Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш ҫыннишӗн сасӑлама ыйтаҫҫӗ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 06.02.2022 07:11 | 823 хут пӑхнӑ
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Героям – быть!» (чӑв. Паттӑрсем пулмалла!) пӗтӗм ҫӗршыври проекта Чӑваш Енри ҫын та хутшӑнать.

Асӑннӑ проект социаллӑ яваплӑ ҫынсемпе паллаштарать. Проект йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыври ҫӗршер пин ҫын машина тӑвас, металлурги, энергетика, нефтехими, йывӑр промышленноҫӑн ытти отраслӗнче тӑрӑшать. Кӑткӑс та яваплӑ ӗҫре вӑй хуракан ҫав ҫынсем йывӑр смена тата ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн нимеҫӗ пулса тӗрлӗ енӗпе тимлеҫҫӗ. Ҫав йышра Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗн директорӗ Альберт Сергеев та вӑл. Проекта вӑл «Оберегая планету» (чӑв. Планетӑна сыхласа) номинацире хутшӑнать.

Альберт Николаевич тӑван тӑрӑхӗшӗн, Элӗк районӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗшӗн, тӑрӑшать. Вӑл унти чылай вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ. Черетре — Атӑк ҫӑлӗ. Ялти хастарсемпе энтузиаст ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ.

Альберта Сергеевшӑн ҫак каҫӑпа https://clck.ru/aruR5 сасӑламалла. Ҫак ӗҫе нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗччен туса ӗлкӗрмелле.

#музейсем, #конкурссем, #культура, #ҫутҫанталӑк, #Элӗк районӗ, #Анаткас Татмӑш, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Владимир Агеевӑн куравӗ уҫӑлнӑ
2021, 07, 22
Музей ертӳҫи пулма кадр резервне хатӗрлеҫҫӗ
2021, 08, 02
Чи лайӑх культура ӗҫченӗсемпе учрежденийӗсене палӑртӗҫ
2021, 10, 05
«Чӑваш тумӗн азбуки» конкурсра ҫӗнтернӗ
2021, 11, 29
Сӑр хӳтӗлев чикки пирки ӳкернӗ чи лайӑх мультфильма суйлӗҫ
2021, 12, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org