Хулара
![]() ok.ru сайтри сан Шупашкарти Ашмарин урамӗнче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «Фольксваген Поло» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ларнӑ арҫын ӳсӗр пулнӑ. Инспекторсем водитель правине тӗрӗсленӗ – суя иккен. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна суд тунӑ. Судра хайхискер йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Вӑл автошкулта вӗреннӗ, анчах экзамен тытайман. 2015 ҫулта хайхискер интернетра палламан ҫынран права туяннӑ. Вӑл ӑна хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне, даннайӗсене ярса панӑ. Правана кайран почтӑпа ярса панӑ. Арҫын айӑне йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 4 уйӑхлӑха янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Алькеш поселокӗнчи Роза Люксембург урамӗнче ача пахчи тума палӑртнӑ. Унта 160 ача валли вырӑн пулӗ. Ача пахчинче 2 уйӑхри ачасенчен пуҫласа 7 ҫулти шӑпӑрлансем ҫурӗҫ. Вӗсем валли 8 ушкӑн йӗркелӗҫ. Виҫӗ ушкӑн – чи пӗчӗккисем валли, ыттисем 3-7 ҫулсенчи ачасем валли пулӗҫ. Ача пахчинче апат-ҫимеҫ блокӗ, бассейн, музыка тата вӑй-хал культурин залӗсем, психолог тата логопед пӳлӗмӗсем, компьютер класӗ пулӗҫ. Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн ҫурта 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() krasota.pskovlive.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Ҫавна май тухтӑрсен ӗҫӗ кунра-кун йывӑрланать. Йывӑр лару-тӑрура вӗсене пулас медиксем, студентсем, пулӑшӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсене аслӑ шкулта е колледжра аслӑ курссенче вӗренекен студент-медиксем пулӑшӗҫ. Халӗ республикӑра нимеҫӗсен штабӗсене те йӗркеленӗ. Нимеҫӗсем тухтӑрсем валли транспорт хатӑрлеҫҫӗ, пациентсем патне шӑнкӑравлаҫҫӗ, эмелсем илсе ҫитереҫҫӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ӑс пухакан 70-е яхӑн студент тухтӑрсене «хӗрлӗ зонӑра» пулӑшма пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу бригадисенче те ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти медицина колледжӗн 50-а яхӑн студенчӗ поликлиникӑсенче медсестрасене пулӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта Богданкӑра авари пулнӑ: машина хир сысни ҫине пырса кӗнӗ. Чӗрчун вилнӗ, машина та самаях сиенленнӗ. Авари Богданкӑран М-7 ҫул ҫине тухнӑ ҫӗрте 20 сехет те 10 минутра пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, аварие икӗ машина лекнӗ: «Форд» тата «Шевроле». «Фодӑн» малти пайӗ вӑйлах сиенленнӗ, малти бампер арканнӑ. Унӑн рулӗ умӗнче хӗрарӑм ларнӑ. Телее, вӑл аманман. Хир сысни вара тӳрех вилнӗ. Вӑл малтан пӗр машина айне кӗрсе кайнӑ, унтан – теприн айне. Унӑн вили ҫул айккинче выртнӑ. Хир сысни самаях пысӑк пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() РБК тунӑ сӑн Раҫҫейре килте кӑшӑлвирусран амбулатори мелӗпе сипленекенсем валли резерв фондӗнчен 5 миллиард ытла тенкӗ уйӑраҫҫӗ. Ку укҫана килте сипленекен пациентсем валли тӳлевсӗр эмел пама уйӑраҫҫӗ. Пульницӑра выртман ҫынсен чирӗ шала ан кайтӑр тесе сипленмелли схема палӑртаҫҫӗ. Тухтӑр ҫырса панӑ эмелсене тӳлевсӗрех илме май пур. Ҫапла Раҫҫейре 640500 пациент тӳлевсӗр эмелсене тивӗҫмелле. Михаил Мишустин премьер-министр резерв фондӗнчи укҫа-тенке регионсене кӗске вӑхӑтра ҫитерме хушнӑ. Чӑваш Ене 45 миллион та 829 пин те 500 тенкӗ килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() poisknews.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран кашни кунах вилеҫҫӗ. 15 кунра 42 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ӗнер ав каллех вилнӗ – 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫапла ку таранччен 155 ҫын вируса парӑнтарайман. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 10074 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 8554-шӗ сывалнӑ. Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне республикӑра 1365 пациент пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе сипленнине шута илнӗ. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-пе танлашать. Сӑмах май, малашне пульницӑран кӑшӑлвирус анализӗ «минус» паллӑпа килмесӗрех киле ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче онлайн йышӑну пӳлӗмӗсем ирттерессине пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗнче шкулсенче иккӗмӗш чӗрӗк пуҫланӗ. Ашшӗ-амӑшне тата ачасене темӗн те кӑсӑклантарать: шкулта епле графикпа вӗрентесси, ача пахчисем епле ӗҫлесси, техникумсен студенчӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентмӗҫ-и... Ҫак ыйтусене Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — вӗренӳ министрӗ Алла Салаева чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хуравлӗ. Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехетре Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Виктор Кочетков ҫынсен ыйтӑвне хуравлӗ. Унпа ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ самантсене хускатма май килӗ. Тӗнче тетелӗнчи эпир маларах асӑннӑ ушкӑнра ыйтусене халех йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер пирӗн республикӑра 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене тата чӗрепе юн тымарӗсен, ҫавӑн пекех сывлӑш ҫулӗсен чирӗсемпе нушаланакансене килте ларма сӗнекен хушу кӑларчӗҫ. Аса илтерер: асӑннӑ категорие кӗрекенсен пульницӑна е аптекӑна каймалла, суд органӗсене е лавккана ҫитсе килмелле пулсан, йытӑ уҫӑлтарма, физкультурӑна тата зарядка тума ҫеҫ урама тухмалла. Ӗҫе каякан ватӑсене те ҫул ҫӳреме чармӗҫ. Ҫавна май пирӗн республикӑра «Эпир пӗрле» нимеҫӗсен штабӗ ӗҫе пуҫӑнассине пӗлтернӗ. Вӗсен йышне кӗме никама та чармаҫҫӗ. Ӳрӗклӗх тата ырӑ кӑмӑл ҫеҫ кирлӗ . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарти «Юман» дружини чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Мускава тухса кайӗ. Следж-хоккей командине ҫӳрекен маттур ачасем Мускаври тантӑшӗсемпе ӑмӑртӗҫ. Унччен вӗсем апла тупӑшӑва хутшӑнса курман. Тӗрӗссипе, ачасен кун пек ушкӑнӗсем те сахал. Следж-хоккей команди пирӗн ҫӗршывра иккӗ кӑна: пӗри — Мускавра, тепри — Чӑваш Енре. «Юман» ушкӑна «Это чудо» (чӑв. Ку вӑл тӗлӗнтермӗш) ыр кӑмӑллӑх фончӗ йӗркеленӗ. Занятисем Чӑваш кадет корпусӗ ҫумӗнчи Регионти хоккей центрӗнче иртеҫҫӗ. Унта 8 ҫултан пуҫласа 15 ҫула ҫитичченхи ачасем ҫӳреҫҫӗ. Ушкӑнӑн тӗп тренерӗ Александр Ларионов каланӑ тӑрӑх, следж-хоккей пайташӗсен шайби пысӑкрах, ун варринче сасӑ кӑларакан 8 шар пур. Ӑна хоккеистсем илтчӗр тесе ҫапла тунӑ. Тренер шӑхличӗ те тӗрлӗрен. Пӗри шайба зонӑна лексен шӑхӑрмалли, тепри хапхаҫӑна шайбӑран хӳтӗленмеллине систерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ӗҫ тата кадрсем шыракан hh.ru сайтӑн тӗпчев служби Чӑваш Ен ҫыннисем урӑх региона тухса кайма хатӗррине тӗпченӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 35 проценчӗ ют ҫӗре кайма хатӗр, 40 проценчӗ кун пирки шухӑшлать. 19 проценчӗ ҫеҫ тӑван кӗтесрех юласшӑн. Ыйтӑма хутшӑннӑ Чӑваш Ен ҫыннисенчен 24 проценчӗ Мускава пысӑк шалу, Краснодар тӑрӑхне лайӑх климӑт, Питӗре хӑтлӑ хула шыраса каяс кӑмӑллӑ. Пирӗн республика ҫыннисене ҫавӑн пекех Ленинград облаҫӗ (7%), Мускав облаҫӗ (6%), Крым (5%), Калининград облаҫӗ (4%), Тутарстан (2%), Тӗмен облаҫӗ (1%), Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗ (1%) илӗртеҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |