банкри счечӗпе кӑсӑкланнӑ, ун ҫине 40 пин тенкӗ укҫа куҫарса панине пӗлтернӗ, банкомата кайса пӑхма сӗннӗ. Хӗрарӑм шухӑша улӑштарнине каласан хайхи этем кӑмӑлсӑрланнӑ, укҫана каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Ҫулланнӑ хӗрарӑм тӑванӗсемпе канашласа та ӗлкӗреймен – лешӗ ҫине-ҫине шӑнкӑравласа укҫа тапӑннӑ. Хӗрарӑм итленӗ. Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑма та ҫавӑн пек мелпе улталама хӑтланнӑ. Анчах банк карттин реквизитне хӗрарӑм каламан. Чӑваш Ен ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тӗслӗхсемпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче «Моя планета» (чӑв. Манӑн планета) телеканалӑн ӗҫченӗсем «Студия вкусов» программа валли сюжет ӳкернӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнасем чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе райпо ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе паллаштарнӑ. Телеканалӑн сайтӗнче ку программа пирки ҫапларах хыпарланӑ: Антон Зайцев документлӑ фильма телекухньӑпа шайлаштарать. Эфира 40 ытла фильм тухнӑ. Ертӳҫӗ Вьетнамра крокодил, Австралире кенгуру тата ытти нумай ҫӗршывра тӗрлӗ апат ас тивсе пӑхнӑ. Халӗ, ав, вӑл чӑваш апатне хаклӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Вӑрнарти депутатсем район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, администраци пуҫлӑхне уҫӑ сасӑлавпа палӑртнӑ. Яваплӑ ӗҫе пурнӑҫлама Андрей Тихонова шаннӑ. Ӗҫе вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӳлӗнӗ. Андрей Владимирович – 50 ҫулта. Вӑл Вӑрнарта ҫуралнӑ. «Август» предприятин вырӑнти филиалӗнче ӗҫленӗ, «Росгосстрах» организацин районти филиалне ертсе пынӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл район администрацийӗнче пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |