Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Александр Ефремова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе ирӗкрен хӑтармасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Унсӑр пуҫне унӑн патшалӑх органӗсенче ҫитес 2 ҫулта ӗҫлеме юрамӗ. Вӑл патшалӑха тӑкак кӳнӗ тесе ӑна 21 миллион тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, Александр Ефремов министрӑн пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗччен Шӑмӑршӑ районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗнче 3,6 гектар ҫинче вӑрман касма ирӗк панӑ. Вӑл вӑрман ҫӗр ҫийӗннинчен сыхлаканскер пулнӑ, ҫав лаптӑкри йывӑҫсене калӑпӑшӗпех касма юраман. Сӑр юханшывӗ хӗрринче хӑйӑр кӑларма та вӑлах ирӗк панӑ.