Культура
![]() Наталья Яклашкина дирижер «CA MAESTOSO» пӗтӗм тӗнчери музыка конкурсӗнче гран-прие тивӗҫнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пынӑ. Ун пек конкурса кӑҫал пуҫласа ирттернӗ. Кӑшӑлвирус тени канӑҫӑрлантаракан саманара пултарулӑх тупӑшӑвне инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ. Йӗркелӳ комитечӗн тата тӳресен председателӗ Борис Тараканов академик, профессор пулнӑ. Наталья Яклашкина – Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин дирижерӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Viber» мессенджерта «COVID-19: Чувашия» (чӑв. COVID-19: Чӑваш Ен) канал йӗркеленӗ. Ку хыпара республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ, сӑмах май, вӑл ушкӑна кӗчӗ. Унта хальлӗхе 161 ҫын ҫеҫчӗ. Канала малтан «Оперштаб Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн оперштабӗ) ят панӑ, кайран ылмаштарнӑ. Каналта кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ республикӑри лару-тӑрупа паллаштарма шантараҫҫӗ. Ушкӑн каҫҫи кунта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта полицейскисем арҫынна шыраҫҫӗ. Шар курнӑ ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӑна енчӗкне хӑйех панӑ. Ку юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Граждан урамӗнчи кафере эрех ӗҫнӗ чухне вӑл ҫамрӑк арынпа паллашнӑ. 33-рискер ӑна енчӗкне тыттарнӑ та темӗн туянма ыйтнӑ. Енчӗкре, хӑй каланӑ тӑрӑх, 16 пин тенке яхӑн пулнӑ. Ун пирки вӑл киле ҫитсен тин аса илнӗ. Сӑнӳкерчӗкри арҫынна куракансене шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Ун пирки ҫак номерсемпе пӗлтермелле: 8-999-756-26-18, 8-903-066-48-72 е 102. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() don24.ru сайтри сӑн Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Юлашки талӑкра чирлисен йышне тепӗр 83 ҫын хушӑннӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен Чӑваш Енре 10852 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 9394-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 63 ҫын чире парӑнтарнӑ. Ҫапах лайӑх хыпар та пур: юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран вилекенсем пулман. Пӗтӗмпе 186 ҫын вируса парӑнтараймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Танлаштарма: Тутарстанра кӑшӑлвирусран 121 ҫын вилнӗ, Чулхула облаҫӗнче – 957, Мари Элте – 75 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем республикӑра ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Уйрӑмах – ҫӗрлесерен. Паян ҫӗрле сывлӑш температури 16 градус таран сивӗнӗ. Ыран каҫхине вара 17 градус сивӗ пулӗ. Шупашкарта ҫӗрлесерен 6-8 градус пулӗ, кӑнтӑрла – 3-5 градус сивӗ. Ыран республикӑра кӑнтӑрла 3-8 градус сивӗ пулӗ. Республикӑри ҫулсем вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлак, ҫавна май Росгидромет вырсарникунччен хӑрушсӑрлӑх шайӗ хӗрлӗ сарӑ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ҫурҫӗр иртни пӗр сехетре тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пулӑшу ыйтса ҫырнӑ. Унта 45 ҫеккунта пыракан видео та вырнаҫтарнӑ. Пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче пурӑнакан чирлӗ ҫын патне реанимаци машини чӗнсе илнӗ. Ҫул ҫук пирки машина кирлӗ ҫӗре ҫитеймен, вӑл лачакана путса ларнӑ. Тухтӑрсем чирли патне ҫуран утса ҫитнӗ-ха, анчах кайран автомобиле тӗксе (туртса) кӑларасса кӗтме тивнӗ. Машина пӗр сехет ытла ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тепӗр ҫын патне кайма пултарнӑ. Ишек ялӗ пӗчӗк те мар, 100 ытла ҫын пурӑнать тесе пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Людмила Александрова архивӗнчи сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ «Текех манӑн пысӑк тусӑм, чӑн-чӑн талант тата фотохудожник, ҫут ҫанталӑка тата тӑван кӗтесе юратакан, хӑйӗн шухӑшӗллӗ, илеме курма пӗлекен художник Вячеслав Романов ҫук. Ҫакна ӗненес килмест, анчах паян унӑн чӗри тапма чарӑннӑ...», – тесе пӗлтернӗ хурлӑхлӑ хыпара Людмила Александрова журналист Фейсбукра. Вячеслав Романов кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 71 ҫул тултарнӑ. Вӑл «Советская Чувашия» хаҫатра 30 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Етӗрне районӗнчи Янӑмра ҫуралса ӳснӗскер малтан райхаҫатра тӑрӑшнӑ. Унӑн ӗҫӗсем «Правда», «Советская Россия», «Известия», «Труд», «Огонек» пичет кӑларӑмӗсен страницисенче пичетленнӗ. Фотоӗҫпе кӑсӑкланасси ашшӗ ӑна, улттӑмӗш класс ачине, «Смена-2» фотоаппарат парнеленинчен пуҫланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗ пирки эпир сире уйӑхсеренех пӗлтерсе тӑратпӑр. Акӑ тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант та ҫитрӗ — чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышне 600 пинрен ирттернӗ! Апла-тӑк, ӗҫ малалла шӑвать! Паллах, 600 пин тени ҫак ӗҫ вӗҫленсе пынине пӗлтермест — миллион мӑшӑр тӑвиччен тата нумай вӑй хумалла-ха! Анчах кашни ҫакнашкал утӑм вӑл пире эпир палӑртнӑ тӗллев патне ҫитерсе пырать. Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине тултарас енӗпе ӗҫлекен хастарсен йышӗ хальхи вӑхӑтра ҫак хайлавсемпе ӗҫлет: Илпек Микулайӑн «Хура ҫӑкӑрӗ», Владимир Арсеньевӑн Инҫет Хӗвелтухӑҫри ҫутҫанталӑка сӑнласа паракан «Тайгари тӗлпулусем» калавсен пуххи, Евгений Герасимовӑн «Щорс» повеҫӗ тата ыттисем. Ҫавӑн пекех ку вӑхӑтра эпир Валентина Осеевӑн «Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем» повеҫӗн иккӗмӗш кӗнекипе тата Леонид Жариковӑн «Хастар тусӑм ҫинчен» хайлавӗпе ӗҫлеме тытӑнса. Чипер сывӑ пулсан ҫулталӑк вӗҫӗччен мӑшӑрсен йышне 640 пине ҫитерме планлатпӑр. Ытти пирки вара куҫ курӗ унта. Сӑмах май, пирӗн ӗҫе хӑвӑртлатас кӑмӑл пур пулсан, 4276750027671261 карточка ҫине (Сбербанк) укҫа-тенкӗ куҫарма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче авари пулнӑ. Шел те, унта пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паян ирхи 6 сехет те 45 минутра Етӗрне районӗнче «Сӑр» автоҫулӑн 15-мӗш ҫухрӑмӗнче «ГАЗель» тата «Шупашкар – Етӗрне» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус ҫапӑннӑ. Аварире грузовикри пассажир, 42 ҫулти арҫын, вилнӗ. Микроавтобусра тӑватӑ пассажир пулнӑ. Телее, вӗсем аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() вести35.рф сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса ултавҫӑсен аллине лекни пирки каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑш банкпа усӑ курни пирки ыйтнӑ. Унтан шӑп та лӑп ҫав банкран шӑнкӑрав килнӗ. Палламан ҫын хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илесшӗн имӗш. Хӗрарӑм парольсене пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем хӗрарӑм ячӗпе кредит хатӗрленӗ, ӑна банка килме ӳкӗте кӗртнӗ. Унта хӗрарӑм кредит укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Вӑл вара ултавҫӑсен пулнӑ. Хӗрарӑм пӗтӗмпе 1 млн тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |