Культура
![]() Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ режиссер тата сценарист Владимир Галошев ӳкернӗ «Батальон моей Родины» документлӑ фильм Беларуҫ Республикинче ирттернӗ «Эпӗ кино ӳкеретӗп» конкурсра палӑрнӑ. Кинокартина «Ӗҫе хӑй юратнипе тӑвакан» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Владимир Галошев тата вӑл тӑрӑхри паллӑ таврапӗлӳҫӗ Илья Трофимов хӑйсен тӑван ялӗнчен, Елчӗк районӗнчи Кушкӑран, фронта тухса кайнисене халалласа хӑй вӑхӑтӗнче кӗнеке кӑларнӑ. Кайран Владимир Галошев документлӑ фильм ӳкернӗ. Тыл ӗҫченӗсене халалланӑ фильмри рольсенче – артистсем мар, ял ҫыннисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Амӑшне вӗлернӗПӑтӑрмахсем
![]() Етӗрне районӗнчи Мучар ялӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫын амӑшне вӗлернӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хӑйӗн 75 ҫулти амӑшӗпе харкашса кайнӑ. Тавлашӑвӗ трактор туянма кредит илес килменрен сиксе тухнӑ. Амӑшне арҫын тапса, ҫапса пӗтернӗ. Пӗр 15 хутран кая мар. Сурана пула хӗрарӑм юпа уйӑхн 7-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Усал арҫын килтен ҫеҫ мар, республикӑран тухса кайнӑ. Анчах ӑна юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавра тытса чарнӑ. Арҫын унччен те судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ. Ҫав шутра — амӑшне хӗненӗшӗн те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре районти ача пахчисене шӑпӑрлансене автобуспа турттарма пуҫлӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян республика Элтеперӗ Олег Николаев. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулсемпе юнашарах ача пахчисем вырнаҫнӑ. Пӗчӗк ялсенче ача пахчисем ятарласа тума тӑкаклӑ. Ун пек ялсенчи шӑпӑрлансене ача пахчисене ятарлӑ автобуспа турттарсан аван. Ку вӑл шкул автобусӗ евӗртерех пулӗ. Сӑмах май каласан, паян пирӗн республикӑна 31 шкул автобусӗ килсе ҫитнӗ. Вӗсене шкулсене савӑнӑслӑ лару-тӑрура валеҫсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи хула строительствин тата хуҫалӑхӗн техникумӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ ҫыннӑн пӑтӑрмаха ҫакланнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: пуҫлӑхра ӗҫленипе пӗрлех вӑл Шупашкар хулин депутачӗ те пулнӑ. Экс-пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине тӗпчевҫӗсем 18 тӗслӗх тупса палӑртнӑ, кивҫен илнине — 6 тӗслӗх, укҫапа усӑ курнӑ тата салатса пӗтернине — 5 тӗслӗх, унсӑр пуҫне саккуна пӑсса тунӑ укҫапа усӑ курнине шута илнӗ. Техникума юсанӑ чух экс-директор предприятие самай шар кӑтартнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗ шучӗпе 2018-2019 ҫулсенче Словение, Германие кайма турист путевкисем, Чӑваш Енри санаторисенче канма путевкӑсем туяннӑ. Арӑмӗ карас телефонӗпе калаҫнин тӑкакне те техникум шучӗпе саплаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Тӗн
![]() Чӑваш митрополийӗн сайтӗнчи сӑн Иртнӗ эрнере республикӑра кӑшӑлвирус тӗлӗшпе лару-тӑру йывӑр пулнӑран Роспотребнадзор Ҫӗнӗ ҫулта тата Раштавра чиркӳсенче халӑха йышӑнмалла мар тесе сӗннӗ. Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий кун тӗлӗшпе хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Эпир, тӗн ҫыннисем, храмсене хупмастпӑр. Хупӑ алӑк леш енче кӗлӗ вуламастпӑр. Анчах хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнӑр», - тенӗ вӑл. Савватий Раштав уявне килекенсене маска тӑхӑнма ыйтнӑ. Роспотребнадзор вара 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене, вӑраха кайнӑ чирсемпе нушаланакансене чиркӳсене кайма тӑхтама ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкар хулин дупутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Антонов кинемее ҫуралнӑ кунпа саламласа открытка янӑ. Анчах вӑл тӑванӗсене савӑнтарман, мӗншӗн тесен кинемей ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ, ҫулла вилнӗ. Ватӑ хӗрарӑм, 1933 ҫулта ҫуралнӑскер, кӑҫал ҫулла утӑн 27-мӗшӗнче пурнӑҫран уйӑлнӑ. Анчах депутат ҫакна тӗрӗслемесӗрех салам открытки янӑ. Ӑна кинемеейӗн тӑванӗ Павел Гарамов почта ещӗкӗнчен илнӗ. Ку тӑванӗсене кӳрентернӗ. Вӑл депутатран каҫару кӗтнӗ. Сергей Антонов чӑнах та унран каҫару ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри икӗ тухтӑр Пирогов орденне тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: ку наградӑна Раҫҫейре кӑҫал ҫеҫ пама йышӑннӑ. Сумлӑ наградӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ Вера Алексеева тата Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницин инфекци уйрӑмӗн заведующийӗ Сергей Ефимов тивӗҫнӗ. Орденсене вӗсене паян Шупашкарта панӑ. Ҫавӑн пекех Президентӑн Хисеп хутне Хулан 2-мӗш пулницин медсестри Антонина Киргизова тивӗҫнӗ. Президент тавне Тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Татьяна Маркелова илнӗ. Ҫак тавах Хулари клиника центрӗн аслӑ медсестри Елена Толчина, Республикӑри ветерансен клиника госпиталӗн тухтӑрӗ Нина Сидорова, Республикӑри клиника пульницин уйрӑм заведующийӗ Петр Павлов тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн пирӗн ҫӗршывра «Ӗмӗтри чӑрӑш» акци иртет. Ачасем хӑйсен вӑрттӑн ӗмӗтне пӗлтереҫҫӗ, аслисем, ҫав шутра тӗрлӗ шайри тӳре-шара та, пӗчӗккисен ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев икӗ ачана савӑнтарма йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, 14 ҫулти Маша, лашапа ярӑнма ӗмӗтленет. 12-ри Иван пуйӑс машинисчӗ пулма ӗмӗтленет. Паян ача машинист кабининче ларса курнӑ ҫеҫ мар, пуйӑса чукун ҫул вокзалне илсе пыма пулӑшнӑ. Кун пирки Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ. Ачана савӑнӑҫ кӳме пулӑшнӑшӑн Элтепер Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен Чулхулари филиалне тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри пултаруллӑ ачасене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ачасем Шупашкарти «Эткер» центрта пухӑннӑ. Йышра —республикӑри шкулсенчи вӗренекен чи маттур ачасенчен пӗрисем. Пирӗн республикӑри маттур ачасем «Пысӑк тӑхтав» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра 3 грант ҫӗнсе илнӗ. Сахал та мар, нумай та мар. Пурӗ 1 миллион та 400 пин тенкӗлӗх. Республикӑри тӗрлӗ шкулта вӗренекен пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ, талпӑнуллӑ арҫын ачасемпе хӗрачасене республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн вице-премьерӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин Элтеперӗ тӑван тӑрӑхӑмӑрти хисеплӗ ҫынсене тӗрлӗ наградӑпа чысласси, хисеплӗ ятсем парасси ҫинчен калакан хушу кӑларнӑ. Ҫав шутра «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден тата «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ те пур. Орденпа Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» агрофирмӑн директорсен канашӗн ертӳҫине Евгения Беликовӑна чыслама йышӑннӑ, орден медалӗпе — Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин пуҫлӑхне Николай Глухова. Евгения Алексеевна — республикӑри паллӑ аграри, асӑннӑ предприятие вӑл нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Николай Иванович чылай ҫул Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |