Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Олег Харсеев / Коммерсантъ сӑнӳкерчӗкӗ
Олег Харсеев / Коммерсантъ сӑнӳкерчӗкӗ

Абхазинчи Гагры курорт хулинче пӗр ҫемье шар курнӑ. Ӑна тата унӑн виҫӗ ачине вӑйлӑ ҫил тинӗсе туртса кӗрсе кайнӑ.

Ҫӗршывӑн кӑнтӑр енчи районӗсенче сак кунсенче вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Асар-писер ҫанталӑк Абхазинче те алхаснӑ. Тинӗсри хум 3 метр таран ҫӗкленнӗ.

Пӗр хӗрарӑм тинӗс хумханнине пӑхса тӑман – шыва кӗме кайнӑ. Ӑна хӑна ҫуртӗнче ӗҫлекенсем те чарасшӑн пулнӑ имӗш, анчах виҫӗ ача амӑшӗ тӑнламан.

Ҫемье Бзыбь юханшывра шыва кӗнӗ. Тахӑш самантра вӑйлӑ юхӑм ҫемьене тинӗсе туртса кайнӑ. Инкеке лекнӗ ачасенчен пӗрне ҫынсем пулӑшма пултарнӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем тепӗр икӗ ачана ҫӑлнӑ, анчах вӗсенчен пӗри пульницӑра вилсе кайнӑ. Хӗрарӑма тупайман-ха.

Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сартури 42 ҫулти арҫын-турист Гагры хулинче путса вилнӗ. Ун чухне те тинӗс вӑйлӑ хумханнӑ.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Ҫулланнӑҫем илемлӗ ҫут тӗнче,

Тӗнче варри — тӑван ҫӗршывӑмӑр.

Петӗр Хусанкай

 

2006-мӗш ҫулта, шӑп 15 ҫул каялла ман Эстони чӑвашӗсем патӗнче пулса курма тӳр килнӗччӗ. Питӗр хулинчи Ленсовет ячӗллӗ театрӑн сцени ҫинче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн икӗ кунлӑх гастролӗ иртрӗ. Вӑл спектакльсене Эстони ҫӗршывӗнчи Нарвӑпа Таллин хулисенче пурӑнакан чӑвашсем те пырса курчӗҫ. Аякри йӑхташсем ҫапла пӗр пулса ӗҫлеме пултарни пире савӑнтарчӗ те, тӗлӗнтерчӗ те. Чӑваш ушкӑнӗсем Эстонире иккӗ: пӗри Нарва хулинче — ӑна Лидия Григорьева (Муркаш районӗнче ҫуралнӑ) ертсе пырать, тепри — Таллинра, ун тилхепине малтан вунӑ ҫул ытла Герман Викторов моряк тытса пынӑ (Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ), халӗ вара тӑватӑ ҫул Ираида Захарова (Елчӗк районӗнчен) йӗркелесе тӑрать. Эстонири Чӑваш культура обществи пӗлтӗр хӑйӗн вунпилӗк ҫулне паллӑ тунӑ, ӑна Эстони ҫӗрӗнче пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен Ассоциацине кӗртнӗ. Ҫак маттур та чипер хӗр Рида (ача чухне ҫапла чӗнме юратнӑ иккен ӑна кукашшӗ) Захарова пуҫарӑвӗпе тата пирӗн Культура министерстви пулӑшнипе, Таллин хулинче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина тата эпӗ, Надежда Кириллова, хамӑр пултарулӑх программипе Эстони ҫӗршывӗнче пурӑнакан чӑвашсене паллаштарма ҫула тухатпӑр.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑма строительствӑра кирлӗ инструментсене вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Асӑннӑ хулари 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи отделочниксен бригади дрель, перфоратор, плита касмалли хатӗр, лазер уровнӗ ҫуккине асӑрханӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ.

Пурӗ 19 пин тенкӗ тӑракан инструментсем ҫухалнӑ хыҫҫӑн штукатура шанман. 34 ҫулти хӗрарӑм ӗҫе темиҫе кун тухман.

Вӑл йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, инструментсене илнӗ, вӑхӑтлӑха ломбарда панӑ. Ҫакна вӑл укҫа кирлипе сӑлтавланӑ. Кайран япаласене каялла илесшӗн пулнӑ имӗш. Ломбарда япала парса укҫа вӑл унччен те илкеленӗ иккен.

Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ru.chuvash.org/news/6545.html
 

УТӐ
05

Ӑсан Уҫӑпӗ (Осип Алексеев) ҫыравҫӑн Асӑну хӑмине уҫрӗҫ
 Виталий Михайлов-Чунтупай | 05.07.2021 22:43 |

Культура

Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ йӗркеленипе Осип Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ) ҫыравҫӑ-журналистӑн хӑй ҫуралса ӳснӗ тата пурӑннӑ ҫурчӗ ҫинче Асӑну хӑмине уҫрӗҫ. Ӗҫ-хӗле писателӗн тӑванӗсем, ял ҫыннисем тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗсем хутшӑнчӗҫ. Асӑну каҫне пӗрлӗх ертӳҫи Иван Афанасьев ҫыравҫӑ-композитор уҫрӗ, сӑмах каларӗ. Ун хыҫҫӑн пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗ, район энциклопедийӗн тӗп редакторӗ Виталий Михайлов-Чунтупай ҫыравҫӑн чӑваш литературӑри тӳпи ҫинчен каларӗ. Виктор Данилов журналист-ветеран вара Ӑсан Уҫӑпӗпе туслӑ ҫыхӑнура пулни ҫинчен ҫирӗплетрӗ. Тӑванӗсенчен ҫыравҫӑн аслӑ хӗрӗ Ирина тухса калаҫрӗ, ашшӗн ҫынлӑх туйӑмӗ пысӑк пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Асӑну хӑмине ҫыравҫӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Александр Алексеев уҫрӗ. Вӑлах ашшӗн ку таранччен пичетленнӗ кӗнекисене асӑнмалӑх пурне те валеҫсе пачӗ. Юлашкинчен ӗҫ-хӗле Николай Яковлев юрӑҫӑ илемлетрӗ. Вӑл пухӑннисене чӑваш халӑх тата тӗрлӗ композиторсен юррисемпе савӑнтарчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри велоспортсмен Португалире иртнӗ тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Григорьев Classic VIANA тупӑшура мала тухнӑ.

Маршрут 170,4 ҫухрӑм тӑршшӗ пулнӑ. Александр Григорьев финиша пуринчен малтан ҫитнӗ, ыттисене самай кая хӑварнӑ. Ун хыҫҫӑнхи спортсмен 3 минут каярах пынӑ.

Палӑртмалла: Александр Григорьев Олимп резервӗсен Валерий Ярды ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Ҫитес 3 уйӑхра вӑл Испанире, Италире тата Португалире иртекен велочупусене хутшӑнасшӑн.

 

Сывлӑх
news.myseldon.com сайтри сӑн
news.myseldon.com сайтри сӑн

Чӑваш Енри ача-пӑча уйлӑхӗсенче 3 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пирки паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева каланӑ.

Икӗ тӗслӗхе ҫӗртме уйӑхӗнче шута илнӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ шкулӗ ҫумӗнчи уйлӑхра пӗрремӗш сенӑра икӗ ҫын ҫак вируспа аптӑранӑ: уйлӑх ертӳҫи тата повар. Уйлӑха тӳрех карантина хупнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ: пӗр ача та чирлени палӑрман.

«Росинка» ача-пӑча уйлӑхӗнче те кӑшӑлвируспа чирленӗ тӗслӗх пулнӑ. унта пӗр вожатӑй инфекциленнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн

Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт ҫывӑхӗнче ҫын виллине тупнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 7-мӗш хутран паян 14 сехет те 10 минутра ӳкнӗ. Вӑл 28 ҫулта пулнӑ.

Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Халӗ арҫын мӗнле майпа ӳкнине тӗпчеҫҫӗ – ҫапла пӗлтерет Следстви комитечӗ.

Аса илтерер: ҫак кунсенче Шупашкарти Пасар урамӗнче арҫын виллине тупнӑччӗ. 74 ҫултискер ҫӳлти хутран ӳкнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72873
 

Сывлӑх

Паян ирхине, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, чӗре чирӗпе аптӑракан тин ҫуралнӑ арҫын ачана санитари вертолечӗпе Хусана васкавлӑн илсе ҫитернӗ.

Ача 4 кун каялла ҫуралнӑ, ӑна тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те Хусанти ача-пӑча пульницине илсе каймаллине палӑртнӑ. 4 кунра арҫын ача кӑшт ҫирӗпленнӗ, ҫула йӗркеллех чӑтса ирттернӗ.

Ҫул ҫинче унӑн сывлӑхӗ япӑхланман, унпа юнашар тухтӑрсем пулнӑ. Вертолет Хусана 45 минутра ҫитнӗ.

 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Анна Афанасьевна Рыбакова утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Анна Афанасьевна ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, 20 ҫул тултарсан качча тухнӑ. Упӑшкипе иккӗшӗ ывӑлпа хӗре кун ҫути парнеленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан мӑшӑрне фронта илнӗ. Анна Афанасьевна ӑна кӗтсе илеймен – упӑшки ҫапӑҫупа пуҫ хунӑ.

Хӗрарӑм ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ ӑна тивӗҫлӗ канури хӗрӗ пӑхса пурӑнать. Вӑл амӑшӗпе юнашар пулас тесе ҫемйипе пӗрле Шупашкартан куҫса килнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/72859
 

Культура

Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗтӗм Раҫҫейри этнографи форумӗ иртнӗ. «Алла-Аллӑн» ят панӑ мероприятие Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Федерацин национальноҫсен агентстви пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Этнографи форумӗн тӗллевӗ наци культурине тата чӑваш фольклорне вӗренессипе ҫамрӑксене кӑсӑклантарасси. Ҫамрӑксен слётне культура институчӗн, педагогика тата аграри университечӗсен, музыка училищин студенчӗсем хушӑннӑ.

Форумра музыка инструменчӗсене ӑсталама, чӑваш рунисен вӑрттӑнлӑхне, тӑмран савӑт-сапа ӑсталама вӗрентнӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе, халӑх вӑййисемпе паллаштарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1305, 1306, 1307, 1308, 1309, 1310, 1311, 1312, 1313, 1314, [1315], 1316, 1317, 1318, 1319, 1320, 1321, 1322, 1323, 1324, 1325, ... 4075
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2026 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 19

1919
107
Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1924
102
Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
97
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...