Персона
![]() @lizakovarm сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн директорӗ пулма Роза Лизаковӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл 1966 ҫулта нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралнӑ. 1987 ҫулта Хусанти культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1998 ҫулсенче 2008 ҫулсенче республикӑн Культура министерствинче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Кайран тепӗр тӑватӑ ҫул министрта ӗҫленӗ. Наци вулавӑшне вӑл 2001-2002 тата 2012-2013 ҫулсенче ертсе пынӑ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ӑна каллех культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑлама шаннӑччӗ. Анчах министр тилхепи ӑна лекмерӗ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн директорне Светлана Стариковӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Светлана Старикова 65 ҫулта. Вӑл Наци вулавӑшӗнче 1997 ҫултанпа ӗҫленӗ, ӑна 17 ҫул ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() kaduy.all-rf.com сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 32 ача сарӑмсӑр вилнӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова каласа кӑтартнӑ. Пӗлтӗр 36 ача сарӑмсӑр вилнӗ, виҫӗмҫул – 52 ача, 2017 ҫулта – 48 ача. Ытларах чухне шӑпӑрлансем чӳречерен ӳксе вилеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кун пек майпа 6 ача пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 23 ача суранланнӑ. Ҫавӑн пекех аслисем ачасене хӑрушлӑхра хӑвараҫҫӗ, тин ҫуралнӑ ачана вӗлернӗ тӗслӗх те пулнӑ. Аса илтерер: чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Ярославль урамӗнче тин ҫуралнӑ пепке виллине тупнӑ, ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ 2020 ҫулшӑн преми кама парассине палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ юпа уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: сумлӑ премие «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнчи телекӑларӑмсен ертӳҫи, сценарисен авторӗ, режиссер пулса нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлесе халӑха паха телефильмсемпе передачӑсем парнелекен, Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне халӑх хушшине сарас тӗлӗшпе нумай вӑй хуракан Марина Карягина тата «Ҫеҫпӗл Мишши фончӗпе Чӑваш Республикинчи ытти обществӑлла пӗрлӗхсене нумай ҫул ҫине тӑрса пулӑшнӑшӑн, Чӑваш Енри литературӑпа культурӑна аталантарма пулӑшакан ыркӑмӑлӑх юхӑмне меценат пулса хастар хутшӑннӑшӑн» Анатолий Шагаров нотариус тивӗҫнӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чӳк уйӑхӗн 13-мӗшнче «Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне» фильм хӑтлавӗ иртнӗ. Унта Марина Карягинӑпа Анатолий Шагарова премипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл 1960 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Надежда Кириллова Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1983 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта 2014 ҫулччен ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тӗрлӗ сӑнар калӑпланӑ. 2013 ҫулта Питӗрти театр ӳнерӗн академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Паян Надежда Кириллова республикӑра иртекен пултарулӑх мероприятийӗсене, конкурссене хастар хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хӗсмет
![]() Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче икӗ артиста хӗсмете ӑсатнӑ. Салтак ячӗ Александр Игнатьев тата Григорий Петров ҫамрӑк ӑстасен тухнӑ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме каякан ҫамрӑксене театр коллективӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Яшсене ырӑ сунса театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Владимиров, РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Аркадий Андреев тата Николай Сергеев сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() kuzbassmayak.ru сайтри сӑн Пандеми вӑхӑтӗнче тухтӑрсем ҫитменрен пульницӑсенче студентсем, пулас медиксем, пулӑшаҫҫӗ. Республикӑра 300 ытла студент кӑшӑлвируспа чирлисене пулӑшаҫҫӗ. Чылайӑшӗ, 172 ҫын, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем. 85 ҫамрӑк – Шупашкарти медицина колледжӗнчен, 61 ҫын – тухтӑрсене вӗрентекен институтран. Студентсем тухтӑр-стажерта, пӗрремӗш звено тухтӑрӗнче, вӑтам медперсоналта тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗри васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗ пулнӑ. Аса илтерер: юлшки талӑкра 11 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() progorodnsk.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнче пурӑнакан арҫын алимент тӳлемесӗр пурӑнннӑ. Парӑм питӗ нумай пухӑннӑ – 1 миллион таранах. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет. 34 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна сӑлтавсӑрах алимент тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Алимент тӳлемелли суд хушӑвне 2007 ҫулта кӑларнӑ. Унӑн шалӑвӗн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне тытса юлмалла пулнӑ. Арҫын вара алимент тӳлемен. Парӑм ҫулран ҫул пухӑнса пынӑ, 1 миллион тенке ҫитнӗ. Куншӑн ӑна тӗрмене 1 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пирӗн республикӑра иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирусран 11 ҫын вилнӗ. Кун пекки, тӳрех палӑртар, халиччен пулманччӗ. Ҫак эрнери ытларикун талӑкра 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнине официаллӑ статистика хыпарланӑччӗ-ха, анчах цифра унран иртсе курманччӗ. Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 197 ҫын ковида пула вилнӗ. Пандеми вӑхӑтӗнче кӑшӑлвируспа чирленисен йышӗ 11 пине ҫывхарать. Паянхи куна ку цифра – 10939, ҫав шутран 87 ҫынна чирлине иртсе кайнӑ талӑкра шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ-2020» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Ҫӗршыв шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне Пушкӑрт, Тутарстан республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Питӗр хулипе Ленинград облаҫӗнчи, Тӗмен тӑрӑхӗнчи тата Чӑваш Енри ӑстасем хутшӑннӑ. Гран-прие Пушкӑртстанран килнӗ Анастасия Иванова тивӗҫнӗ. Ӑна тухья парнеленӗ тата 15 пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Кристина Никитина ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырӑна – Ленинград тӑрӑхӗнчи Роман Арсентьев, виҫҫӗмӗш вырӑна – Элӗк каччи Сергей Иванов тата Тутарстан пики Валерия Юманова. Ушкӑнпа юрлакансене уйрӑммӑн хакланӑ. Пӗрремӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти «Шевле» ансамбль ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗшне – Муркаш районӗнчи Илемпи Ивановӑпа Алена Дмитриева дуэчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Питӗр хулинчен Шупашкара килекен самолет юсавсӑр пулнӑ. Ҫакӑ вӑл сывлӑша ҫӗкленсен палӑрнӑ. Самолет юсавсӑррине пӗлсен пилотсем Мускаври Внуковӑра анса ларма йышӑннӑ. Ку хыпара «РЕН ТВ» телеканал ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Пӑтӑрмахӑн сӑлтавӗ – техника юсавсӑрлӑхӗ. Самолетӑн топливо системи таса мар пулнӑ. Лайнерта 140 пассажир тата экипаж членӗсем пулнӑ. Ҫынсем суранланни пирки пӗлтермен. Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускаври Шереметьевӑра груз турттаракан самолет кӗтмен ҫӗртен анса ларнӑ. «Шанхай — Майн ҫӗрӗ ҫинчи Франкфурт» маршрутпа груз турттараканскерӗн датчикӗ борт юсавсӑрри пирки систернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |