Шупашкарта ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулса иртнӗ инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан водителӗн машининче унӑн икӗ ачи (пӗри тӑваттӑра, тепри улттӑра) пулнӑ.
Инкек каҫхи ултӑ сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 35-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмахра 3 ҫын аманнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫын хӑй тытса пыракан «Опель Корса» автомобильпе пӗр вырӑнта ларакан «Хендай Солярис» машинӑпа, унтан кайран «Киа Спортейдж» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Инкекре «Опель Корса» водителӗн икӗ ачи тата «Киа Спортейдж» машинӑн 27 ҫулти хӗрарӑм-водителӗ аманнӑ.
«Опель Корса» машинӑн водителӗ хӗрӗнкӗ пулнӑ. Унӑн водитель удостоверенийӗн вӑхӑчӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчех тухнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна правасӑр тата ӳсӗр пуҫпа ҫула тухнӑшӑн патшалӑхӑн автоинспекторӗсем явап тыттарнӑ. Ун хыҫҫӑн та арҫын йӗркене кӗмен.