Республикӑра тата тепӗр ҫын ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ пӑртан шар курнӑ. Хальхинче пӑтӑрмах Канаш хулинче пулнӑ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Канашра урамра утса пынӑ чухне 1990 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ҫине ҫурт тӑрринчен пӑр катӑкӗ йӑтӑнса аннӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, ҫав ҫурта хӑш компани пахса тӑнине, юртан, пӑртан мӗншӗн тасатманнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти Анисимов урамӗнче 1955 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм ҫине пӑр катӑкӗ йӑтӑнса анни пирки хыпарланӑччӗ. Вал пульницӑна кайса пулӑшу ыйтнӑ. Юрать, темех пулман, ҫав кунах киле янӑ.