Сывлӑх
![]() gztslovo.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра тепӗр 6 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вируса пула 391 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 14697 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 13121-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 128-ӑн чирленӗ. 98 ҫын чире парӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1185 ҫын кӑшӑлвирусран килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Аса илтерер: нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телекурава панӑ интервьюра кӑшӑлвирусран прививка тума хирӗҫ пулманни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ятне 87 430 хутчен асӑннӑ. Раҫҫейӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑннин медиарейтингӗнче Олег Николаев 39-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку кӑтартусене «Медиалогия» тӗпчев компанийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Танлаштарӑма хатӗрленӗ чух ҫӗршыври 60 пин ытла МИХра: телекуравра, радиора, хаҫатсемпе интернет-кӑларӑмсенче хыпарланине шута илнӗ. Рейтингра ҫӳлти йӗркере — ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин, Мускав мэрӗ Сергей Собянин, РФ Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, философи наукисен кандидачӗ, геологипе минералогич наукисен кандидачӗ, профессор, Раҫҫейри философи обществин регионти уйрӑмӗн председателӗ Геннадий Трифонов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 82 ҫулта пулнӑ. Пулас ӑсчах 1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Етӗрнекассинче ҫуралнӑ. 1961 ҫулта Мускаври М.В. Ломоносов ячӗллӗ университетӑн геологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн та хӑйӗн пӗлӗвне пӗрмай тарӑнлатсах тӑнӑ. Ӑсчах пур енлӗ аталаннӑ, нумай пӗлекен специалист пулнӑ. Философи, логика, наукӑпа техникӑн историйӗ тата философийӗ, пахалӑх философийӗ енӗпе лекцисем вуланӑ, Ҫӗр ҫинчен калакан вӗрентӳпе паллаштарнӑ. |
Персона
![]() Ӗнер Любовь Мартьянова сӑвӑҫ 70 ҫул тултарнӑ. «Ҫӗр ҫинчех ҫуралса та ҫӗре кӗнисем Паян кун та — эпир — ҫут тӗнче куҫӗнче. Ҫӗр ҫинчех ҫуралса та ҫӗре кӗнисем Паян кун парӑмра сар хӗвел умӗнче». Ку йӗркесем — «Асатте-ши вара ассӑн-ассӑн сывлать...» сӑвӑран. Любовь Мартьянова 1950 ҫулхи раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ. Шкултан вӗренсе тухсан пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974-1977 ҫулсенче Патӑрьел районӗнчи Турханти вӑтам шкулта вӗрентнӗ. 1977 ҫултан пуҫласа «Тӑван Атӑл» журналта поэзи пайне ертсе пынӑ. Любовь Мартьянова — 1986 ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Митта Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗ. |
Культура
![]() Марина Карягинӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев художникӑн куравӗ уҫӑлассинеэпир иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: курав кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Куравра пулса курнӑ Марина Карягина тележурналист художникӑн темиҫе картинине ӳкерсе илсе Фейсбука лартнӑ. «Тӗллӗн-тӗллӗн тӗнче ҫине ачаннилле тап-таса та ачаш куҫпа пӑхать Виталий Яковлев художник. Мана лайӑх вӑл ҫак хайлавӗсенче сӑнарлакан хӑтлӑ хутлӑхра», — тесе пӗлтернӗ вӑл. Виталий Яковлев 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта Виталий Николаевич И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл – живопись ӑсти, художник-сатирик. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Куславкка хулинче пурӑнакан хӗр судра унччен те явап тытнӑ. Анчах ку ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшман. Халӗ вӑл тепӗр хутчен хурахла ӗҫпе ҫакланнӑ. Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 11 ҫулти хӗрачан ашшӗ полицие пынӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, шкул умӗнче хӗрӗ патне палламан хӗр пынӑ та миҫе сехет ҫитни пирки ыйтнӑ. Ача телефонне кӑларнӑ, ку вара ӑна вӑрласа тарнӑ. Телефон 7 пин тенкӗ тӑраканскер пулнӑ. Вӑрра темиҫе сехетренех тытса чарнӑ. Вӑл – ниҫта та ӗҫлемен 22 ҫулти хӗр. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра ун республика тулашне тухса ҫӳреме юрамасть. Вӑл ытти ҫакнашкал преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 24sibinfo.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран 133 ҫын чирленӗ. Ку – рекорд, кун пекки хальччен пулман-ха. Сывалакансем сахалрах пулнӑ: 108 ҫын. Ку таранччен 14569 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 13023-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗтӗмпе паянхи кун тӗлне 385 ҫын вилнӗ. Палӑртмалла: раштав уйӑхӗнче 107 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку ҫак инфекцие пула вилнисен 28 проценчӗ. Паянхи кун тӗлне коронавирус диагноз ҫирӗпленнӗ 1161 пациента тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mvdmedia.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре экстремизмпа кӗрешекен ҫынсем тата ФСБ ӗҫченӗсем йӗркелеме юраман организаци пайташӗсене тытса чарнӑ. Сӑмах «Свидетели Иеговы» секта пирки пырать. 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ку организаци ӗҫне саккунлӑ мар тесе йышӑннӑ. Росгварди пулӑшнипе ҫак сектӑра тӑма пултарнӑ ҫынсен килӗнче ухтарнӑ, экстремизмпа ҫыхӑннӑ литература, брошюрӑсем, оргтехника, электронлӑ информаци, ытти япала тупнӑ. Вӗсене туртса илнӗ. РФ УКн «Экстремизмла организацин ӗҫне йӗркелени» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫичӗ ҫын телӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн «Кевер» хореографи ансамблӗ 5 ҫул тултарнӑ. Ушкӑна асӑннӑ хулари хастар хӗрсемпе каччӑсем пуҫарнӑ. Ансамбль ертӳҫи — Ян Федоров, хореографӗсем — Татьяна Абдуллина (пилӗк ҫул каялла унӑн хушамачӗ Петрова пулнӑ), Надежда Васильева. Ансамбле йӗркеленме тата аталанма Питӗрти чӑвашсен пӗрлӗхӗ те пулӑшнӑ. «Кевер» хореографи ансамблӗ — пӗтӗм тӗнчери тата ҫӗршыври фестивальсемпе конкурссен лауреачӗ. Вӑл Питӗрти «Октябрьский» пысӑк концерт залӗнче, Раҫҫейри этнографи музейӗнче, Раҫҫейӗн наци вулавӑшӗнче, Питӗрти Национальноҫсен ҫуртӗнче хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Питӗрте тата Ленинград облаҫӗнче иртекен фестивальсене вӗҫӗм хутшӑнать. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хореографи ансамблӗ йӗркеленнӗренпе 5 ҫулхине уявланӑ. Ҫав ятпа ушкӑна Питӗрти Национальноҫсен ҫурчӗн пайташӗ Станислав Зорин, «Юрату» фольклор ансамблӗ, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн Питӗрти уйрӑмӗн ертӳҫи Анастасия Бахматова, Чӑваш наци конгресӗн Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи тулли полномочиллӗ пайташӗ Валериан Гаврилов саламланӑ. Сӑмах май каласан, ансамбле хальхи вӑхӑтра 10 ҫын ҫӳрет: Ян Федоров Ян, Татьяна Абдуллина, Екатерина Белошеева, Валентина Матвеева, Ольга Жукова, Светлана Васильева, Раиса Кадеева, Апполинария Долгова, Екатерина Захарова, Екатерина Данилова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем Чӑваш патшалӑх автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалласа «Пӗрле» клип ӳкернӗ. Ӑнӑ Ютуб каналта https://youtu.be/e5swZFPuxc8 курма пулать. Нумай пулмасть хатӗрленӗ клипра филармонин «Ҫеҫпӗл» ансамблӗ тата «Nota G» ташӑ ушкӑнӗ ӳкерӗннӗ. «Пӗрле» юрра эпир пурте аван пӗлекен пултарулӑх ушкӑнӗ ҫырнӑ. Сӑвви — Борис Чиндыковӑн, кӗвви — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Николай Казаковӑн. Пултаруллӑ ҫак икӗ ҫын унччен те сахал мар хитре юрӑ хайланӑ. Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ, драматург тата поэт Борис Чиндыков «Нарспи» мюзикл либреттине те ҫырнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 28 - 30 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |