Сывлӑх
![]() Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн)3 халӑх фрончӗ Пӗтӗм тӗнчери сусӑр ҫынсен кунӗ тӗлне «Доступная среда» (чӑв. Хӑтлӑ хутлӑх) тест йӗркелӗ. Проекта аслӑ шкулсенче тата шкулсенче вӗренекенсем, обществӑлла апатлану предприятийӗсенче ӗҫлекенсем, йла пулӑшӑвне кӳрекенсем, регионсенчи тата муниципалитетсенчи влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрествинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тест сусӑрсен тӗлӗшпе тимлӗрех пулмаллине аса илтерме тивӗҫ. Теста хутшӑнас тесен https://edu.rirportal.ru/total-test-2020/ каҫӑпа иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Станислав Юхтар Станислав Юхтар художник 60 ҫул тултарнине, шел те, каярах юлса пӗлтӗмӗр. Ку пулӑм ҫинчен «Тӑван Атӑл» журналта Арсений Тарасов журналист тата драматург ҫырса пӗлтернӗ. «Хӑй утса ҫӳрекен ҫӗр чӑмӑрӗ ӑна хӗвел тавра 60 хут ҫавӑрттарса вӗҫӗ-хӗррисӗр галактикӑна кӑтартать. Станислав Николаевичӑн хӑйӗн галактики пур, вӑл — чӑваш тӗнчи. 60 ҫул ҫав тӗнчен сывлӑшӗпе сывлать, ҫав тӗнчен юрри-кӗввине итлесе киленет, Митта Ваҫлейӗ: «Эпӗ чӑвашла калаҫнӑ чухне чунпа канатӑп», — тенӗ пек тӑван чӑвашсемпе тӑван чӗлхепе 60 ҫул калаҫса чунпа канать», — ӑшшӑн паллаштарнӑ пултаруллӑ ҫыравҫӑ. «Пирӗнешкел ытти ҫын пекех темелле. Анчах вӑл сывлакан сывлӑш та, вӑл илтекен юрӑ-ҫемӗ те, калаҫӑвӗ те пирӗннинчен, хальхинчен, урӑхларах пулнӑн туйӑнать, мӗншӗн тесен Юхтарӑн чӑваш тӗнчи — сӗм-сӗм ӗмӗрсем каяллахи чӑваш йӑхӗсен тӗнчи», — малалла тӑснӑ сӑмахне Арсений Тарасов. Станислав Юхтар Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче 1960 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ, унтах тӗпленсе пурӑнать. Вӑл – график, живописҫӑ, Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн Николай Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» спектаклӗ Ача-пӑчан пӗтӗм тӗнчери пысӑк фестивалӗнче лауреат ятне тивӗҫнӗ. Унӑн режиссерӗ – Мускаври Владимир Беляйкин режиссер. Фестивальте чӑваш спектаклӗ «Чи лайӑх музыка спектаклӗ» номинацире ҫӗнтернӗ. Фестивальти ӗҫсене Мускаври кӗпӗрне театрӗнче ӗнер пӗтӗмлетнӗ. Ку мероприятие асӑннӑ театрӑн илемлӗх ертӳҫи – Раҫҫей халӑх артисчӗ Сергей Безруков йӗркеленӗ. Фестивале вӑл 2018 ҫулта пуҫарнӑ. Фестивале тӑратнӑ ӗҫсене 6-16 ҫулсенчи ачасенчен тӑракан тӳресем хакланӑ. Вӗсем — актер студийӗсене ҫӳрекенскерсем, музыкантсем, спорстменсем, пӗтӗм ҫӗршыври Олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисем. Фестивале хупни ҫинчен хатӗрленӗ репортаж «Пӗрремӗш канал» телеканалпа паян ирхине «Доброе утро» (чӑв. Ырӑ ир) кӑларӑм эфирӗнче пулчӗ. Унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑскен театрӗн директорӗ Елена Николаевӑна тата «Шинель» спектаклӗн режиссерне Владимир Беляйкина кӑтартрӗҫ. Режиссер чӑваш артисчӗсемпе ӗҫлеме питӗ килӗшнине пӗлтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Геннадий Исаев (1925-2007) художник ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ. Куравра художникӑн 100 ытла живопиҫӗпе паллаштарӗҫ. Вӑл шутра музей фондӗнче, художникӑн ҫемйинче, уйрӑм ҫынсен архивӗнче упранакан ӗҫсем пулӗҫ. Вӗсене «Зима в Чувашии» (чӑв****. Чӑваш Енри хӗл) темӑпа пухнӑ. Курава пыракансем Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ, Пайтирек, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ял ҫывӑхӗнчи, Атӑл тӑрӑхӗнчи илемпе паллашайӗҫ. Художник хӗллехи вӑхӑта хӑйӗн ӳкерчӗкӗсенче «кичемлӗх», «шӑплӑх», «хӑтлӑх» тесе палӑртнӑ. Ҫук, хурласа мар, хӗллехи асмлӑха юратса. Курава йӗркелекенӗ — музейӑн тӗп управҫи Георгий Исаев. Геннадий Исаев 1925 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗчи Аксарин ялӗнче ҫуралнӑ, 2007 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкрати художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. Шупашкар районӗнчи Ишлейри, Сӗнтӗрвӗрри районӗнчи Октябрьскинчи шкулсенче, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри шкул-интернатра рисовани, черчени тата ӗҫ урокӗсен учителӗнче ӗҫленӗ. Тӗрлӗ курав хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче инҫет мелӗпе усӑ курса Аслӑ Британи Королевствин Лондонри ал ӗҫ шкулӗпе ҫыхӑннӑ. Телеҫыхӑнӑва ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Аслӑ Британи Королевин тӗрӗ шкулӗн ертӳҫи Сьюзан Кей-Виллиамс доктор, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова, Пресс-службӑн управленийӗн пуҫлӑхӗ Валентина Алексеева хутшӑннӑ. Аслӑ Британи тӗрӗ шкулне 1872 ҫултах йӗркеленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра Чӑваш тӗррин кунне туса хуни пирки пӗлтернӗ, тӑван халӑхӑмӑрӑн пуянлӑхӗнчен пӗрне аталантарас тесе ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Аслӑ Британири шкула Чӑваш Ен чӑваш тӗррипе паллаштаракан кӗнеке, Константин Ивановӑн хайлавӗсене виҫӗ чӗлхепе куҫарнӑ кӑларӑма парнеленӗ, Сьюзан Кей-Виллиамс 15-мӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи куна ҫитнӗ тӗрӗ ҫӗввисен пуххине Шупашкара ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ тинех хӑйӗн кулленхи хӑвӑртлӑхпа ӗҫлес йӗркелене куҫрӗ — чӳк уйӑхӗнче эпир 37 пин те 327 мӑшӑр хушма пултартӑмӑр. Ҫапла май пӗтӗмӗшле йыша 621 пин те 051 таран ҫитертӗмӗр. Тата ҫирӗп пине яхӑн хушсан кӑҫалхи план пирӗн тулӗ те. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 239 пин те 155 мӑшӑр пулнине шута илсен, ҫак чикӗ урлӑ каҫӑттӑмӑр пулсан кӑҫал 400 пин тунӑ пулӑттӑмӑр. Килес ҫул та ҫавнашкалах хастар ӗҫлесен ҫулталӑк вӗҫне йыша 1 миллиона ҫитерме пулӗччӗ. Анчах ку хальлӗхе малашнехи плансем кӑна-ха. Малалла текстсемпе йывӑртарах пулӗ тесе шутлатпӑр — тем тесен те куҫарусем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, алӑпа куҫарса вара ҫав хӑвӑртлӑхах тытса пыма ҫӑмӑлах мар. Курӑпӑр! Иртнӗ уйӑхра эпир Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑрне» мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр, ҫавӑн пекех тахҫантанпах тӑсӑлса пыракан Геннадий Фишӑн «Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни» повеҫпе ӗҫе вӗҫлерӗмӗр, ытти интереслӗ хайлавсене мӑшӑрларӑмӑр: «Гангут патӗнчи ҫапӑҫу» повесть (Пӗрремӗш Петӗр патша пирки вӑл), «Хӑвна мӗнле тытмалла» кӗнеке, «Ҫӑлтӑр карапӗсем» фантастикӑллӑ повесть, Евгений Герасимовӑн «Щорсӗ» тата ыттисем те. Малалла ӗҫлемелли хайлавсем: Леонид Жариковӑн «Хастар тусӑм ҫинчен», Василий Смирновӑн «Саша Чекалин» повеҫӗ, Валентина Осеева хайланӑ «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем» повеҫӗн иккӗмӗш кӗнеки, Жюль Вернан «Вунпиллӗк ҫулхи капитанӗ» тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Эпир — Чӑваш республикин тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем, яланах Шупашкар хулине, ӑна хисеплесе, «Шупашкар» — тетпӗр. Пирӗн патри чӑвашсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне ҫак шӗкӗр хула ҫинчен «Чебоксары» — тесе каланине илтмен. Ытти халӑхсен ҫыннисемпе калаҫнӑ чухне ҫеҫ «Чебоксары» — тетпӗр. Ма «Шупашкар» — тетпӗр-ха? Мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн — Чӑваш республикин шӗкӗр хули. Пирӗн уйпа, ҫак хулара чӑваш чӗлхи янраса тӑмалла пек, унти тӳре-шарасем те, пуҫлӑхсем те, ахаль ҫынсем те пурте пӗр-пӗринпе чӑвашла калаҫмалла пек. Сӑмахран, пирӗн Пушкӑрт республикинче пушкӑртла калаҫнӑ пек. Е Тутар республикинче тутарла калаҫнӑ пек. Шупашкар урамӗсемпе утса пынӑ чухне эпӗ яланах хама Ӗпхӳ е Пушкӑртри ытти хуласен урамӗсемпе утса пынӑ пек туятӑп. Мӗншӗн тесен, Шупашкар урамӗсенче те Ӗпхӳри, Ҫтерлӗри е Мелевӗсри кӗре сӑн-питлӗ тутар-пушкӑртсем пекех кӗре сӑн-питлӗ ҫынсем васкавлӑн хӑйсен ӗҫӗсемпе утаҫҫӗ, ҫӳреҫҫӗ, тӗрлӗ магазинсемпе организацисенче ӗҫлеҫҫӗ. Ку ҫынсем- пирӗн чӑвашсем иккенне ӑнланатӑн! Мӗншӗн тесен, вӗсен ҫамкисем ҫине, пирӗн авалтан килекен генсем, ҫуралнӑ-ҫуралманах, чӑвашсем иккенне палӑртса ҫырса хунӑ-ҫке. |
Пӑтӑрмахсем
![]() orenburzhie.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле хулинче урамра ҫутӑ хунарӗ вырнаҫтарассишӗн прокуратурӑн икӗ хутчен тӗрӗслев ирттерме тивнӗ. Малтан пӗрре тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хулари тӳре-шара ячӗпе хут ҫырнӑ-ха. Унтисем надзор органне вӑрах кӗттермен. Хуравланӑ. Унта ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне явап тыттарнине, урамра ҫутӑ хунарӗ вырнаҫтарнине ӗнентернӗ. Сӑмах, хулари Володарский урамӗнчи 27-мӗш ҫуртпа Урицкий урамӗнчи 27-мӗш ҫуртсем хушшинчи тӑкӑрлӑк пирки пынӑ. Тӳре-шара хуравланӑ хыҫҫӑн прокуратура тепӗр хутчен тӗрӗсленӗ, анчах хунар ҫуккине асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн суда тавӑҫпа тухнӑ. Вырӑнтисем тинех хускалнӑ. Суд йышӑну кӑларасса кӗтсе тӑман — урамри ҫутӑ хунарӗсем ӗҫлесе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() jkh.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳри нумай хваттерлӗ ҫурта республика хысни шучӗпе юсӗҫ. Кун пек йышӑнӑва республикӑн Правительствин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унта республика бюджетӗнчен Ҫӗрпӳ район администрацине трансферт уйӑрас пирки каланӑ. Укҫана республика Правительствин резерв фондӗнчен уйӑрма палӑртнӑ. Укҫа Ҫӗрпӳри Никитин урамӗнчи 10-мӗш ҫуртӑн стенисене ҫирӗплетме кайӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурта 1990 ҫулта тунӑ. Вӑл пилӗк хутлӑ. Унӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ – 4487.50 тӑваткал метр. Нумай хваттерлӗ ҫурта «Мой дом» управляющи компани 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе тытса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Республикӑна шартлама сивӗ ҫанталӑк килет. Ыран ҫӗрле 12 градус таран сивӗтӗ. Сивӗтет кӑна мар, ҫил те вӑйланать. Юнкун ҫил кӑштах лӑпланӗ. Анчах ҫӗрлесерен сывлӑш самаях сивӗнӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле 20 градус таранах сивӗтме пултарӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта – тата сивӗрех. Канмалли кунсенче уяр та сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Кунашкал ҫанталӑк раштавӑн 10-мӗшӗчченех тӑма пултарӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 10 кунра нормӑран 4 градус сивӗрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |