Сывлӑх
![]() dez911.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвируса пула вилекенсен шучӗ пирӗн республикӑра ӳссех пырать. Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗ тӗлне илсен тата тепӗр тӑхӑр ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперативлӑ штаб мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра паян пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 12 пин те 69 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалнисен хисепӗ — 10 пин те 973 ҫын. Вилнисен йышӗ 259 ҫынна ҫитнӗ, ҫав шутран тепӗр тӑххӑрӑшӗ иртсе кайнӑ талӑкра пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чиртен асӑрханас тесен халӑх йышлӑ вырӑнта маска тӑхӑнмалла, санитарипе гигиена правилисене май килнӗ таран пӑхӑнма тӑрӑшмалла. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк районӗнче шкул автобусӗ ҫул-йӗр ҫинче аварие лекнӗ. Ку паян 15 сехет те 50 минутра Пиҫенер ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ПАЗик водителӗ руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Автобус хӑяккӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ. Авари вӑхӑтӗнче салонра ачасемпе педагог пулнӑ. Ачасем – Тавӑт шкулӗнче 2-11-мӗш классенче вӗренекенсем. Тухтӑрсен пулӑшӑвӗ водителе тата вӗрентекене кирлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта Ярославль урамӗнче тин ҫуралнӑ ача виллине тупни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ҫак тискер ӗҫе тунӑ ҫынна ҫийӗнчех шырама пуҫланӑ. Хальлӗхе йӗрке хуралҫисем тин ҫуратнӑ ачине вӗлернӗ хӗрарӑма тупайман-ха, ӑна шыраҫҫӗ. Следстви органӗсем ку ӗҫре пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Ача кӗтнӗ, пепкене ҫуратсан унран хӑтӑлма пултарнӑ хӗрарӑма пӗлетӗр-и? Кун пирки йӗрке хуралне пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Анонимлӑ пулӗ ку, сирӗн ят-шывӑра никама та каламӗҫ. Аса илтерер: следстви версийӗ тӑрӑх, амӑшӗ тин ҫуралнӑ ачине наушникпе пӑвса вӗлернӗ, унтан полиэтилен хутаҫпа чӗркенӗ те йывӑҫлӑ вырӑнта пӑрахса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Спорт-Экспресс сайтри сӑн Малашне Татьяна Акимова биатлонистка Чӑваш Ен чысне хӳтӗлемӗ. Вӑл урӑх регионшӑн тупӑшӗ. Татьяна Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командинчен тухса кайнӑ. Татьяна Акимова Тюмень облаҫӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Вячеслав Акимов акӑ мӗн каланӑ: «Сезона хатӗрленнӗ чухне пире регион пулӑшасса шаннӑччӗ. Анчах, ахӑртнех, финанс тӗлӗшӗнчен пулаймарӗ пулмалла. Хатӗрленӳ хамӑр шутран тухрӗ. Чӑваш Енре пирӗн нимӗнле услови те пулман. Республика ку сезонра пӗр тенкӗ те уйӑрман. Сборсем, экпировка, патронсем, оборудовани – йӑлтах пирӗн хулпуҫҫи ҫине выртрӗ». Вячеслав Акимов ку йышӑну ӑнсӑртран пулманнине, кун пирки тахҫанах шутланине, пысӑк регионсем спортсменсене лайӑх пулӑшнине пӗлтернӗ. Ку шухӑша тренерӗ те, Вячеславӑн ашшӗ, Анатолий Акимов ырланӑ. Ывӑлӗ уншӑн кӑна республика чысне нумай ҫул хӳтӗленӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара вӗренӳ тытӑмӗ инҫет ҫыхӑну мелӗпе анлӑ усӑ курать. Ҫак кунсенче ҫапла мелпе Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-11-мӗш касси ачисене, ҫавӑн пекех студентсене вӗрентеҫҫӗ. Уроксене педагог тӗрлӗ мелпе йӗркелеҫҫӗ: социаллӑ сетьсем урлӑ та, мессенджерсем е видеоконференцҫыхӑну валли усӑ курмалли программӑсем пулӑшнипе те. Инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентме пӗрлехи платформа ҫине куҫассине республикӑн Правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Тӳре-шара Мускавра тата Мускав облаҫӗнче усӑ куракан программӑна республикӑри пилӗк шкула тӗрӗслесе пӑхма сӗннӗ. «Хӑш платформӑпа ӗҫлессине палӑртиччен программӑна IT-специалистсем ҫеҫ мар, унпа усӑ куракан учительсемпе ачасем те хаклаччӑр», – тенӗ Чӑваш Ен вице-премьерӗ – вӗренӳ министрӗ Алла Салаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() vezdekultura.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене Чӑваш тӗррин кунӗпе саламланине влаҫ органӗен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш халӑхӗшӗн тӗрӗ яланах пысӑк мӑнаҫлӑх палли пулнӑ. Вӑл – пирӗн нацин хӑйне евӗр сӗмӗ, унӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхне, талантне, ӗҫченлӗхне сӑнарлакан мул. Ҫавна май эпир кӑҫал пирвайхи хут паллӑ тӑвакан ҫӗнӗ уявӑн хӑйӗн йӑлисем йӗркеленме те тытӑнни нимӗн чухлӗ те иккӗлентермест. Ҫав шутра – наци тумтирӗн элеменчӗсене йышпа пӗрле тӗрлени, онлайн ӑсталӑх класӗсем, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни», — ҫырнӑ саламра. «Чӑваш тӗррин кунӗ чӑваш халӑхӗн пӗрлӗхне, культура чӗрӗлӗвне, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчи йӑхташӑмӑрсен чӑмӑртанӑвне пулӑшасси пирки иккӗленместӗп», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра ҫӗнӗ уява паллӑ тӑваҫҫӗ. Аса илтерер: паян — Чӑваш тӗррин кунӗ. Ку датӑна ытахальтен суйламан. Шӑп та лӑп ҫав кун чӑваш тӗррин ӑсти Екатерин Ефремова ҫуралнӑ. Чӑваш тӗррин кунне уявланӑ май республикӑра тӗрлӗ мероприяти йӗркелерӗҫ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 17 сехетре савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ. Республикӑра тӗрлӗ акци пуҫарнине палӑртмалла. Сӑмахран, чӑваш тумӗпе ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗксене, чӳречене чӑваш тӗррипе илемлетнине тата ыттине тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарчӗҫ. Кӑшӑлвирус саманинче чӑваш тӗрриллӗ маскӑсемлӗ ҫынсене те тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче асӑрхама май килчӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин ӗҫченӗсем республика шайӗнчи флешмоба хутшӑнса ӗҫе паян чӑваш тӗрриллӗ маскӑпа пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Эсир юлашки вӑхӑтра Инстаграма кӗнӗ-и? Грузинсем чӑваш юррине шӑрантарнине курнӑ-и? «Браво Метехи» ушкӑн ӳкернӗ видеона нумай ҫын курнӑ ӗнтӗ. Ултӑ солист, грузинсем, гитара каласа «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра юрлаҫҫӗ. «Чӑваш халӑхне грузинсенчен салам!» тесе пуҫлаҫҫӗ видеоролике. Сӑмах май, ҫак ушкӑн белорусла та, еврейла та юрлать. «Браво Метехи» ушкӑн Грузире 2004 ҫулта йӗркеленнӗ. Хӑйсен ҫӗршывӗнче вӗсене юратаҫҫӗ. 2014 ҫулта солистсем хӑйсен пӗрремӗш альбомне кӑларнӑ. Пӗлтӗр вара пӗрремӗш хутчен вырӑсла юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() kultura.krasnodar.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнма хистенине ӑнланма пулать темелле. Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн артисчӗсене ӗнер пӗр хушупа паллаштарнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пӳлӗмре маскӑпа ҫеҫ ҫӳремелле, кулиса хыҫӗнче театр ӗҫченӗсен тӑван-пӗтенӗ е пӗлӗш-таврашӗ пулмалла мар иккен. Ку хыпара Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ӗнер тӗлӗнсе пӗлтернӗ. Журналист ҫырнӑ тӑрӑх, тепӗр 10 кунран театрта премьера тухмалла. Анчах репетицие маска чӑмласа ирттерме тивет-тӗр тесе ҫырнӑ пост авторӗ. Хушупа паллашни ҫинчен артистсем алӑ пусма килӗшмен иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Мускаври виҫӗ троллейбуса Шупашкара илсе килӗҫ. Кун пирки Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Андрей Васильев Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Паян троллейбуссене платформа ҫине тиенӗ, пирӗн республикӑна илсе килме хатӗрленӗ. Вӗсене илсе килмешкӗн 1,52 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Анчах хака 539,5 пин тенкӗ таран чакарма май килнӗ. Мускавран илсе килекен троллейбуссем автономлӑ мелпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |