Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Министрпа унӑн ҫумне ҫирӗплетнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 01.09.2021 09:51 | 1798 хут пӑхнӑ
Политика
Эмир Бедертдинов.  pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Эмир Бедертдинов. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑнусем пулса иртнӗ.

Чӑваш Республикин Конституцийӗн 72-мӗш статйин 6-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ пулма Эмир Бедертдинова ҫирӗплетнӗ. Эмир Нуртдиновича министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче шаннӑччӗ.

Эмир Бедертдинов Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Мари Элти политехника институтӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӑсчах степенӗ пур. Вӑл — техника наукисен кандидачӗ. 2016 ҫулччен Мари Элта тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Кайран Мари Элта Вӑрманпа усӑ куракансен союзӗн директорӗнче ӗҫленӗ.

Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ пулма вара Елена Дымзӑна ҫирӗплетнӗ.

#Патӑрьел районӗ, #ӗҫ вырӑнӗсем, #политика, #Ҫутҫанталӑк министерстви, #тӳре-шара, #хушусем, #Тутар Тимеш

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1047-3769
2021.09.01 15:44
Agabazar
Кун пек чухне ӑсчах темеҫҫӗ.
Agabazar // 1047-3769
2021.09.01 23:43
Agabazar
Пуçлăхĕ чăваш мар. Унăн çумĕ те пулин чăваш мар-ши вара?
ЛЕШКУКША // 1852.53.5089
2021.09.02 08:38
Хӳтёлеме е ҫаратма килнё-и ... Ырра пулсанччё!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем