Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
vmnews.ru сайтри сӑн
vmnews.ru сайтри сӑн

Ҫӑлавҫӑсен алӑк хушшине хӗсӗнсе ларнӑ арҫынна пулӑшма тивнӗ. Хайхискер ӑна шалтан уҫас тесе аллине чикне те хӗстернӗ.

Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Мир проспектӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Арҫын аллине хӗстерсе лартсан хӑй тӗллӗн тухаймассине ӑнланнӑ, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ.

Шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем кӗтеслӗ шлифомашина пулӑшнипе алӑка каснӑ, арҫыннӑн хӗсӗнсе ларнӑ аллине кӑларнӑ та ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Арҫын савӑннипе, паллах, вӗсене тав тунӑ.

 

Экономика
7ya.ru сӑнӳкерчӗкӗ
7ya.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра пурӑнакансем юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ хак капашсӑр ӳссе кайнине сисрӗҫех ӗнтӗ. Сӑмахран, сахӑр песукӗ икӗ хут хакланнӑ, хура тул кӗрпи — 1,5 хут. Кӗрпе-макарон, сыр, сысна ашӗ, ҫӑкӑр, панулми хакланнӑ.

Потребитель рынокӗнчи лару-тӑрӑва паян Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче тишкернӗ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, инфляцин кӑҫалхи виҫи 4,5 процента ҫитнӗ. Ку вӑл Раҫҫейри вӑтам шайран пысӑкрах. Апат-ҫимӗҫ хакӗ 6,6 процент пысӑкланнӑ, апат-ҫимӗҫ мар таварсен — 4,8 процент.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулара темӗнле химикат шӑрши кӗрет тесе Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева евитленине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ку ыйтӑва республика ертӳҫи тӗрӗслесе тӑма шантарнӑччӗ.

Ҫынсен ҫӑхавне тӗрӗслеме лаборатори специалисчӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар сывлӑша тӗрӗсленӗ. Женя Крутова урамӗнчи сывлӑшра хлор тата гидрохлорид палӑртнӑ виҫерен пысӑкраххи палӑрнӑ. Чӑваш Енӗн Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗн ертӳҫи Николай Иванов, ҫав виҫе хулара пурӑнакансемшӗн сиенлӗ мар тесе ӗнентернӗ.

Хулари Силикат урамӗнче ҫунтарнӑ пластмасса шӑрши сарӑлнине пӗлтерекен те тупӑннӑ.

Специалистсем сывлӑша тӗрӗслесех тӑма шантараҫҫӗ.

 

Культура

Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейра хӗрӳ чунлӑ поэтӑн вилӗмсӗр сӑввисенчи кӗске пайсене пухса картина йӗркелеме пулать.

Учреждени ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑ «ачан сӑнарлӑ шухаӑшлавне, ирӗклӗ туйӑм-тинкерӗвне, ӑнланса илме пултараслӑхне аталантарать, пӗр пӗтӗмлӗхпе пӗчӗк пай хушшинчи ҫыхӑнӑва тӗрӗс ӑнланма вӗрентет, хускануллӑа хӑнӑхтару ача калаҫӑвне аталантарма пулӑшать».

Ачасемпе воспитательсене е ашшӗ-амӑшне, аслашшӗ-асламӑшӗсене, кукашшӗ-кукамӑшӗсене (8 ҫынтан ытлашши пулмалла мар) Ҫeҫпе́л Мишши музейне йыхравлаҫҫӗ. Йыхравласан ача пахчисене те пырса ҫӳреме хирӗҫ пулмӗҫ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран прививка тумалли вакцина кӳрсе килнӗ. Хальлӗхе — 500 доза. Ӑна «Фармация» предприятин складне пушатнӑ.

Препарат ячӗ — «Гам-Ковид-Вак». Ӑна Н.Ф. Гамалея ячӗллӗ Эпидемиологипе микробиологин наци тӗпчев центрӗнче туса кӑларнӑ.

Вакцина икӗ компонентран тӑрать. Ӑна мышцӑран икӗ хутчен тумалла.

Эмеле республикӑри пульницӑсене валеҫсе парӗҫ. Унпа чи малтанах тухтӑрсене, учительсене, социаллӑ ӗҫченсене тӑвӗҫ. Шӑпах вӗсем халӑхпа ӗҫлеҫҫӗ. Килес ҫултан халӑхӑн ытти сийне тума пуҫлӗҫ. Анчах вӑйпа мар, кӑмӑл пулсан ҫеҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://xn--80adtqegosnyo.xn--p1ai
 

Спорт

Чӑваш хӗрне, Раҫҫей кубокӗнче кӑҫалтан Тӗмен облаҫӗшӗн ӑмӑртакан 30 ҫулти Татьяна Акимовӑна ҫӗршывӑн биатлон енӗпе пӗрлештернӗ командине йыхравланӑ. Халӗ Татьяна — Австрире. Унта Тӗнче кубокӗн черетлӗ тапхӑрӗ иртет.

Иртнӗ эрне пуҫламӑшӗнче Раҫҫейӗн биатлон енӗпе хӗрарӑмсен пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Михаил Шашилов ентешӗмӗре Ҫӗнӗ ҫулччен чӗнсе илмессине пӗлтернӗ. Анчах кайран шухӑша улӑштарнӑ, Акимова шӑматкун Австрие вӗҫсе кайнӑ. Хальлӗхе Татьяна туристсен йӗлтӗр ҫулӗ ҫинче ярӑнать. Урӑх климатлӑ вырӑна хӑнӑхма вӑхӑт кирлӗ. Паян унӑн 13 сехетре анализсем памалла, вӗсен результачӗ ыран паллӑ пулӗ.

2016 ҫулта Чехири тӗнче чемпионачӗ вӑхӑтӗнче спринтра Татьяна Акимова ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗччӗ, 2017 ҫулта тӗнче чемпионатӗнче бронзӑна тивӗҫнӗччӗ, 2018 ҫулта Пхёнчханти Олимпиадӑна хутшӑннӑччӗ.

 

Сывлӑх

Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине, 17 сехет те 45 минутра, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, виҫӗ машина ҫапӑннӑ.

«Рено-Дастер» автомобиль малтан «Ман» фура ҫине пырса кӗнӗ, унтан — «Дэу-Нексиа» машинӑпа тӑрӑннӑ.

Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Рено» автомобиль тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне грузовика ирттерсе яман. Инкекре ҫӑмӑл машинӑн водителӗн 38 ҫулти арӑмӗ йывӑр суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл водительпе юнашар ларнӑ. Машина хӗрарӑм ларнӑ енчен пырса ҫапӑннӑ.

«Рено» водителӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи 39 ҫулти арҫын, ӳсӗрри палӑрнӑ. Каярах ӑна хӑйне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн, ҫав шутра хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн те, пӗлтӗр ҫак водителе административлӑ майпа 5 хутчен явап тыттарнӑ.

 

Культура
Владимир Милютин сӑнӳкерчӗкӗ
Владимир Милютин сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑматкун, раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗ пухӑва пуҫтарӑннӑ.

«Литература. Писатель. Вулакан... Чӑваш литераторӗсем ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле пухӑва пуҫтарӑнчӗҫ. Писательсен пӗрлӗхӗн форумне пухӑннисене, хӑнасене та, чӗннисене те пухӑва хастар хутшӑннӑшӑн чунтан тав тӑватӑп», — тесе ҫырнӑ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра.

Лидия Ивановнӑн Фейсбука вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкӗсем тӑрӑх хакласан, пухӑва республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ, сӑмах каланӑ, уйрӑм ҫыравҫӑна чысланӑ.

 

Политика
"Чебмедиа" сайтри сӑн
"Чебмедиа" сайтри сӑн

Шупашкарти Гагарин урамӗнче Чӑваш Енӗн экс-премьер-министрне Иван Моторина ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.

«Город Грехов» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» водителӗ ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паман. Ҫакна инспекторсем курнӑ. Алкотестер Иван Моторин урӑ тесе кӑтартнӑ. Ачах темшӗн унӑн пӑрӑхӗ кӗтмен ҫӗртен татӑлса ӳкнӗ. Инспекторсем иккӗленнипе Моторина наркологие илсе кайнӑ.

0,325 мг/л – ҫапла кӑтарту пулнӑ наркологире. Экс-премье-министр тӳрре тухнӑ – вӑл темӗнле эмел ӗҫнӗ-мӗн, анчах ятне астумасть.

 

Сывлӑх

Чӑваш Ене лайӑх хыпар ҫитнӗ. Пирӗн республикӑна тин кӑна 53 санитари машини илсе килнӗ: «Лада Ларгуссем» тата «Нивӑсем». Ку хыпара ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Мӗн тӗллевпе усӑ курӗҫ-ха ҫак машинӑсемпе? Ватӑ пациентсене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайӗҫ. Тухтӑрсем те пациентсем патне киле ҫакнашкал машинӑпах ҫитӗҫ. Сӑмах кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсем пирки пырать.

53 машинӑран 36-шне районсене парӗҫ, тепӗр 17-шӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта юлӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1312, 1313, 1314, 1315, 1316, 1317, 1318, 1319, 1320, 1321, [1322], 1323, 1324, 1325, 1326, 1327, 1328, 1329, 1330, 1331, 1332, ... 3911
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 08

1869
156
Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ.
1905
120
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1950
75
Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1968
57
«Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ.
1972
53
Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...