Сывлӑх
![]() progorodsamara.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре паян тепӗр 7 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен 356 ҫыннӑн пурнӑҫӗ вируса пула вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне 13916 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 12539-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 132 ҫын чирленӗ, 45 ҫын кӑна сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 1021 ҫын килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Сӑмах май, оперативлӑ штаб ларӑвӗнче техникумсемпе колледжсенче ӑс пухакансене дистанционкӑран кӑларма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен маршрутсем ҫинче Ҫӗнӗ ҫултан билет хакне хӑпартма палӑртаҫҫӗ. Асӑннӑ маршрутпа турттаракансем ӗҫлеме тӑкаклӑ тесе пӑшӑрханнине республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр хуларан теприне ҫӳрекенсем транспорт сайра ҫӳрени пирки самай пӑшӑрханчӗҫ. Яваплӑ специалистсем маршрутсем ҫине миҫе транспорт тухнине, вӗсем мӗн вӑхӑтра хутланине тӗрӗслерӗҫ. «Маршруткӑсен» йышӗ сахалли, ҫавна пула транспорт сайра ҫӳрени палӑрсан вӗсен хуҫисем билет хакӗ йӳнӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Халӗ 331-мӗш эмаршрутри транспорт салонӗсенче пӗлтерӳсем ҫакнӑ. Унта 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн аллӑн укҫа тӳлесен билет хакӗ 32 тенкӗ, ЕТКпа татӑлсан 30 тенкӗ пулас пирки асӑрхаттарнӑ. Халӗ билет хакӗ аллӑн укҫан е карттӑпа тӳленине кура — 26 тата 25 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() СССР наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ, тюрколог, паллӑ ӑсчах, 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ Николай Ашмарин (1870–1933) ҫуралнӑранпа кӑҫал 150 ҫул тултарнӑ. Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии» кӗнеке пичетленнӗ. Кӗнеке тӑватӑ пайран тӑрать. Унта ӑсчахӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсене тишкерсе хак панӑ. Николай Ашмарин, маларах каларӑмӑр, 17 томлӑ словаре пухса хатӗрленӗ. Чӑваш ӑслӑлӑхӗ ун пек калӑпӑшлӑ ӗҫе курман. Словарь 56 633 сӑмахран тӑрать. Унччен ҫав цифрӑна 40 пин тесе каланӑ. «Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии» монографи — «Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» ярӑмӑн тӑсӑмӗ. Кӗнекен авторӗсем – Э.Е. Лебедев, В.Г. Родионов, И.П. Семёнова, Е.В. Касимов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" сайтри сӑн Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Чӑваш Енри паллӑ бизнесмен тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Аса илтерер: Владимир Ермолаева пысӑк виҫепе налук тӳлеменшӗн айӑплатчӗҫ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014-2016 ҫулсенче, Владимир Ермолаев «СУОР» ертӳҫи пулнӑ чухне, 107 миллион тенкӗ налук тӳлемен. Ҫав ҫулсенче вӑл декларацисене суя цифрӑсем пӗлтернӗ. Судра Ермолаев айӑпне йышӑнман, патшалӑха кӳнӗ тӑкака саплаштарман. Прокуратура куншӑн ӑна колоние яма ыйтнӑ. Суд ҫакна шута илсе усламҫа пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Владимир Ермолаева суд залӗнчех арестленӗ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен. Сӑмах май, Ермолаев тӗлӗшпе унччен те темиҫе хутчен пуҫиле пуҫарнӑ. Анчах вӑл кашнинчех штраф тӳленипе кӑна хӑтӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче Чӑваш Енре, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 2 пин ытларах вилнӗ. Ку енӗпе пирӗн республика Атӑлҫи федераци округӗнче виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнать. Каҫалхи 10 уйӑхра республикӑра 14880 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ку 2083 /16,3 процент/ ҫын ытларах. Ҫуралакансем те сахалрах пулнӑ. Кӑҫал 380 ача сахалрах ҫут тӗнчене килнӗ. Пӗлтӗр ку тапхӑрта 9774 ача ҫуралнӑ тӑк кӑҫал – 9394 пепке. Ҫапла майпа пирӗн республикӑра халӑх шучӗ 5486 ҫын чакнӑ. Ҫулталӑк каялла ку кӑтарту 3023 ҫынпа танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри Первомайски урамӗнчи лавккаран Ҫӗнӗ ҫулхи 4 парне ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, вӑл касса ещӗкне те йӑкӑртнӑ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл - Кӳкеҫре пурӑнакан 32 ҫулти арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ вӑрланӑ япаласене каялла тавӑрса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак арҫынна тухса ҫӳреме юраманни пирки расписка ҫыртарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юлашки темиҫе эрнере пирӗн республикӑра аслӑ шкулсенче тата ятарлӑ пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем килте вӗреннӗччӗ. Халӗ техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсен хушшинче чирлекенсем палӑрмаллах сахалланнине палӑртаҫҫӗ. Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекеноперштабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах илнӗ. Вӑл виҫӗ студентпа икӗ преподаватель ҫеҫ чирленине пӗлтернӗ. Вӗсем хутшӑннӑ ҫынсен йышӗ — 50-ран ытла мар. Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан заведенисенче ҫамрӑксене куҫӑн мар вӗрентме тытӑнасшӑн. Анчах маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Студентсен те, педагогсен те. Аслӑ шкулсенчи студентсен хальлӗхе дистанци мелӗпех вӗренме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() m.progorodsamara.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем банкра 150 миллиард тенкӗ ытла упраҫҫӗ. Кун пирки Наци банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен уйрӑм ҫын вклачӗсен виҫи пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 13,2 процент тӳснӗ. Ҫапла вара банкра тытакан укҫа виҫи 153 миллиард тенке ҫитнӗ. Пиӗн республикӑра пурӑнакансем Раҫҫейрисем пекех — укҫана тенкӗпе упрама кӑмӑллаҫҫӗ. Банка хунӑ «кӗмӗлрен» тенкӗллӗ вклад виҫи — 91,8 процент. Банкри укҫана 1,4 миллион тенкӗ таран страхлаҫҫӗ. Ҫапах та вӑл е ку кредит учрежденине суйличчен банкӑн лицензи пуррипе-ҫуккипе кӑсӑкланмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри артистсем хӗвеллӗ Грузие юрӑ саламӗ ӑсатнӑ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче Грузири «Bravo Metekhi» ушкӑн «Вӗҫ-вӗҫ, куккук» юрра ҫырса илнине Инстаграмра вырнаҫтарнӑччӗ. Вӑл унтан тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ушкӑна, тӗрлӗ ҫын страницине, сарӑлчӗ. Грузинсем шӑрантарнине чӑвашсем ӑшшӑн йышӑнчӗҫ, вӗсене тав туса ҫырчӗҫ. «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра пирӗн халӑх питӗ юратать, ӑна эпир пурте пӗлекен мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗ Андриян Николаев космонавт та килӗштернӗ. «Article» вокал ушкӑнӗ (вӑл та арҫынсенчен тӑрать) Вахтанг Кикабидзен «Чито-гврито» юррине (пирӗнтен чылайӑшӗ ӑна «Мимино» фильм тӑрӑх пӗлет) шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн паянхи черетлӗ ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская коронавируспа чирлекенсен шучӗ ачасен хушшинче икӗ процент чакнине, 30-59 ҫулсенчи ҫынсен хушшинче ӳсме тытӑннине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ яланхиллех Шупашкарта пысӑк пулин те ҫак хисеп юлашки вӑхӑтра кӑштах чакнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӳссе кайнӑ. Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Алексей Кочнев ку эрнере 52 тӗслӗхе шута илнине асӑнса хӑварнӑ. Кил хуҫисем нумаях пулмасть Мускавран ӗҫлесе таврӑннӑ иккен. Хӗрлӗ Чутай районӗнче шута илнӗ 22 тӗслӗхрен 10-шӗ — ватӑ ҫынсем. «Чирленисенчен 6-шне стационара вырттарнӑ, ыттисем килтех сипленеҫҫӗ», — тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Иван Михопаров. Оперштаб ларӑвӗнче Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи тӑрӑма та тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |