Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх

Пурнӑҫ кашни утӑмра тенӗ пек хут ҫырнинчен тата ҫавна электрон ҫӑлкуҫсене куҫарнинчен тӑракан пулса кайрӗ. Ҫакӑ пур отрасльте те сисӗнет. Маларах васкавлӑ пулшура ӗҫлекенсене планшетсем валеҫсе тухрӗҫ. Халӗ ӑна терапевтсемпе пӗтӗмӗшле практика врачӗсене те парӗҫ. Ку хатӗр ҫулталӑк вӗҫлениччен 846 ҫын валли туянӗҫ.

Сывлӑх сыхлав министерствинче планшетсем тухтӑрсене чирлисем патне киле кайсан кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Мобильлӗ приложени пулӑшниме шурӑ халатлисем электрон медицина карттине пӑхайӗҫ,больница хутне тата ҫӑмӑллӑхлӑ рецепта ҫырса парайӗҫ.

Кирлӗ пулсантухтӑрсемпланшет урлӑ телемедицина консультацийӗ илейӗҫ.

 

Культура

Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Алексей Айги композиторпа «4’33”» ансамблӗн концерчӗ иртӗ. Ун пекки халиччен пулманччӗ.

Кӗвӗ асамлӑхне туйма, юрӑ-ҫемӗн вӗҫсӗр-хӗрсӗр илемӗпе киленме пӗлекенсемшӗн ҫав концерт чӑннипех те уяв пулса тӑрӗ.

Ҫамрӑксен театрӗнче билетсен шучӗ нумай маррине асӑрхаттараҫҫӗ. Пӗр билетӑн хакӗ — 1000 тенкӗ.

Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: +7 (8352) 45-00-34.

Алексей Айги — Геннадий Айги поэтӑн ывӑлӗ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Йошкар-Оларан таврӑннӑ. Унта вӑл гастрольпе пулнӑ.

Иртнӗ канмалли кунсенче артистсем ҫармӑссене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Вӗсем Мари Элти ҫамрӑксен театрӗнче шӑматкун кӑнтӑрла «Снежная королева» (0+), каҫхине «Поллианна» (12+) спектакльсем кӑтартнӑ.

Чӑваш артисчӗсене курма халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ.

«Тавах Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсене тав», – тав туса ҫырнӑ «Полианна» спектакле пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫармӑссен театрӗн сайтӗнче.

Вырсарникун кӑнтӑрла «Елка и Белка» (0+) юмах кӑтартнӑ. Вӑл ачасене те, аслисене те килӗшнӗ. «Малашне те килӗр!», – тесе йыхравланӑ вырӑнтисем.

Ҫитесю канмалли кунсенче, раштав уйӑхӗн 12 тата 13-мӗшӗсенче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Козьмодемьянскра пулӗҫ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енри фельдшерсем те телемедицина пулӑшӑвӗпе усӑ курайӗҫ. Ку меслет врачсене пӗр-пӗринпе инҫет ҫыхӑну мелӗпе канашлама май парать. Кӑшӑлвирус инфекцийӗ алхаснӑ вӑхӑтра ку пулӑшу пушшех те питӗ кирлӗ тесе пӗлтереҫҫӗ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче.

Кӑҫал 26 пульницӑра 35 телемедицина пункчӗ йӗркеленӗ. Ҫапла вара республикӑри мӗнпур медицина учрежденине телемедицина мелӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Инҫет ҫыхӑну мелӗпе тухтӑрсем федераци шайӗнчи медицина центрӗсенчи пултаруллӑ та ӑста специалистсемпе канашлама, консультаци илме пултараҫҫӗ. Кӑҫал ун пек майпа ҫыхӑнасси 30 процент ӳснӗ, 5 пине ҫывхарнӑ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Вӑрнар районӗнчи Пӑртасри шкулта вӗренекен ачасен кӑнтӑр апатне килтен чиксе кайма тивет. Мӗншӗн тесен унти шкул столовӑйӗ хальхи вӑхӑтра ӗҫлемест. Хальхи вӑхӑтра кӑна та мар, ӑна 50 талӑклӑха хупса хунӑ.

Столовӑй епле ӗҫленине Роспотребнадзорӑн вырӑнти специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Вӗсем савӑт-сапа катӑккинчен пуҫласа кранри шыв юрӑхсӑрри таранах тупса палӑртнӑ. Столовӑйӗнчи хӑш-пӗр оборудовани пачах ӗҫлемен.

Кӑлтӑк ҫине кӑлтӑк тупса палӑртнине кура столовӑя вӑхӑтлӑха хупса хума йышӑннӑ. Ҫак тавӑҫпа суда тухнӑ. Унтисем тивӗҫлӗ йышӑну кӑларса панӑ.

 

Хулара

Шупашкар Ҫӗнӗ 2021 ҫула кӗтсе илме хатӗрленет. Кӑшӑлвируса пула кӑҫал массӑллӑ мероприятисем пулмӗҫ. Ҫапах хула урамӗсенче асамлӑх хуҫаланӗ.

Кӑҫал Хӗрлӗ лапамра 6 метр ҫӳллӗш тухья вырнаҫтарма палӑртнӑ. Вӑл юрӑ-кӗвӗллӗ фонтан вырӑнӗнче пулӗ. Тухьяпа юнашар 14 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартӗҫ, ӑна илемлетӗҫ. Ача-пӑча лапамӗнче кукша пуҫ евӗр лампӑсем ҫутатӗҫ. Сцена ҫине лотос евӗр 6 арт-объект вырнаҫтарӗҫ.

Кӑҫал конкурссем, акцисем, фестивальсем, концертсем дистанци мелӗпе пулӗҫ. Шкулсенче, ача пахчисенче уявсем ашшӗ-амӑшӗсӗр иртӗҫ. Аниматорсене те чӗнме юрамӗ.

 

Спорт
Аслан Тимофеев. stroyfak.chuvsu.ru сайтри сӑн
Аслан Тимофеев. stroyfak.chuvsu.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри тепӗр ҫичӗ ҫынна спорт мастерӗн ятне панӑ. Кун пирки ЧР Спорт министерстви пӗлтерет.

Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче РФ спорт министрӗ Олег Матыцин пирӗн республикӑри ҫичӗ спортмена спорт мастерӗн ятне парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Камсем тивӗҫнӗ-ха ҫак ята? Спорт мастерӗн ятне Никита Григорьев биатлонист, Аслан Тимофеев каратист тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех хӑлха илтменнисен спортӗнче ку списока Ксения Анишева, Александр Садовников кӗнӗ. Спорт аэробикинче ҫитӗнӳсем тӑвакан Эллина Аркадьева, спорт гимнастки Екатерина Ермолаева, ухӑран перекен Роман Кравченко спорт мастерӗ пулса тӑнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68447
 

Сывлӑх
ocoronavirus.ru сайтри сӑн
ocoronavirus.ru сайтри сӑн

Паян республикӑра 2 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен 325 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку эрнере кӑна 47 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне 13413 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 12355-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 118 ҫын чирленӗ, 38 ҫын кӑна сывалнӑ. Раштавӑн пӗрремӗш эрнинче 850 ҫын кӑшӑлвируспа аптӑранӑ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра кӑшӑлвирус пуррине тупса палӑртнӑ 733 пациента сӑнаса тӑраҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
don24.ru сайтри сӑн
don24.ru сайтри сӑн

Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳртре пурӑнакан 58 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл аппӑшне пуртӑпа вӗлерме тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 17 сехетре арҫын килӗнче пулнӑ. Хайхискер 65 ҫулти аппӑшне курайманнипе ӑна вӗлерме шутланӑ.

Арҫын пуртӑ йӑтнӑ та ун патне кайнӑ. Ӑна пуҫӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ. Анчах ирсӗр ӗҫне вӗҫне ҫитереймен – аппӑшӗ килтен тухса тарса пулӑшу ыйтнӑ.

Хӗрарӑм халӗ пульницӑра выртать. Арҫынна вара тытса чарнӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен ҫынна вӗлернӗшӗн судпа айӑпланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68453
 

Республикӑра
kalendargoda.com сайтри сӑн
kalendargoda.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр-и? Ку ыйтӑва республикӑра сӳтсе явни пирки унчченех пӗлтенӗччӗ. Ҫавна май сасӑлав та ирттернӗ.

Пӗтӗмлетӳ паллӑ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмри страницинче. Ыйтӑма 40 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 90 ытла проценчӗ раштавӑн 31-мӗшӗнче канассишӗн сасӑланӑ.

Анчах Ҫӗнӗ ҫулта каннӑшӑн ҫынсен пӗр шӑматкун ӗҫлесе татма тивӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 1319, 1320, 1321, 1322, 1323, 1324, 1325, 1326, 1327, 1328, [1329], 1330, 1331, 1332, 1333, 1334, 1335, 1336, 1337, 1338, 1339, ... 3911
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 07

1937
88
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...